Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпнӑ (тĕпĕ: хӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сехри хӑпнӑ Ҫӗпритун вӗсене кӗлетри кушак шӑтӑкӗнчен пӑхса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ хутлӑскер, тӳпенелле кармашакан нумай хутлӑ ҫуртсем хушшинче, халь ҫеҫ ҫӗр ҫумӗнчен хӑпнӑ кӑмпана аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Сехри хӑпнӑ Сатур пулӑшма та хатӗрччӗ-и тен, анчах Чиканкка ӑна ирӗксӗрех ҫав пысӑк тӗке тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫапӑҫу шутсӑр хӗрсе пынӑ вӑхӑтра сехре хӑпнӑ хӗрӗсем таҫта хӑямата тарса пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Сехри хӑпнӑ Ментти кивӗ хуланалла вӗҫтерчӗ, часах Шӗмертен ҫурчӗ умне пашкаса пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

«Иртсе каймастӑп-ши эпӗ тата хулинчен? — сасартӑк сехри хӑпнӑ пек пулчӗ Курак Мӗтрин.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ачасем хуҫа пекки пулса сехре хӑпнӑ сасӑпа кӑшкӑрчӗҫ:

Дети-хозяева кричали испуганно:

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Сехри хӑпнӑ Сеххимен, аран-аран кӑшкӑрса янӑ Еҫенее вӑратса.

Сеххиме так испугалась, что сразу даже не смогла закричать, чтобы разбудить Есения.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Хура арӑм упӑшки, Хурӑнташсем, пӗлӗшсем — Пулса кайнӑ аптрашки, Хӑпнӑ ӳсӗр сехрисем.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тен, ҫавӑнпа-и, сехри хӑпнӑ фашистсем паян хӑйсене лӑпкӑ тытаҫҫӗ, ҫӗнӗ вӑй килессе кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Сехри хӑпнӑ Пурис сасӑ илтӗннӗ еннелле палт ҫаврӑнса тимлерӗ — патшасем ларакан престол пуканӗ ҫинче лӑпсӑр-лӑпсӑр сӑсар ҫӑмлӑ, тӗпсӗр хаяр вут куҫлӑ, элттем-шелттем хапи-масиллӗ илес-мелес ӑш хӑпартмӑш ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сехри хӑпнӑ чӑхсем хуралтӑ ҫине вӗҫсе хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ҫул хӗрринчи лапамра та курӑк ҫӗртен хӑпнӑ, ҫеремсем те симӗсленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Вӑл шывран хӑпнӑ ӗнтӗ, ҫӗкленнӗ, ӑна куҫса кайма ҫил ҫеҫ ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кӗрсе кур, мӗнле ҫӑвӑнаҫҫӗ, — яланхи пекех лӑпкӑн каларӗ те шӑллӗ, Сахара алӑкран хӑй патнелле ирттерсе тӑратрӗ, хӑй сехрисем хӑпнӑ арҫынпа хӗрарӑм енне ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр арӑмӗн, Варукӑн, хытах сехри хӑпнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сехри хӑпнӑ йӗкӗт хӗре вӗҫертсе ячӗ — Хрестук ҫиҫӗм пек тӑрса алӑка уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Картиш урлӑ карса хунӑ пралукран кӑкарнӑ йытӑ патне ҫитсен, чарӑнса тӑчӗ, сехри хӑпнӑ мулла мӗн тери хыпаланса кӗрсе кайнине курсан, ахӑлтатсах кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тата эсӗ ҫук ҫын хӗрне юратса пӑрахасран та сехри хӑпнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сехри хӑпнӑ хӗр пӗтӗм вӑйран ҫари-и! ҫухӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех