Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарсан (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑрта хӑпарсан, ҫамрӑк бурлакӑн куҫ ытамне аслӑ улӑх тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫма урлӑ каҫса ҫыран тӳпипе хӑпарсан, вӗсен куҫӗ умне чуна ҫӳҫентерекен хӑрушӑ ӳкерчӗк тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗрхи хӗвел чылай ҫӳле хӑпарсан вӗсен хӳшшине Акпарспа Алттыш пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫаҫҫӗ, Сафана шанаҫҫӗ, вӑл Атӑл тӑрӑх хӑпарсан аван пулӗччӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫӗ ҫӳле хӑпарсан, хыҫӗ анать, хыҫӗ хӑпарсан, пуҫӗ анать.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ӗнтӗ ҫуртри пусси ҫулӗпе кӑшт хӑпарсан, киле те ҫитетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗвел тата ҫӳлерех хӑпарсан, кӑнтӑрла умӗн, ҫеремлӗхӗн пӗр кӗтесне халӑх хуп-хура сӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫырма хӗрринчи сӑрта хӑпарсан, Ятман юррӑн сӑмахӗсене те уйӑракан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӑшман Атӑл тӑрӑх хӑпарсан унпа Атӑл ҫинче ҫапӑҫатпӑр, утлӑ ҫарпа сылтӑм ҫыран тӑрӑх хӑпарас пулсан ҫак юхан шыв урлӑ каҫма памастпӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вунӑ сехет тӗлнелле, пӗлӗт ҫине уйӑх кукри хӑпарсан, Эльгеев пысӑк мар чӑматанне ҫӳлӗк ҫине хучӗ те ҫывӑрма хӑпарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Медсантруд клубӗн иккӗмӗш хутне хӑпарсан, Ковязинпа Эльгеев бильярд пӳлӗмӗнче Зимницкий профессор Лаврентьев гистологпа хӗрсе вылянине асӑрхарӗҫ, вӗсене чӑрмантарас мар тесе, кӗмесӗрех пысӑк зала кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Лапран хӑпарсан, Тимушпа Павлуш чиркӳ умӗнче ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн чухлӗ ҫывӑрнӑ вӑл — ӑна каччӑ хӑй те пӗлмерӗ, хӗвел чылай ҫӳле хӑпарсан ӑна Ахтупай пырса вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киремет сӑртне хӑпарсан икӗ юлташ уйрӑлчӗҫ: пӗри Чӗнере тӳр ҫулпа утрӗ, тепри — Шывшӑвар шырланӗ урлӑ Кутемере.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӑрта хӑпарсан, Атӑл шывӗ пӗр тикӗс тӗкӗр пек курӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Крыльца ҫине хӑпарсан, Соня сылтӑм аллин пӳрнисемпе ик-виҫӗ хутчен кӑмӑллӑн вылятса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑт ҫавӑн чухне, эпӗ щетка илме хӑпарсан, Бутлер ҫак джентльменпа ҫӳлелле улӑхаҫҫӗ, каллех Гез пирки: «Килӗнчех-и вӑл?».

Вот тут, как я поднялась за щеткой, вошли наверх Бутлер с джентльменом и опять насчет Геза: «Дома ли он?»

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӗвел ҫӳлерех хӑпарсан, староста паҫӑр асӑннӑ его благороди вӑрансан, мана чӗнтерет те, вара вилӗм ҫитрӗ, пӗтрӗ ӗмӗрӗм, тетӗп.

Взойдет солнце выше, проснется его благородие, о котором упоминал староста, вызовет, и тогда смерть, тогда конец.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Чӑн та, юхан шывпа тӑвалла хӑпарсан лӑпкӑ вырӑнсем пур теҫҫӗ, унта ҫавсем… ҫук имӗш, пӗтӗмӗшпе канӑҫсӑрлӑх ҫук-мӗн, — эпӗ, ахӑртнех, тӗп-тӗрӗс пӗлместӗп.

Говорят, правда, что вверх по реке есть тихие области, где нет этих… вообще беспокойства, — а я не знаю наверное.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Груз платформи ҫине сиксе хӑпарсан вӑл малта мӗлтлетекен хӗрлӗ хунар аялалла шуса аннине курчӗ, ун хыҫҫӑн тепри, виҫҫӗмӗшӗ; Нок хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ, унта та — тормоз площадкисенчен аялалла — хӗрлӗ хунарсем канӑҫсӑррӑн ывӑтӑнаҫҫӗ, хыпашла-хыпашла пур еннелле те ҫутатаҫҫӗ.

Вскочив на грузовую платформу, он увидел, как впереди скользнул вниз прыгающий красный фонарь, за ним второй, третий; сзади, куда обернулся Нок, тоже прыгали с тормозных площадок настойчивые красные фонари, шаря и светя во всех направлениях.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех