Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарнине (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк вӑл хӑйӗн ҫӑварӗнчен мӑкӑрланса тухакан симӗс тӗтӗме, вӑл епле ункӑланса ҫӳлелле хӑпарнине, вара вӑл темле шупкаланса, каллех хӑйӗн ҫине — Шура ҫине — йӑсӑрланса аннине асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Халӑх ҫав тери хӑраса ӳкни Ҫтаппана та пырса тиврӗ, Анчах чӳречерен тапса тухнӑ ҫулӑм, стенана хыпса илсе ҫивиттинелле хӑпарнине курсан, вӑл ыттисемпе чупмарӗ…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

План ҫинче кунта таврари ҫӗр пичӗ хӑш тӗлте ҫӳлерех хӑпарнине, хӑш тӗлте айлӑммине кӑтартнӑ, ҫавӑнти ялсене, уй-хирсене, ҫарансене вӑрмансене, юханшывсене, ҫулсене, ӳкерсе паллӑ тунӑ.

На плане показано, где местность выше, где ниже, обозначены селения, поля, луга, леса, реки, дороги.

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кунта самолетсем хӑпарнине тата вӗҫсе аннине, пассажирсем — формӑллӑ карттуссем тӑхӑннӑ хӗрсем ертсе пынипе — пӗрин хыҫҫӑн тепри утса самолет трапӗсем патнелле пынине е аэропорт патнелле ҫывхарнине пӑхса тӑма май пур.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара ҫавӑнтах тахӑшӗ пусма картлашкисем урлӑ сике-сике чупса хӑпарнине илтет.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ман туйӑмсене те, вӑл хӗре те пырса ан тӗкӗн эсӗ! — хӑй ӑшӗнче тарӑху вӗресе хӑпарнине путарса пулчӗ ӑна Завьялов.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Марина Расковӑна, Гризодубовӑна курнӑ, Федосеенко тата Усыскин стратостатпа сывлӑша епле хӑпарнине те ас тӑватӑп, — эс вӑл хушаматсене те нихҫан та илтмен пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Раҫҫейре ҫамрӑксен политики ҫӗнӗ шая хӑпарнине палӑртнӑ май Олег Николаев ҫапла каланӑ:

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен форумӗ – 14-мӗш хут // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/c%d0%b0%d0% ... %83%d1%82/

Тӑвалла пӑхрӑм та ватӑ йӑмрасем хыҫӗнчен хуп-хура тӗтӗм явӑнса хӑпарнине куртӑм вара.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Тимуш мунча кӗрсе тухрӗ те картишӗнче «Волга» тӑнине, крыльца картлашкисем ҫийӗн пӗчӗк хӗрарӑмпа сарлака хулҫурӑмлӑ ҫӳллӗ арҫын хӑпарнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӑрмашсан-тӑрмашсан, аялалла пӑхрӗ те мачча ҫине Хветура хӑпарнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫав каҫ киле мӗнле ҫитнине тата тӑваттӑмӗш хутри хваттерне мӗнле хӑпарнине вӑл пач та астуса юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Штурмовая лестница тени ачасем 2-3-мӗш хута ҫурт ҫине хӑпарнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Пушарпа ҫӑлав ӑмӑртӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61155

Вӑл унталла ҫывхарнине кӳрсассӑн пакша ҫав тери хӑраса чӗвӗлтетнӗ пек сасӑ кӑларчӗ, ҫынран хӑраман пек кӑтартма тӑрӑшрӗ, кайран чӑтаймарӗ курӑнать — аякри турат ҫине сиксе ӳкрӗ те унтан Савантер епле ҫӳлелле хӑпарнине пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку ҫул вилӗм нумай пулать! — ирсерен хӗвел ҫутӑ шупка тӗспе пӗвенсе пӗлӗтелле хӑпарнине курса, калаҫрӗҫ карчӑксем те.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑртлӑ-туллӑ тӑрӑхсенче хӑй ҫинчи вӑтӑр-хӗрӗх килограмлӑ ҫӗклемпе тӑвалла хӑпарнине те эпир ӑнланаймӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Анчах чӑкӑртӑш, шакӑрчаллӑ, тӗнккес, никрес, икӗ питлӗ Ҫтаппана — «тимӗр пӑрҫана», унӑн юман чукмар пек алли час-часах пуҫран ҫӳлерех ывӑтӑна-ывӑтӑна хӑпарнине, хӗрарӑмсене ӗнсисем хыҫне йӑва ҫавӑрнӑ шуйттансенчен ытла та чурӑссӑн, мурлансах тасатнине пӗлсе, ялта ун ҫумне яланлӑха тӗршӗнесшӗн, унпа пурнӑҫа пӗрле ҫавӑрасшӑн ҫунакан инкесемех е «пиҫсе ҫитнӗ, анчах татӑлмасӑр юлнӑ ҫырласем» — хӗрсем — «парка ӳснӗ ӗшнере» те тупӑнман.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Унтан хӑй ӑшӗнче темӗн капланса пырӗ патнелле хӑпарнине туйрӗ, мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илчӗ, вара, вӑрт ҫаврӑнса, Атӑл хӗрринелле вӗҫтере пачӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анук, урисем шӑнса, сивӗ ҫӳлелле хӑпарнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑйлӑ ҫумӑрсем вӑхӑтӗнче Палас мӗнле тулса хӑпарнине ху та аван пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех