Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗттӗме хӑнӑхманнипе куҫӗпе чылайччен нимӗн те уйӑраймарӗ, юлашкинчен курчӗ: сарса хунӑ кивӗ сӗтел ҫитти ҫинче ҫур бутылка сӑмакун ларать, ҫатма ҫинче кӑмпӑсланса кайнӑ ӑшаланӑ ҫӑмарта пур, шӑшисем ҫурри кӑшласа пӗтернӗ ҫӑкӑр татӑкӗ выртать; чӳлмекне йывӑҫ ывӑспа ҫӑтӑ хупса хунӑ…
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑнӑхманнипе салтак хутланкаланӑ, сивӗ пирки кӑшкӑркаласа илнӗ.
Прошка // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Хӑнӑхманнипе, чӗлхи ҫине килнӗ сӑмахӗсем ун тӳрккесреххӗн тухаҫҫӗ:
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑйӗн пӗтӗм шӑм-шакӗ ыратнине вӑл халь анчах туйрӗ, юланутпа нумай ҫӳреме хӑнӑхманнипе урисем ыратаҫҫӗ, пилӗкре темскер сӑрлатать, алӑсем туртаҫҫӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ох, Сережа, — вӑтанчӑклӑн кулса ответлерӗ Ирина, — хӑнӑхманнипе манӑн куҫсем алчӑраса кайрӗҫ, пуҫ ҫаврӑнать, эпӗ халӗ нимӗн те тӗплӗн курайман-ха…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Йӗнер ҫинче нумай вӑхӑт хушши ларса пыма хӑнӑхманнипе унӑн пилӗкӗпе чӗркуҫҫийӗсем ыратнӑ.От непривычки долго сидеть в седле у него болело и в пояснице и в коленях.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑнӑхманнипе ывӑннӑ эсӗ…
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Акӑ вӑл ачасем патне ҫитрӗ; юрпа печӗ — тивертеймерӗ: хӑнӑхман; тата тепре юр чӑмӑртаса илесшӗнччӗ ҫеҫ, ун питне лаппӑшӗпех юр катрамкки хупӑрласа хучӗ; вӑл ӳкрӗ, выляма хӑнӑхманнипе ыратать те ун, унпа пӗрлех хавас та ӑна, вӑл ахӑлтатса та кулать, куҫӗсем те шывланнӑ…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хумханнипе, хӑнӑхманнипе, вӑл урине кабинӑна яраймарӗ, ҫавӑнпа та ун ҫине пӑхса тӑнӑ ҫӳхе питлӗ, салхурах сӑнлӑ, питех те ҫамрӑках мар техник ун пирки: «Ӳсӗр ку, йытӑ», тесе шухӑшларӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Турра тав ту эсӗ тӗнчере Зуев мастер пулнӑшӑн! — старикле мухтанса илчӗ протезист, чӗнсене салтса, Алексейӑн хӑнӑхманнипе каштах тӑртанма та ӗлкӗрнӗ урисене пушатса.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл та малтанлӑха, хӑнӑхманнипе ҫеҫ, пӗр саманта кӑна, тесе кала.Роскошь утешает одну бедность, и то с непривычки на одно мгновение.
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1
- 2