Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсем сăмах пирĕн базăра пур.
хӑйсем (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михаил Ржанов заведующи ҫывӑхрисене хӑйсем патне килме ыйтрӗ.

Живущих поблизости, заведующий Михаил Ржанов попросил прийти к ним.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Шел пулин те, ялсенче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хальхи вӑхӑтра хӑйсем выльӑхсене килти хуҫалӑхра ҫитӗнтернӗ вӑкӑрпа чуптарать.

Жаль, что сейчас многие деревенские жители свою скотину спаривают быками, выращенными в домашнем хозяйстве.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Шурӑ ылтӑна туянакансем хака хӑйсем мар, вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерекен палӑртнине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Юн пусӑмӗ ӳсни е чакни, сахӑр ытларах пулни, е кӗркуннепе ҫуркунне вӑраха кайнӑ чирсем хӑйсем ҫинчен систерни... кирек кама та шухӑшлаттармалла.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӗсем пушӑ вӑхӑт тупса йӗлтӗр сыраҫҫӗ, хӑйсем ҫеҫ мар, ҫемйипех спортпа туслӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

«Ку - вӗренӳ тытӑмӗн маларахри ҫулсенчи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ, - тенӗ министр, - вӑл вӑхӑтра эпир ялсенче хальхи йышши вӗренӳ тата лаборатори базиллӗ, ӑста педколлективлӑ пысӑк шкулсем йӗркелерӗмӗр, ачасем хӑйсем ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр шкулсенче пахалӑхлӑ пӗлӳ илме, унтан вӗренӗве профвӗренӳ учрежденийӗсенче малалла тӑсма пултарччӑр терӗмӗр».

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чӑвашла-вырӑсла текстсем хӑйсем тӗллӗн хатӗрленеймӗҫ, ҫавӑнпа та кашни чӑвашӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Чувашско-русские тексты сами подготовиться не смогут, поэтому не помешает помощь каждого чуваша.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html

Пысӑк предприятисем хӑйсем саккассӑр хӑшкӑлаҫҫӗ - хушма цехсем пирки мӗн калаҫмалли...

Большие предприятия сами страдают без заказов - о дополнительных цехах что и говорить…

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӑйсем те ачисемшӗн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче.

И сами для детей в качестве доброго примера.

Нумай ача — нумай савăнăç // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Анчах шӑшисем хӑйсем чирлемеҫҫӗ.

Но сами мыши не болеют.

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Хӑйсем тарӑн шухӑшлӑ тата пӗлтерӗшлӗ кинофильмсем курни ҫинчен аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ольга Голодец ачасем вӗрентӳ хутлӑхӗн хуҫисем кунта хӑйсем пулнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хоккеистсем Тӗкӗрҫ ращи ҫывӑхӗнчи курупкаллӑ катока хӑтлӑлатнӑ, хӑйсем вара Парк урамӗнчи общежитин путвалӗнче вырӑн тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Ӗҫ паракансем кадрсене вӗрентсе хатӗрлес ӗҫе хӑйсем те хутшӑнни питех те пӗлтерӗшлӗ.

Очень важно, что работодатели сами вовлечены в процесс подготовки кадров.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Центр ӗҫӗпе ачасем хӑйсем кӑна мар, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те пикенсех кӑсӑкланаҫҫӗ, ҫакӑ вӗренӳ ӗҫӗнче техника ҫул-йӗрне малалла аталантарма кирлине палӑртать.

Большой интерес к работе Центра проявили не только сами дети, но и их родители, что говорит о необходимости дальнейшего развития технического направления в образовании.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри паянхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политика лару-тӑрӑвӗ ҫине пысӑк витӗм кӳме ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, ыттисем хӑйсем ҫинчен каярах аса илтерӗҫ, ҫавӑнпа та малашлӑхра вӗсен витӗмне туйма тата ҫакӑ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин аталанӑвӗшӗн мӗнлерех пӗлтерӗшлӗ пулассине ӑса хывма тивет.

Одни из них уже оказали серьезное влияние на текущую социально-экономическую и политическую ситуацию, другие обладают отложенным эффектом, поэтому еще предстоит ощутить и осмыслить их значение для развития Российской Федерации и Чувашской Республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вулавӑшра ӗҫлекенсем Э. М. Юрьев пултарулӑхне кӑмӑллакансене хӑйсем патне пырса ун ҫинчен ытларах вуласа пӗлме йыхравлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Хӑйсем вӗренекен заведенисенче - тӗслӗх вырӑнӗнче, - кӗскен паллаштарчӗ Чӑваш Енри юхӑм ӗҫ-хӗлӗпе «Раҫҫей студотрячӗсем» /малалла - РСО/ ҫамрӑксен общество организацийӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи уйрӑмӗн комиссарӗ Елена Наумова.

Куҫарса пулӑш

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Хӑйсем килсе ҫитрӗҫ, никама та кӗртмерӗҫ.

Сами приехали, никого не впустили.

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Ҫичӗ ҫул тертленсе пурӑннӑ хыҫҫӑн тин ҫурт лартса хӑйсем тӗллӗн пурӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Только после семи лет страданий построив свой дом начали самостоятельно жить.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех