Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Давид ӗнтӗ Адраазара та — Рехов ывӑлне, Сува патшине — парӑнтарнӑ, ун чухне лешӗ [Евфрат] шывӗ хӗрринче ҫӗнӗрен пуҫ пулас шутпа вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ; 4. Давид унран пин те ҫичҫӗр юланутҫӑ# тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ, ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен [хӑйне] валли ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Филистимсем] унта хӑйсен йӗрӗхӗсене пӑраха-пӑраха хӑварнӑ та, Давид ҫыннисем вӗсене пуҫтарнӑ, патша ҫавсене [вутра ҫунтарса яма хушнӑ.]
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид ӗнтӗ Саулпа унӑн ывӑлӗ Ионафан вилнӗшӗн хурланса ҫак хурлӑхлӑ юрра юрланӑ; 18. Тӳрӗ ҫын кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, вӑл ҫакӑ юрра — ухӑ ҫинчен хывнӑ юрра — Иуда ывӑлӗсене вӗрентме хушнӑ, вӑл ҫапла каланӑ: 19. ах, Израиль, санӑн илемне хӑвӑн сӑрту ҫинче пӗтерчӗҫ! паттӑрсем ҫапла пуҫ хучӗҫ!
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах Давид ҫапла каланӑ: тӑванӑмсем, ун пек ан тӑвӑр, Ҫӳлхуҫа пире ҫакна панӑ хыҫҫӑн, пире сыхласа хӑварнӑ хыҫҫӑн, хамӑра хирӗҫ килнӗ эшкере пирӗн алла панӑ хыҫҫӑн ун пек ан тӑвӑр.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид леш икҫӗр ҫын патне — вӑйсӑрланнине пула ыттисемпе пӗрле пырайманран Восор юхӑм шывӗ патӗнче тӑратса хӑварнӑ ҫынсем патне — пырса ҫитнӗ, вӗсем Давидпа унӑн ҫыннисене хирӗҫ тухнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид хӑйӗн ҫыннисемпе Кеиле кайнӑ, филистимсемпе ҫапӑҫнӑ, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа тухнӑ, вӗсене вӑйлӑ аркатнӑ, ҫапла вара Давид Кеильре пурӑнакансене ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Давид хӑйӗн ҫӗклемне лавсен хуралҫине парса хӑварнӑ та ҫар ӗречӗсем патнелле чупса кайнӑ, унта ҫитсессӗн хӑйӗн пиччӗшӗсене саламланӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Анчах Самуил каланӑ: санӑн хӗҫӳ арӑмсене ачасӑр тӑратса хӑварнӑ пек, санӑн аннӳ те ытти арӑмсем хушшинче ывӑлӗсӗр тӑрса юлтӑр, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӑх Ионафана ҫӑлса хӑварнӑ, вӑл вилмен.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Анчах халӑх Саула каланӑ: Израиле ҫакӑн пек хӑватлӑн ҫӑлса хӑварнӑ Ионафанӑн вилмелле-и?45. Но народ сказал Саулу: Ионафану ли умереть, который доставил столь великое спасение Израилю?
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вара Саул каланӑ: халӑх пуҫлӑхӗсем пурте кунта килччӗр те халӗ кам ҫылӑхлине тӗпчесе пӗлччӗр; 39. Израиле ҫӑлса хӑварнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, эхер те Ионафан ывӑлӑм ҫылӑхлӑ пулса тухсассӑн, вӑл та вилетех, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа ҫав кун Израиле ҫӑлса хӑварнӑ; ҫапӑҫу Беф-Авен патне ҫитиех тӑсӑлнӑ.23. И спас Господь в тот день Израиля; битва же простерлась даже до Беф-Авена.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара вӗсем ҫапла тунӑ: пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илнӗ те вӗсене ҫар урапи кӳлсе янӑ, вӗсен пӑрушӗсене килӗсенче хӑварнӑ; 11. Ҫӳлхуҫа арчине тата ылтӑн шӑшисемпе мӑкӑль ӗренкисем тултарнӑ ещӗке ҫар урапи ҫине лартнӑ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. [Вара Самуила ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа умне хӑварнӑ.]
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вениамин ывӑлӗсем [израильсем патне] таврӑннӑ, вӗсене [израильсем] Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хӗрарӑмӗсенчен чӗрӗ хӑварнӑ хӗрсене качча панӑ; анчах та хӗрсем ҫитмен.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Самсон ҫур ҫӗрччен ҫывӑрнӑ; ҫӗр варринче тӑрса хула хапхин алӑкне икӗ янахӗнчен ҫатӑрласа илнӗ те сӑлӑпӗ-мӗнӗпех ҫӗклесе хулпуҫҫийӗ ҫине ҫавӑрса хунӑ, ӑна Хеврон еннелле каякан ҫул ҫинче ларакан ту тӑррине йӑтса кайнӑ, [ҫавӑнта пӑрахса хӑварнӑ].
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа курать! эсир вӗсене чӗрӗ хӑварнӑ пулсассӑн, эпӗ сире вӗлермен пулӑттӑм, тенӗ.Жив Господь! если бы вы оставили их в живых, я не убил бы вас.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑйсем валли вӗсем халӑхран апат-ҫимӗҫпе какӑрсем илсе юлнӑ та, Гедеон израильсене пурне те хӑйсен чатӑрӗсене янӑ, хӑй патне виҫҫӗр ҫын анчах хӑварнӑ; мадиансен тапӑрӗ вӗсенчен аялта айлӑмра пулнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем хӑйсен выльӑх-чӗрлӗхӗпех, хӑйсен чатӑрӗсемпех килсе тӑнӑ, хӗрлӗ шӑрчӑк пек шутсӑр йышлӑн килнӗ; ҫыннисен, тӗвисен имӗ-сумӗ те пулман, Израиль ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе вӗсем ӑна ҫап-ҫара тӑратса хӑварнӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ун хыҫҫӑн Самегар, Анаф ывӑлӗ, тӳре пулнӑ, вӑл вӑкӑр хӑваламалли патакпа филистимсен ултҫӗр ҫыннине ҫапса вӗлернӗ; вӑл та Израиле ҫӑлса хӑварнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.