Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑваланӑ (тĕпĕ: хӑвала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унсӑрӑн нимӗҫе хытӑрах хӑваланӑ пулӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗррехинче ҫеҫ кӗтӳ хӑваланӑ чухне вӑл тепӗр кӳршӗ хӗрарӑмӗпе ытларах калаҫса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем ҫынсене выльӑха хӑваланӑ пек хӑваласа каяҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кш-ша! — чӑхсене хӑваланӑ пек хӑваларӗ вӗсене ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улӑх-ҫаранта мечӗк хӑваланӑ е тытмалла вылянӑ чухне хулари ярӑнчӑксем ҫав-ҫавах аса килетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Каярахпа вӗсене вырӑс патши тарҫисем хӗсӗрленӗ, пулӑхлӑ уй-хирсенчен хирсе кӑларнӑ, улӑх-ҫаранлӑ вырӑнсенчен хӑваланӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вӗрлӗкпе хӑваланӑ тет-и-ха сан ывӑлу Урасмета?

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫталла хӑваланӑ Керенский пирӗн салтаксене?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кирек мӗнле каланӑ пулсан та, темшӗн паян уяв ҫитнӗ пек туйӑннӑ: Пулӑ урамӗнчи магазинсем кӑнтӑрлапа пурте уҫӑлнӑ, извозчиксем «Эге-ге-ге-гей!» тесе лашисене таҫта хӑваланӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӑрантас ларчӑкки ҫине вырнаҫтарса лартсан, Кӗпӗрьян чипер ачах пулса кайрӗ: тилхепине турткалать, лашине те хӑваланӑ пек тӑвать, «Тпру, тпру» текелет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Типнӗ ҫулҫӑ купи ҫине йӑванса выртрӑм та йывӑррӑн сывлама пуҫларӑм, хама хыҫран хӑваланӑ пек унталла, кунталла йӗри-тавра пӑхкаласа илетӗп.

Бухнулся на ворох теплых сухих листьев и тяжело задышал, то и дело оглядываясь по сторонам, точно опасаясь погони.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хывӑннӑ чух йӑлӑхтармӑш шӑнасене хӑваланӑ, ҫара ура тупанне тирекен курӑка ылханнӑ май, ҫапах та, савӑнӑҫне пытараймарӗ: укҫа, пысӑк укҫа хӑпартлантарать.

гоня назойливых мух и проклиная траву, коловшую подошвы ее босых ног. Но деньги — такие деньги! — воодушевляли ее.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Атӑл тӑрӑхӗнчи выҫлӑх чӑваш ҫӗрӗ ҫинчи ҫӗр-ҫӗр ҫемьене ҫӗнӗ ҫӗре — Ҫӗпӗре хӑваланӑ.

Голод на Волге гнал сотни семей с чувашской земли в новую землю — в Сибирь.

Архивсенчи хутсем ҫирӗплетеҫҫӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Синопа хытӑ чупакан лаша ҫинче пынӑ, бизонсен кӗтӗвне хӑваланӑ, каҫпа лагере хӑй тытнӑ бизон ашне илсе пынӑ.

Синопа мчался на быстрой лошади, преследовал стадо бизонов и вечером привез в лагерь мясо убитого им бизона.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Сунара кайнӑ арҫынсем пысӑк мар сӑртсем хыҫӗнче ҫухалса бизонсен кӗтӗвӗ хыҫҫӑн хӑваланӑ.

Мужчины, поехавшие на охоту, скрылись за невысокими холмами и погнались за огромным стадом бизонов.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хӑйсен хытӑ чупакан лашисемпе вӗсем бизонсене хӑваланӑ, вӗсене ухӑпа тата пӑшалпа пенӗ.

На своих быстрых лошадях они преследовали бизонов и стреляли из луков и ружей.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Эп пӗлмес-ха, арӑм касу хӑваланӑ чухне илтнӗ хӗрарӑмсем калаҫнине.

— Я сам не знаю, жена рассказала, что слышала, как бабы разговаривали во время загона стада.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Мӗн пирки пире, сурӑхсене хӑваланӑ пек, ют ҫӗре хӑваласа каяҫҫӗ?..

За что нас, как баранов, гонят на чужбину…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫурхи ҫил ҫеҫен хир ҫийӗпе паровоз тӗтӗмӗн чӑмакисене хӑваланӑ.

Весенний ветер гнал над степью клочья паровозных дымов.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех