Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑваланӑ (тĕпĕ: хӑвала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура тискер пӗлӗтсем, такам хӑваланӑ пек, часах сирӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ирхи ял урамӗ шӑпах: касусем хӑваланӑ ӗнтӗ, ҫынсем халь ирхи апатра.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Хӑй кӗлеткине вӑл парнеленӗ алшӑллисемпе пулемет лентисем пек хӗресленӗ, икӗ аллинче — икӗ тутӑр ҫыххи, вӗсемпе шӑна хӑваланӑ евӗр урлӑ та пирлӗ сулкалать, ял-йыш енне пуҫне тая-тая юрлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Шухӑшлама ҫеҫ мар, ӗнелсене, мулкача йӗрлесе хӑваланӑ пек, хуса кӑларатпӑр! — терӗ те Вахлай кайма пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши чӑн та ҫухалма пултарасса ӗненме пуҫланӑ кӑмӑлӗ йывӑр шухӑша ячӗ ӑна: «Кил хушшинче тупайман лашана пасарта шырани уй-хирти ҫиле хӑваланӑ пекех пулмӗ-ши?»

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сухапуҫ аврине тытса кукленнӗ этемсем хушшинче: — Ну-у!.. Йӑран тыт! — тесе лашисене хӑваланӑ сасӑсем унта та кунта илтӗнсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӗр хӗрарӑм паян кӗтӳ хӑваланӑ чух пирӗн ҫинчен мӗн тӗнине пӗлетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темле мӗскӗн пулсан та, хӑйне мӑрса выльӑха хӑваланӑ пек хӑваласа ҫӳрет пулин те пит нумай пӗлесшӗн-ҫке тӗкӗрҫӗ тени!

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тек пире лашана пушӑпа хӑваланӑ евӗр никам та хӑвалаймасть ӗнтӗ, эпир хамӑр килте хамӑр хуҫа.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр аллине карт! туртрӗ те, вӗҫерӗнсе, каллех тула чупса тухрӗ, Кукуруза пуссине каякан ҫулпа, такам хыҫалтан хӑваланӑ пек, пӳлӗне-пӳлӗне чупрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӗсем ҫынсене хӗне-хӗне пухӑва хӑваланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Яра пар! — хӑваланӑ Мӗтри лашине.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗсем тӗттӗм пулас умӗн тухса карӗҫ те кӗтӳ хӑваланӑ вӑхӑтра ирхине каялла таврӑнчӗҫ.

Вернулись они утром, когда уже стадо выгоняли.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсене те пулин сайра хутра ҫех тирпейлесе пӗҫерме май килнӗ, мӗншӗн тесен тӑшман ҫарӗсене, пӗр утӑм юлми тенӗ майлӑ, пирӗн ҫарсем тата хӗҫ-пӑшалланнӑ хресченсем хӑваланӑ.

Но сварить из них что-нибудь съедобное удавалось крайне редко, потому что за французами по пятам шла русская армия, а также вооруженные крестьяне.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй кӗтӳ хӑваланӑ вӑхӑтра ирхине тухнӑ та кӗтӳҫрен ыйтнӑ:

А сам выходил рано утром к пастуху и спрашивал:

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Вӑрӑсем» вӑл укҫапа та ҫырлахман, ҫаплах хыҫалтан хӑваланӑ.

Но грабителей, видать, не устроила эта мзда — они продолжали гнаться за ним.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуҫра пӗр шухӑш: ватӗҫ, сирӗҫ, Сунарҫӑсем пек хупӑрланӑ, Ҫул урлӑ ҫакнӑ шӑнкӑрав: Ҫав Михельсон пит хӑваланӑ, Йӗрне ӳкернӗ Панин граф.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗн чухлӗ тӑвӑл хӑваланӑ Ват Атӑл тӑрах хумсене?

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Акӑ вӑкӑра хӑваланӑ май вӑл шухӑшпа хӑйӗн пурнӑҫӗ патне тӗрлӗ енчен пыра-пыра пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ара, калаҫчӑрах, пире мӗн, — Марине, такама хӑйӗн патӗнчен хӑваланӑ евӗр, айккинелле хӑмсарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех