Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кукӑр куҫлӑхне тытса, вӑл пурте вулакан вырӑна хӑвӑрт вуласа тухрӗ те, тӗлӗнсе кайнӑ извозчика хӗрлӗ сухалӗнчен тытса виҫӗ хутчен чуптурӗ, унтан, урапа ҫине сиксе ларса, пӗтӗм урама илтӗнмелле ҫухӑрса ячӗ: «Эрехлӗх аллӑ пус! Хӑвала, выльӑх!» — терӗ те куҫран хӑвӑрт ҫухалчӗ.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Паровоз чашлатса ярса, сулхӑн ҫӗр ҫийӗпе пӑс хӑвала пуҫларӗ.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Саша, тархасшӑн, ытла ан хӑвала, — ӳкӗтлет Ирина Михайловна.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Хӑвала мӗн май ҫитнӗ таран! — команда пачӗ вӑл шофера.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хытӑрах хӑвала, тусӑм, ку вырӑнтан аяккарах кайма ӗлкӗрес пулать.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хытӑрах хӑвала!
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Мӗн вӑй ҫитнӗ таран хӑвала сӑвӑса!
7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Лар», «пар», «тӑр», «вӗр», «шыра», «хӑвала» сӑмахсене илтсен вара тӳрех ӗҫе пурнӑҫлать.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
17. Тусна юрат, унпа тӳрӗ пурӑн; 18. пӗрре ун шанчӑкӗнчен тухсассӑн, текех ун хыҫҫӑн ан ҫӳре: 19. этем хӑйӗн тӑшманне вӗлернӗ пек, эсӗ ҫавнашкал ҫывӑх ҫыннун туслӑхне вӗлернӗ; 20. аллунти кайӑка вӗҫтерсе янӑ пек, эсӗ тусна ҫапла вӗҫертрӗн — ӗнтӗ тытаймӑн ӑна; 21. ан та хӑвала: аякка кайрӗ вӑл, танатаран вӗҫерӗннӗ ту качаки пекех вӑркӑнчӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хурлӑха хӑвала чӗрӳ патӗнчен, пӑрса яр усаллине ӳтӳ патӗнчен: ачалӑхпа ҫамрӑклӑх та — харамлӑх.
Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑрмана вут-ҫулӑм ҫунтарнӑ пек, тусене ҫулӑм вӗтеленӗ пек, 16. вӗсене Хӑвӑн тӑвӑлупа хӑвала, Хӑвӑн ҫавраҫилӳпе шуйхантар; 17. эй Ҫӳлхуҫа, вӗсен питне намӑспа хупла, вӗсем Санӑн ятна шыраччӑр!
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Египет ҫыннисем вӗсене хӑвала пуҫланӑ, фараонӑн учӗсем, ҫар ураписем, юланутҫисем вӗсем хыҫҫӑн тинӗс варрине кӗрсе кайнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарса ярӑп та, вӑл вӗсем хыҫҫӑн хӑвала пуҫлӗ, вара фараонпа унӑн мӗнпур ҫарӗ ҫинче Хамӑн мухтавлӑхӑма кӑтартӑп; ун чухне вара Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тенӗ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.