Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑннипе (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, ахӑртнех, хӑй ҫав ӗҫкӗ-ҫикӗсене хутшӑннипе мухтанать пулас, леш паллакан купцапа пӗррехинче Кунавинӑра ӳсӗр чухне мӗн йышши мыскара туса хунине савӑнса та пӑшӑлтатса каларӗ (кун ҫинчен сасӑпа калама аван та мар), вара приказчик пӗтӗм вакуна янратса ахӑлтатса ячӗ, старик хӑй те икӗ сар шӑлне кӑтартса кулчӗ.

Он, видимо, гордился своим участием в них и с видимой радостью рассказывал, как они вместе с этим самым знакомым сделали раз пьяные в Кунавине такую штуку, что ее надо было рассказать шепотом и что приказчик захохотал на весь вагон, а старик тоже засмеялся, оскалив два желтые зуба.

I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Декабрӗн 4-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче ЧР пуҫлӑхӗ М.Игнатьев хутшӑннипе конкурсантсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Никитинсен ҫемйи – «Ҫемье ҫулталӑкӗ-2019» конкурса хутшӑннӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3614-nikitin ... -khutsh-nn

Ахальтен мар Ҫар академийӗн ҫак ӑста профессорӗ ҫыравҫӑн пилӗк ҫул каярах район тата ҫывӑхри ял поселенийӗсен пуҫлӑхӗсем, шкул директорӗсем, культура работникӗсемпе библиотекарьсем, писательсемпе спортсменсем, тӑванӗсем хутшӑннипе ирттернӗ 90 ҫулхи чаплӑ юбилейне тӗп хуларан килсе кайма ӳркенменччӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

«Интеграл» технопарк хутшӑннипе республикӑра унччентерех пурте лайӑх пӗлнӗ ҫамрӑк техниксен станцийӗ евӗр ҫамрӑксен наукӑпа техника пултарулӑх центрӗсем йӗркеленеҫҫӗ.

При участии Технопарка «Интеграл» в республике создаются центры научно-технического творчества молодежи, хорошо известные многим как станции юных техников.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Шупашкар гарнизонӗн пӗрлештернӗ полкӗ хутшӑннипе иртекен парад концепцине ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, эрне кун районти комисси членӗсем ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Ю. Д. Петров йӗркелесе пынипе тата хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе агрономӗсем хутшӑннипе акнӑ-лартнӑ культурӑсем уйсенче епле шӑтса тухнине пахаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

Тӗп Комитет пӗр ҫулхине трактор завочӗ тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа Шупашкарта канашлу ирттернӗ /вӑл Совет Союзӗн е РСФСРӑн 2-3 министерствин представителӗсем хутшӑннипе кашни кварталтах пулнӑ/.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пакунлӑ ӗҫченсем хутшӑннипе иртнӗ виҫҫӗмӗш ларура районти чиновниксем тӗлӗшӗпе юлашки вӑхӑтра пуҫарнӑ уголовнӑй ӗҫсем пирки аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫак ҫулсенче Алена Игоревна хутшӑннипе 59 законпроект йышӑннӑ, вӗсенчен 14-шӗ вӗрентӳ сферипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Тӗрӗссипе вара «Илемпи» дуэт 2013 ҫулта Анатолий Никитин паллӑ композитор, юрӑҫ хутшӑннипе кастинг иртнӗ хыҫҫӑн йӗркеленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Вӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх — клиника-диагностика тата сиплев мероприятийӗсем Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн министерствин тӗп специалисчӗсем хутшӑннипе туллин иртеҫҫӗ.

По их утверждению - клиническая диагностика и лечебные процедуры проводятся в полном объеме с участием главных специалистов Министерства здравоохранения Чувашии.

Вар-хырӑм пӑсӑлнӑран... // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ун чухнех вӗсем хутшӑннипе пирвайхи судсем иртнӗ.

Тогда при их помощи проходили первые суды.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шупашкарти шутлав участокӗсене пынисем концерт курнипе, тӗрлӗ ӑмӑрту-конкурса хутшӑннипе пӗрлех кану паркне, музея, ташӑ каҫне е каток ҫине кайма йыхрав билечӗллӗ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Артекран» таврӑннӑранпа Стас Михопаркин шкул пурнӑҫне хутшӑннипе пӗрлех кадет класӗпе Ҫӗнтерӳ кунӗнчи парада та хутшӑнма ӗлкӗрчӗ, салтак ҫулне ҫитмен ҫамрӑксен республикӑри Спартакиадине те хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Банк хутшӑннипе республикӑра пурнӑҫлакан сумлӑ инвестици проекчӗсем те пур.

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вице-спикер пуҫарӑвӗпе тата вӑл хутшӑннипе республика пурнӑҫӗшӗн питех те пӗлтерӗшлӗ, тӗрлӗ сферӑна пырса тивекен вун-вун саккун хатӗрлесе йышӑннӑ: «Чӑваш Республикинчи общество тӗрӗслевӗ ҫинчен» саккунран пуҫласа ЧР Конституцине кӗртнӗ улшӑнусем таранах.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ю.Зорин ертсе пынипе тата хӑй те хастар хутшӑннипе Куславкка районӗн энциклопедине кун ҫути кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗ Дмитрий Анатольевич Медведев хутшӑннипе «Хӗвел» заводра хӗвел модулӗсем туса кӑларакан ҫӗршыври пӗрремӗш производствӑна хута янӑ.

С участием Председателя Правительства Российской Федерации Дмитрия Анатольевича Медведева запущено первое в стране производство солнечных модулей на заводе «Хӗвел».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Енӗн «тӗп тухтӑрӗ» Алла Самойлова «Земство тухтӑрӗ» программӑна халь хула йышши поселоксем те /Вӑрнар, Вӑрмар, Кӳкеҫ.../ хутшӑннипе, асӑннӑ программӑпа укҫа илме пултаракансен ҫулне 50 ҫул таран ӳстернипе укҫа хушӑннине сӑлтавларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Конференцире Раҫҫей, Чӑваш Ен туроператорӗсем, санаторисемпе кану базисен, пансионатсен представителӗсем хутшӑннипе ӗҫлӗ калаҫу-курав иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех