Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ҫапах та халлӗхе ҫеҫенхирте пурнӑҫ чӗрӗлсе хускални сахал палӑрать-ха, сӑвӑрсемпе тыркассем хӑйсен хӗллехи ыйхинчен вӑранса тухайман; тискер кайӑксем вӑрмансене, ҫырма-ҫатрасене тарса пытаннӑ, сайра-хутран кӑна кивӗ хытхурасем хушшинче хирти шӑши йӑпӑртатса чупса иртет е чӗпӗ кӑларма мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн уйрӑлса кайнӑ хир чӑххисем кӗрхи калча ҫинелле вӗҫсе анаҫҫӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ольга чӗнмерӗ, анчах каллех темле канӑҫсӑррӑн хускалса илчӗ, тӗттӗмре вӑл хускални курӑнмарӗ, пурҫӑн платье чӑштӑртатни ҫеҫ илтӗнчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ун ҫине чылаях ҫӑмӑллӑн пӑхать: Агафья Матвеевнӑн чавсисем пӗрмай хускални, куҫӗсем пур япалана та тинкерсе сӑнани, вӑл пӗрмай кухньӑран кладовӑйне, унтан нӳхрепе ҫӳрени, вӑл килтипе хуҫалӑхри мӗнпур ӗҫӗн майӗсене те пӗлсе тӑни — Обломовшӑн пулсан, океан пек вӗҫӗ-хӗррисӗр те лӑпкӑ пурнӑҫӑн идеалӗ кӑна; ҫакӑн пек пурнӑҫа вӑл ача чухнех, ашшӗ килӗнче чух, нихҫан та манми астуса юлнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурнӑҫӑн хаваслӑ, васкавлӑ чӗрӗлӗвӗ хускални сисӗнет пур ҫӗрте те.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
22. Вырӑнсӑр хаярлӑха тӳрре кӑларма ҫук: ҫилӗ-хаяр хускални — этем пӑсӑлни.22. Не может быть оправдан несправедливый гнев, ибо самое движение гнева есть падение для человека.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2