Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуралҫӑсем (тĕпĕ: хуралҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать хуралҫӑсем ман хутаҫа тупса хурса эп килессе кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӑйсен япалисене ҫӗтерсе е манса хӑваракан ҫынсем…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1729

Ҫтаппан ҫывӑхри сарай хӳтлӗхне тӑрасшӑнччӗ, хуралҫӑсем курсан тем каласран хӑрарӗ, каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуралҫӑсем ҫав хута ҫурмалла ҫурса илчӗҫ те, стройкӑра асӑрхануллӑ пулмаллине аса илтерсе, ӑна малалла иртме ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Ҫӗрлехи хуралҫӑсем тӗпренех апатланаҫҫӗ иккен», — пӗтӗмлетрӗ Подоприхин.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кайран хуралҫӑсем мана виҫҫӗмӗш хутран илсе анса каллех нушаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

«Манӑн шанчӑклӑ Санчо Пансо», мӑшӑрӑм, хуралҫӑсем патӗнче чупкалать.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Хуралҫӑсем кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шухӑш вӗҫне тухаймарӗ — леш хуралҫӑсем таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ? — хуралҫӑсем тӗлӗнни тӳрех палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ, — терӗ хӗр, хуралҫӑсем ҫине ҫирӗппӗн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Майра патша иртнӗ май Хуралҫӑсем пит нумай, Ҫапах парне тыттарсан Хурал чармасть каҫ пулсан».

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑна унта каясси тем пекех хӑратать: кӑнтӑрла кайсан, тӑшман ҫарӗ кунӗпе поселок витӗр иртет, ҫӗрле — патрульсем, хуралҫӑсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Столовӑйне кухаркӑсем, хуралҫӑсем чупса кӗчӗҫ.

В столовую сбежались кухарки, сторожа.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӗтӗк тапочкисемпех ытти хуралҫӑсем патне ҫӳрӗ ку апӑрша хӗрӗ, ҫын умӗнче аван мар тесе, сӑран шырама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пурне те кашни вак-тӗвек таран — хуҫа арӑмӗпе хӑш хутри хӑш пӳлӗмре ҫывӑрнине те, хаклӑ япалисене ӑҫта упраса усранине те, магазинра ӑҫта мӗн сутнине те, ҫӗрле хуралҫӑсем ӑҫта тӑнине те, хӑш вӑхӑтра улшӑннине те, вӑрттӑн тухса ҫӳремелли вырӑнсене те, алӑксене мӗнле ҫӑрапа питӗрнине те вӑлтса пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна ертсе кайнӑ тутара палланӑран-тӑр, хуралҫӑсем пуҫне чалма ҫыхнӑ княҫа картишне ытлашши тӗпчесе тӑмасӑрах кӗртсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хутран-ситрен вӑл урамра хуралҫӑсем калаҫнине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хапха патӗнчи шалти хуралҫӑсем такам кӑшкӑрашнӑшӑнах чупса пыма кирлӗ мар тесе шутларӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫитменнине тата, хуралҫӑсем ҫӗрӗпе: «Вӑранӑр! Утлӑ ҫар тапӑнса килет! Утлӑ ҫар килет!» — тесе кӑшкӑрса хӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫ пуласпа хуралҫӑсем ял леш енче талккӑшпех тусан йӑсӑрланнине асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех