Шырав
Шырав ĕçĕ:
хуралҫӑсем (тĕпĕ: хуралҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуралҫӑсем тӗлме-тӗл тӑнӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иосия хӑй вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Шафан ҫыруҫӑна — Мешуллам ывӑлӗн Ацалийӑн ывӑлне — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла каласа янӑ: 4. аслӑ священник Хелкия патне кай, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи кӗмӗле, алӑк патӗнче тӑракан хуралҫӑсем халӑхран пуҫтарнӑ кӗмӗле, шута илтӗр, 5. вара ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине паччӑр, лешӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакансене паччӑр, 6. алӑстисене, чул ӑстисене, стена купалакансене тӳлеччӗр, Ҫурта юсама йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянччӑр; 7. хӑйсене панӑ кӗмӗле вӗсем епле тӑкакланине ан ыйтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл вӗсене ҫапла хушнӑ: сирӗн акӑ мӗн тумалла пулать: сирӗнтен, шӑматкун килекеннисенчен, виҫҫӗмӗш пайӗ патша ҫуртне хураллать; 6. тепӗр виҫҫӗмӗш пайӗ — Сур хапхи патӗнче, тата виҫҫӗмӗш пайӗ хапха умӗнчи патша сыхлавҫисен хыҫӗнче пулать: патша ҫуртӗнче те хуралҫӑсем пулччӑр, эсир хатӗр тӑрӑр; 7. сирӗнтен, шӑматкун каяканнисенчен, икӗ пайӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче патшана хураллать; 8. кашнийӗ алла кӑрал тытса патша йӗри-тавра тӑрса тухӑр; кам та кам сирӗн йыша ҫулӑхать — ҫавӑ вилме тивӗҫ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хуралҫӑсем хула енчен килекен ҫынна асӑрханӑ та [ӑна ярса тытса] ҫапла каланӑ: хулана хӑш тӗлтен кӗмеллине кӑтарт пире, вара сана тивмӗпӗр, тенӗ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.