Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Хӑвӑн тӑванна, Иакова, хӗсӗрленӗшӗн сана намӑс хупласа илӗ, унтан сана ӗмӗрлӗхе пӗтерӗҫ.10. За притеснение брата твоего, Иакова, покроет тебя стыд и ты истреблен будешь навсегда.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль ҫылӑхӗ — Авенри тӳпем вырӑнсем — тӗп пулӗҫ; вӗсен чӳк вырӑнӗсем пулнӑ ҫӗрте йӗплӗ курӑкпа ҫумкурӑкӗ ӳссе ларӗ, вара вӗсем тусене: «хупласа илӗр пире» тейӗҫ, сӑртсене: «йӑтӑнса анӑр пирӗн ҫине!» тейӗҫ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сусанна сӑнран питӗ хӳхӗм те хитре пулнӑ, 32. вара ҫав йӗркесӗр ҫынсем, унӑн илемне курса киленес тесе, Сусанна питне хупласа тӑнӑран унӑн питне уҫма хушнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Манӑн Туррӑм Хӑйӗн Ангелне ячӗ те арӑслансен ҫӑварне хупласа хучӗ; вӗсем мана сиен тӑваймарӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ Унӑн умӗнче таса пултӑм; патша, эпӗ сан умӑнта та усал ӗҫ туман, тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: вӑл виле шӑтӑкне ӑсаннӑ кун Эпӗ ӑна асӑнса хӳхлерӗм, унӑн ячӗпе тӗпсӗр шыва хупласа лартрӑм, унӑн ҫырмисене юхма чартӑм, пысӑк шывсене чарса лартрӑм, унӑн ячӗпе Ливана хуйха ӳкертӗм, хирти пур йывӑҫ та уншӑн хурланчӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗтес кун килчӗ, килчӗ пӗтес кун, сана хупласа илчӗ; акӑ ҫитрӗ, 7. ҫӗр ҫинче пурӑнакан, сан патна сехмет ҫитрӗ! вӑхӑт ҫывӑхарать, тусем ҫинче хавассӑн кӑшкӑрасси мар, сехӗрленӳ кунӗ ҫывӑхарса килет.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Халӑхсем эсӗ намӑса юлни ҫинчен илтрӗҫ — пӗтӗм ҫӗре эсӗ кӑшкӑрса йӗни хупласа хучӗ; вӑйли вӑйлипе пырса ҫапӑнчӗ те, иккӗшӗ те пӗтрӗҫ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑншӑн вӗсене суккӑр тунӑ, тахҫан пӗрисем хӑйсене тӳрӗ ҫын алӑкӗ умӗнче сӗмлӗх хупласа илсессӗн, кашнийӗ алӑк шыраса хӑшкӑлнӑ ҫынсем евӗр, вӗсем нимӗн те курман.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. «Мана сӗмлӗх хупласа тӑмӗ-ши, ман таврари ҫутӑ тӗттӗм каҫ пулмӗ-ши?» тейӗп-и, 12. анчах Санран сӗмлӗх те хупӑрлаймӗ, Саншӑн тӗттӗм каҫ та кун пекех ҫутӑ: Саншӑн сӗмлӗх те, ҫутӑ та — пӗр.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗр ҫурӑлса кайнӑ та — Дафана ҫӑтса янӑ, Авирон эшкерне хупласа хунӑ.17. Разверзлась земля, и поглотила Дафана и покрыла скопище Авирона.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсенӗн тӑшманӗсене шыв хупласа хунӑ: вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлман.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн ӗмӗлки тусене хупласа илчӗ, турачӗсем, сарӑлса, Турӑ кедрӗсене хупларӗҫ; 12. турачӗсене вӑл тинӗс хӗрринех, хунавӗсене юханшыв хӗрринех ҫитерчӗ.
Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫӗр ҫине килсе пӑхатӑн та шывшӑн антӑхнӑскерне ӗҫтеретӗн, ӑна иксӗлми тулӑхлӑ тӑватӑн: Турӑ ҫырминче туп-тулли шыв; Эсӗ тырӑ-пулӑ хатӗрлетӗн — Эсӗ ҫӗре ҫапла пахалатрӑн; 11. унӑн суха кассисене шӑваратӑн, муклашкисене вататӑн, ӑна ҫумӑр пӗрчисемпе ислететӗн, унти ӳсентӑрана пиллетӗн; 12. Эсӗ ҫу кунӗсене ырӑлӑх кӳретӗн, Санӑн сукмакусенчен ҫу тумлать, 13. пушӑ кӗтӳлӗхсем ҫине юхса анать, вара сӑртсем савӑклӑх тумне тӑхӑнаҫҫӗ; 14. ӗнтӗ улӑхсен тумӗ те — кӗтӳсем, айлӑмсене тырӑ хупласа илет, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.
Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсен никӗсне шыв хупласа илсессӗн, вӗсене вӑхӑтсӑр пӗтерсе тухнӑ.16. которые преждевременно были истреблены, когда вода разлилась под основание их?
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑншӑн мӑйкӑча ҫакланнӑ та эсӗ, пӗр кӗтмен ҫӗртен сана сехмет ҫапса хуҫнӑ: 11. ҫак сӗмлӗхре эсӗ нимӗн те курмастӑн, сана шывсем хупласа хунӑ.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӗре усал ҫынсенӗн аллине панӑ; ун тӳрисен питне Вӑл хупласа тӑрать — Вӑл мар пулсассӑн, кам пултӑр тата?24. Земля отдана в руки нечестивых; лица судей ее Он закрывает. Если не Он, то кто же?
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мардохей каялла патша хапхи патне таврӑннӑ, Аман вара пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа, пуҫне хупласа, килне васканӑ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл вара чурисене виле шӑтӑкне каялла хупласа хума хушнӑ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Езекия, Сеннахирим Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма шутланине курсассӑн, 3. хӑйӗн ҫулпуҫӗсемпе, ҫар ҫыннисемпе канашланӑ та, вӗсем хула тулашӗнчи ҫӑлкуҫсене хупласа лартма шутланӑ; лешӗсем ку тӗлӗшпе пулӑшнӑ ӑна.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.