Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупласа (тĕпĕ: хупла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ шутлаттӑм: «Левене хура ҫӗр ӑнсӑртран, сарӑмсӑррӑн хупласа хурас пулсан, каюрана куҫа-тӑпта ҫӗре чавса юнашар кӗрсе выртатӑп», — теттӗм.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ара, тӑванӑм, — министр Левенрен ӑшшӑн, тарӑхмасӑр тӑрӑхлама пуҫлать, — эсӗ куҫна хупласа ҫӳретӗн-им?

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тин кӑна тытнӑ пулӑ евӗр ҫуталса тӑракан хулҫурӑмлӑ хӗр-упраҫ, аллисемпе куҫӗсене хупласа, ҫари ҫухӑрса ярать, кашкӑртан таракан сурӑхсем пек, ҫӳҫе хӳттине кӗпӗр пухӑнса ларать кукленсе…

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑ хӑлхи, унччен мамӑк чиксе хупласа лартнӑ пек пулса кайнӑскер, янках уҫӑлса каять, чунри тӑвӑну та иртенҫи пулать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Анӑҫ енчен хулана Еоур сӑрчӗсем хупласа тӑраҫҫӗ, тухӑҫ енчен — Парсик сӑрчӗсем.

С запада город ограничен холмами Еоур, а востока — холмами Парсик.

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

Ҫӗрлехи вӑхӑт хӑйӗнне хӑҫан та пулин тӑватех, ыйхӑн асамлӑ утиялӗ кирек кама та хупласа хурать сисмелле мар…

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӗллехи тапхӑрта, юпа уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен ҫул ытларах чухне хупласа хураҫҫӗ.

В зимний период, с октября по май, дорога, как правило, закрыта.

Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80

Планпа килӗшӳллӗн, Гельголанд утравӗ тата унран пӗр километрта вырнаҫнӑ Дюне утрава пӗтӗмӗшле 100 гектар (30 яхӑн футбол уйӗ) ҫӗрпе хупласа ҫыхӑнтарма шутланӑ, унта отельсем, яхтӑсемпе круиз лайнерӗсем валли пристаньсем тумалла пулнӑ, ҫавӑн пекех пляж йӗркелемелле пулнӑ.

В соответствии с планом, остров Гельголанд и расположенный в километре от него остров Дюне предполагалось соединить искусственной насыпью общей площадью 100 гектаров (примерно 30 футбольных полей), на которой должны были появиться отели, пристани для яхт и круизных лайнеров, а также оборудован пляж.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Гамбург бизнесменӗ, Арне Вебер строитель, темиҫе ҫул ӗнтӗ тӗп утравпа Дюне утравӗ хушшинчи шыв пырне ҫӗрпе хупласа хурас шухӑшпа ҫӳрет.

Бизнесмен из Гамбурга, строитель Арне Вебер, уже несколько лет вынашивает идею засыпать пролив между основным островом и островом Дюне.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Франци императорӗ Аслӑ Британие тинӗс енчен хупласа хуни пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн Гельголанд контрабандистсемшӗн таварсене вырӑнтан вырӑна куҫарма усӑ куракан база пек пулса тӑнӑ.

В результате морской блокады Великобритании, объявленной французским императором, Гельголанд стал бойкой перевалочной базой для контрабандистов.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

— Врачсен ҫемьи пысӑк-и? — кулса ярасран ҫӑварне аллипе хупласа ыйтрӗ Валентина.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Миша татах тем калатчӗ пуль, анчах чаплӑ сӑрӑ костюм тӑхӑннӑ тӗреклӗ Ванюк хуллен кӑна ура ҫине тӑчӗ те, Миша ҫӑварне хӑйӗн сарлака аллипе хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

1904 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче наместник валли васкавлӑ депеша ҫитерес тӗллевпе «Кореец» Порт-Артура ҫул тытнӑ, анчах Чемульпона хупласа хунӑ Сотокити Уриу контр-адмиралӑн Япони эскадри ҫула пӳлсе хунӑ.

8 февраля 1904 года «Кореец» был отправлен в Порт-Артур со срочной депешей наместнику, однако японская эскадра контр-адмирала С. Уриу, блокировавшая Чемульпо, преградила ему путь.

Кореец (канонер кимми) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BC%D0%B8)

Сиккимӑн айлӑмӗсемпе тӳрем ҫӗрӗсенчм ҫуртсене ытларах енӗпе бамбукран тунӑ, кизякпа хупласа тухнӑ, ҫакӑ ӑшша лайӑх упрать.

Большинство домов в долинах и равнинных областях Сиккима сделаны из бамбука и обложены кизяком, что обеспечивает сохранение тепла.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

XVIII ӗмӗрти паллӑ скульптор Фальконе I Петр патша памятникне хӑйӑр тултарнӑ михӗсемпе хупласа хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Акӑ хайхи тӗксӗм пӗлӗтсем кӑвак тӳпене хупласа хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Камне килсен курӑн, — аллипе ҫӑварне хупласа, сӗтел ҫине стакансем лартрӗ Хвекла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнпур йӗрсене ҫӗнӗ юр хупласа кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кутна хӗссе лар ӑшӑ пӳртре, — юлашки шӑлӗсем тухса ӳкесрен хӑранӑ пек, хӑрах аллипе ҫӑварне хупласа, ҫырман кӗнекине вула пуҫларӗ Хвекла.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Лартмалли ҫук вӗт, лартмалли ҫук, — сылтӑм аллипе ҫӑварне хупласа, упӑшки умне пырса тӑчӗ Хвекла.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех