Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупласа (тĕпĕ: хупла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Путекки — шӑтӑка хупласа хураканӑн.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӑна пысӑк мӑлатукпа тимӗр каркаса шаккаса янратни хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл унпа пӳрте кӗрекен ҫынна хупласа хума хатӗрленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Эпӗ ӑна кӗнӗ-кӗменех ҫак тӑлӑппа хупласа хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Ҫав вырӑна халӗ тӗтӗм хупласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫулӑм тӑрринче явӑнакан хура тӗтӗм хӗвеле хупласа илет.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗ сылтӑм куҫне хупласа лартнӑ пылчӑка пӳрнипе шӑлса пӑрахрӗ, сухалне тасатса якаткаларӗ, вара, йынӑшса илсе, тин сӑмах хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑт-вӑт ҫӗлӗкпе хупласа хуратӑп теп.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сисчевленнӗ йытӑ пек, пӑлханнипе сӑрлатакан хӑлхисене аллисемпе хупласа шӑнса кайнӑ вырӑн ҫинче ахалех ҫаврӑнкаларӗ вӑл, пуҫне улӑм минтер айне чикрӗ, анчах пурте кӑлӑхах — ыйхӑ пӗр йӗрсӗр вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сирӗн шавлӑ ӗҫ пирки килтӗм, — ҫӑмлӑ пӳрнеллӗ ал лаппипе карӑнакан ҫӑварне хупласа пӗлтерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кампа ҫуратас манӑн, упӑшка вӑрҫӑра вилнӗ пулсан? — хӗрарӑм куҫӗсене аллипе хупласа юри ӗсӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата кампа ҫуратас, — питне тутӑрпа хупласа ӗсӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ещӗк уҫӑлса кайрӗ, унтан ҫӗмӗрӗлнӗ ҫӑмартасем сирпӗнсе тухса кино юратакана хупласа хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйӗнчен маларах трон ҫинче ларнӑ Тиберие вӑл малтан наркӑмӑш панӑ, вилессе кӗтсе илейменнипе минтерпе хупласа вӗлернӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗрӗслевҫӗ сулӑнса кайрӗ, чутах ӳкетчӗ, аллисемпе питне хупласа йытӑ пек айккинелле сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуралса кайнӑ ҫимӗҫе, шӑршӑран сӑмсине хупласа крахмал тума типӗтнӗ, хывӑхпа хутӑштарса пашалу пекки пӗҫернӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунсӑр пуҫне тата ял ҫыннисене пӗр шелсӗр выҫлӑх хупласа илет.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чаршава тачӑрах хупласа Ваҫиле трусикне хывса юнашар хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку эсӗ иккен, санӑн кӑҫаттусем, — чӗтрекен тутисене шаль вӗҫӗпе хупласа лакӑртатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑлӑхтармӑш юр куҫа хупласа пычӗ, пите пӗр шелсӗр йӗплерӗ, ҫил хӑйӗн кичемлентерекен хӑрушӑ кӗввине ӗнӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех