Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑплӑхӑн тата аслатиллӗ ҫумӑрӑн харӑс хуҫаланӑвне ҫав тери татӑклӑн килсе ҫапнӑ тӑвӑллӑ ҫил пӗтерсе хучӗ; вӑл тӳрех курьер пуйӑсӗн хӑвӑртлӑхӗпе куҫрӗ, унӑн ӑнтӑлуллӑ ҫивӗчлӗхӗнче йывӑҫсем вӑтӑр градус кӗтес туса авӑнаҫҫӗ, вӗтӗ хунавсем вара сив чир чухнехилле чӗтреҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Пӗр аршӑнран ытла ӳсме ӗлкӗреймен ҫамрӑк хунавсем хӑйсен ҫинҫе те яка тунисемпе хуралса кайнӑ лутра тункатасене хупӑрласа тӑраҫҫӗ; ҫав тункатасем ҫумне ӑвӑ тӑвакан шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ кӑвак хӗрӗллӗ ҫаврака кӑмпасем ҫыпҫӑнса тулнӑ; вӗсем ҫийӗпе хурӑн ҫырли курӑкӗ хӑйӗн кӗрен тӗслӗ уссийӗсене яваласа ҫыпҫӑнтарнӑ; ҫавӑнтах кӑмпасем хӑйсен ҫемьисемпе пӗтӗҫсе ларса тухнӑ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Ӑҫта килнӗ унта ҫамрӑк хунавсем палӑрма пуҫларӗҫ.
XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫав лайӑх мучисем хушшинче эпир, вӗсем тӑванла пулӑшса пынипе тӗрлӗ ҫил-тӑвӑлпа асар-писер ҫанталӑкран хӳтӗленсе, ӗмӗрхи ват вӑрманти вӗтӗркке ҫамрӑк хунавсем пек ӳсрӗмӗр.
I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Акӑ кунтах та пур-ха вӗсем, ҫав ӑнман хунавсем.
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Нимӗҫсем хӗрӗх пӗрремӗш ҫулта шоссе ҫумӗнче касса пӗтернӗ вӑрман вырӑнӗнче тункатасенчен ҫӑра хунавсем сарӑлса кайнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫуннӑ е каснӑ вӑрман тӑтӑшах тӗл пулма пуҫларӗ, унта кӑнтӑрти ҫӑра та йӗплӗ хунавсем ӳссе ларнӑ.Чаще попадался горелый и вырубленный лес, заросший цепким южным подлеском.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсем — йывӑҫ вуллипе туратсем ҫинче йӗркеленнӗ ятарлӑ хунавсем.Это специальные отростки, которые образуются на стволе и ветках деревьев.
Капмар баньян — пӗртен-пӗр йывӑҫран тӑракан 1,5 гектар лаптӑк вӑрман // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5566.html
Акӑ вӑрӑсем ӑшӑнаҫҫӗ, шӑтса тухса ҫӗре тымар яраҫҫӗ, кивӗ тымарсенчен хунавсем каяҫҫӗ, йывӑҫсем, курӑксем ӳсе пуҫлаҫҫӗ.
Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Эпӗ малтан ҫав хунавсем ватӑ тирек сӗткенне туртаҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшлаттӑм, анчах вӑл апла пулман иккен.Я думал, что отростки вытягивают сок из старого тополя, а вышло наоборот.
Ватӑ тирек // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫак ҫамрӑк хунавсем пурте унран ӳссе, унӑн сӗткенне туртаҫҫӗ пулӗ, хӑйне ӳсме те памаҫҫӗ пулӗ, тесе шухӑшларӑм.Потому что я думал: все эти молодые деревья от него идут и из него тянут сок.
Ватӑ тирек // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫул ҫинче вӗсем чӑнкӑ ҫырансем ҫине те, ҫамрӑк хунавсем хӑватлӑн ешерсе ӳсекен вӑрман уҫҫисем ҫине те, халь кӑна вӑрман каснӑ ҫӗрте пралук картасем пек сапаланса выртакан ҫатракасем ҫине те пыра-пыра кӗчӗҫ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Йӑви ҫӗр ҫумӗнче тенӗ пекех, хунавсем хушшинче ҫакӑнса тӑрать.Гнездышко висело низко над землей, в углублении между молодыми побегами.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Хула йӗри-тавра ялсем ларса тухнӑ пекех, пысӑк вӑрмансем тавра та вӗтӗ хунавсем ӗрчеҫҫӗ.Подобно тому как большие города окружают мелкие поселки, так непроходимые леса окружала поросль.
III. Ҫынсемпе вӑрмансем усал ӗҫ тума пӗрлешни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫак йывӑҫ тем пысӑкӑш хулӑм туналлӑскер, ҫӗре туратланса кӗрекен хулӑм тымарӗсемпе ҫеҫ мар, ҫирӗп хунавсем ярса тӗреклӗн тытӑнса тӑрать.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Артиллеристсен наблюдателӗ вышка ҫинчен пӑхса, ҫамрӑк хунавсем хушшинче вӗлтӗртетсе пыракан виҫӗ пӗчӗкҫеҫ япала асӑрхарӗ.Артиллерийский наблюдатель с площадки вышки заметил среди мелкого кустарника три движущиеся точки.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Пӗчӗк хунавсем те ачасемех-и?
Виҫҫӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Эсӗ хунавсем пирки панӑ канаш питӗ вырӑнлӑ пулчӗ.
Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Апла пулин те, ҫуркуннесенче тункатасенчен хӑрма пӗлмен ҫамрӑк хунавсем ашкӑрса тухаҫҫӗ те пӗр-икӗ ҫул майӗпен ӳсеҫҫӗ, унтан каллех Алешка кати ҫу кунӗсенче сарлака туратлӑ ҫутӑ симӗс тум тӑхӑнать, кӗркуннесенче ылтӑн тӗслӗ эрешӗсемпе, ир енне ӳкнӗ тӑм хӗмлентернӗ капӑр юман ҫулҫисен хӗрлӗ ҫулӑмӗпе йӑлкӑшать.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫӑмӑллӑн шӑвать вӑл хунавсем хушшипе.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.