Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хумханать (тĕпĕ: хумхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна Алисӑн ача, унтан тепри ҫуралнине хыпарларӗҫ, Ренгольдсен килӗнче пурнӑҫ лӑпкӑн юхса пынӑ чух вӑл хумханать те савӑнать, ачасем чирлесен е укҫа-тенкӗ йывӑрлӑхне кӗрсе ӳксен кӑмӑлсӑрланать те пӑшӑрханать.

Он узнавал о рождении ее детей, волновался и радовался, когда жизнь текла спокойно в доме Ренгольдов, огорчался и беспокоился, если болели дети или наступали материальные затруднения.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Унӑн пушанса юлнӑ чӗри ӑнланмалла мар тунсӑхпа хумханать.

Его опустошенное сердце волновалось непонятной тоской.

III. Ҫӗнӗ «таркӑн» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Вӑл хытах хумханать — хумханнипе татах вӑйсӑрланчӗ.

Он взволновался и сразу еще более ослабел от волнения.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Вӑл халӗ хумханать, ӑна тунсӑх пусрӗ.

Тревога и грусть овладели ею.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Тен, вӑл кашни операци вӑхӑтӗнчех ҫакнашкал хумханать?

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

«Тинӗс хумханать» (1957);

«Море волнуется» (1957);

Бурнаевский Валентин Григорьевич // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/wiki/%D0%91%D1%83%D1 ... 0%B8%D1%87

Ваня Строков та, радио итлессине организацилес тӗлӗшпе ответлӑ пулма уйӑрнӑскер, Лидӑран кая мар хумханать, анчах хӑех ӑна лӑплантарма тӑрӑшать:

Ваня Строков, который был назначен ответственным за организацию радиослушания, волновался не меньше Лиды, но успокаивал ее:

Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ӑҫта та пулин, инҫетре-инҫетре, витӗр курӑнакан янкар тӳпе татӑкӗ ҫинче пӗр-пӗр ҫинҫе турата вӗҫлесе уйрӑм ҫулҫӑ пӗр сиккелемесӗр ҫакӑнса тӑрать, унпа юнашарах, пулӑ тытмалли шуҫ вӑлтана аса илтерсе, тепӗр ҫулҫӑ хумханать; ҫак хумхану ӗнтӗ ҫиле пула мар, хӑй халлӗн пулнӑн туйӑнать.

Где-нибудь далеко-далеко, оканчивая собою тонкую ветку, неподвижно стоит отдельный листок на голубом клочке прозрачного неба, и рядом с ним качается другой, напоминая своим движением игру рыбьего плеса, как будто движение то самовольное и не производится ветром.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Вут йӗри-тавра хӗрлӗн курӑнакан пӗр ҫаврашка ҫутӑ, таврари ҫӗр тӗттӗмӗ хупласа тӑнӑран, халь сӳнес пек чӗтресе, лӑпкӑн хумханать.

около огней дрожало и как будто замирало, упираясь в темноту, круглое красноватое отражение.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Ылханлӑ кимӗ пирӗн урасем айӗнче хуллен хумханать

Проклятый дощаник слабо колыхался под нашими ногами…

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Бак ҫинче ларакан матроссенчен те пӗри шуралса кайнӑ, хӑй хумханать.

Один из матросов, сидевших на баке, был тоже бледен и расстроен.

XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Красноармеец юлташсем! — хыттӑн калаҫать комиссар, хӑй хумханать пулас — аллинчи тетрадьне труба пек туса чӗркенӗ.

— Товарищи красноармейцы! — громко говорил комиссар, в волнении сжимая в руке свёрнутую трубкой ученическую тетрадь.

Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ҫак самантра вӑл нимӗнрен ытларах пирӗн засада вӑхӑт ҫитмесӗрех ҫапӑҫӑва хутшӑнса, хӑй хӑш вырӑнта тӑнине тӑшмана палӑртман-ши? тесе пӑшӑрханса хумханать.

Очень волновался, не обнаружила ли себя раньше времени наша засада.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпӗ иккӗмӗш класа куҫнипе куҫманнине каласа параҫҫӗ, — хумханать Маруся.

Сегодня скажут, во втором я классе или нет, — волнуется Маруся.

Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Фабрикӑн тӑсӑлчӑк стени хӗрринче — марсиансен нумай пинлӗ ушкӑнӗ; пӑтратнӑ кӑткӑ тӗмӗ евӗр хумханать, хавха.

У длинной, фабричной стены волновалась, точно потревоженный муравейник, многотысячная толпа марсиан.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Мана кунта хирӗҫлеме хӑтланаҫҫӗ текен сас-хураран хумханать хула паян.

— Город возбуждён слухом о том, что сегодня мне здесь намерены противоречить.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось кӗнекене хупрӗ те куҫӗсене аллипе хупларӗ, кӗнеке сентрисенчен тӗревленсе чылайччен тӑчӗ; вӑл ҫав тери хумханать, пуҫӗ анкӑ-минкӗленнӗпе пӗрех; халӗччен курман асамлӑ пулӑм — юрлакан кӗнеке.

Лось закрыл книгу, прикрыл глаза рукой и долго стоял, прислонившись к книжным полкам, взволнованный и одурманенный никогда ещё не испытанным очарованием: — поющая книга.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӑй хумханать.

Он был возбужден.

35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хӑй питӗ тимлесе итлет, йӗри-тавра тинкерсе пӑхать, хумханать, шикленет.

Он напрягал зрение и слух, весь превратившись в глаза и уши, он был встревожен и озабочен, он — боялся.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Лаптӑкӗ шывпа якалнӑ тикӗс чулсемпе витӗннӗ, халь тинӗс ун ҫумӗнче ачашлӑн ҫеҫ чӑштӑртатса хумханать.

Покрытой ровными, обточенными прибоем камнями, о которые теперь с тихим шелестом ласково плескалось море.

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех