Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫав кунсенче, вӗренекенсем йышлӑлансассӑн, эллинсем хушшинчи еврейсем Иудейӑри еврейсене ӳпкелеме пуҫланӑ: куллен-кун мӗн кирлине валеҫнӗ чухне пирӗн тӑлӑх арӑмсене хисепе хумаҫҫӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗҫен кайӑксем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, кӗлете те пухса хумаҫҫӗ; вӗсене сирӗн Ҫӳлти Аҫӑр тӑрантарать.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ Санран ҫӳлти ҫинчен мар, хамӑр патӑмӑрта куллен пулса иртекенни ҫинчен ҫеҫ ыйтасшӑнччӗ: мӗншӗн-ха Израиль суя тӗнлисен мӑшкӑлӗ пулса пурӑнать? мӗншӗн-ха Эсӗ юратнӑ халӑха ҫылӑхлӑ ӑрусене панӑ? мӗншӗн аттемӗрсен саккунне нимӗн вырӑнне те хумаҫҫӗ? мӗншӗн-ха унччен ҫырса хунӑ халалсене халӗ пӑрахӑҫа кӑларнӑ?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫитменнине, халдейсем хӑйсем те вӗсене хисепе хумаҫҫӗ, урамра чӗлхесӗре тӗл пулсассӑн, ӑна Бел патне илсе пыраҫҫӗ те туякана хистенӗ пек хистеҫҫӗ, калаҫман ҫынна калаҫакан тума ыйтаҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем хӑлхине кастарман та — итлеме пултараймаҫҫӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, вӗсемшӗн кӑмӑллӑ мар вӑл.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ вара ҫапла каларӑм: ӑслӑлӑх — вӑйран лайӑхрах, ҫапах та чухӑн ҫыннӑн ӑслӑлӑхне вырӑна хумаҫҫӗ, унӑн сӑмахне итлемеҫҫӗ.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
141. Эпӗ пӗчӗк ҫын, мана хисепе те хумаҫҫӗ, ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесене манмастӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене, Унӑн алли пултарнине вырӑна хумаҫҫӗ, ҫавӑншӑн Вӑл вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкӗ, текех ҫӗклентермӗ.
Пс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.