Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хумалла (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«2012 ҫултах ӗҫе пуҫӑннисен тепӗр ҫулталӑк ҫурӑ вӑй хумалла. Ҫак срок вӗҫленсен вӗсем те районта юлмастпӑр теҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе Шупашкарта хваттер туяннӑ пулас», — пӑшӑрханса каларӗ В.Кузьмин.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чи малтанах пахалӑхлӑ апат ытларах янтӑламалла, ӑратлӑха лайӑхлатса пымалла, паниҫкесене тулӑх рационпа тӑрантармалла тата витесенче тивӗҫлӗ микроклимат туса хумалла.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Халӗ ял ҫыннин вӗсене апатлантарассипе тата ҫум курӑкран сыхлас тӗллевпе гербицидсем сапассипе вӑй хумалла.

Куҫарса пулӑш

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль...» тесе лармалла мар, тӑван район илемлӗ те тирпейлӗ пултӑрччӗ тесе пурин те вӑй хумалла.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Кӗле сивӗннӗ хыҫҫӑн кӑмрӑклӑрах пулсан алламалла та упрама хумалла.

Куҫарса пулӑш

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

50 грамм ылтӑн хунав тунине вӗтетмелле, кӗленче савӑта хумалла та 750 грамм эрех ярса тӗттӗме лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Вӗсем ҫине ҫурмалла каснӑ сливӑсем хумалла, унтан – панулми касӑкӗсем, ҫиеле каллех персик.

На них слой половинки сливы положить - дольки яблок, с верху вновь персики.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Тымарне пӑрахмалла мар, татах усӑ курма холодильнике хумалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Эмальленӗ кастрюле 1 стакан тымар хумалла, 3 литр шыв ямалла, 1-2 минут вӗретмелле.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

– Ҫӑпана хӑвӑртрах «ҫитӗнтерме» фасоль ҫӑнӑхӗпе (кофемолкӑпа авӑртма пулать) пылран (1:1) чуста ҫӑрса ун ҫине хумалла; – ҫӑпан тымарӗ шала кайнӑ пулсан кӗленче бутылкӑна вӗри шыв ямалла, кӗленче ӑшӑнсан шыва тӑкмалла та савӑта ҫӑпан ҫине «ӳпӗнтермелле».

- "Победить" фурункул поможет приготовленное из муки фасоли (можно размалывать в кофемолке) и из мёда (1:1) тесто, замести тесто и положить на него; - если корни фурункула зашли глубоко, то стеклянную бутылку опустить в горячую воду, как только нагреется бутылка, вылить воду и посуду "опрокинуть" на фурункул.

Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Сурана инфекци лекесрен ҫыхса хумалла.

Чтобы в рану не попадала инфекция, надо наложить повязку.

Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Унтан кӑларса кетчуппа тата майонезпа сӗрмелле, сийӗн-сийӗн туранӑ кӑлпасси, помидор, хӑяр тата кӑмпа хумалла.

Вынув из нее, помазать кетчупом и майонезом, послойно выложить колбасу, помидоры, огурцы и грибы.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Чуста хӑпарса ҫитсен ӑна йӗтӗрлесе ҫу сӗрнӗ ҫатма (противень) ҫине хумалла, 10 минутлӑха духовкӑна лартса илмелле.

Готовое тесто раскатать, выложить на промазанное маслом сковороду (противень), ставить в духовку на 10 минут.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

– Мӑшӑр пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлетӗр тесен нумай вӑй хумалла, вӑхӑчӗ те сахал мар кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

«Учитель-и, доярка-и, кирек мӗнле ӗҫре те вӑй хумалла, эпир мар тӑк халӑха сӗтпе кам тивӗҫтерӗ? Эсир чунтан юратакан печенире те сӗт пур-ҫке», – хӑть хӑш профессие те хисеплемеллине палӑртса татса хурать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Типӗ ҫатма ҫине каснӑ енӗпе хумалла, хупӑлчапа витмелле, 10 минута вӑйсӑр ҫулӑм ҫине лартмалла.

Положить на сухую сковородку надраенной стороной, закрыть крышкой, на десять минут поставить на медленный огонь.

Чӗрри кӑна мар // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Мӑкӑльсем ҫине хӑмла ҫырлипе ҫулҫин шӗвекӗпе примочка хумалла.

Куҫарса пулӑш

Пухса типӗтетпӗр // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Мӗн тума юрамасть-ха? Ҫӗлен сӑхнӑ алӑ е ура ҫине жгут хумалла мар, ҫак меслет наркӑмӑша организмра сарӑлма чараймасть, лару-тӑрӑва вара кӑткӑслатма пултарать.

Что нельзя делать? Наложить жгут на раненую руку или на ноги, это способ не может остановить распространению яда по всему организму, а лишь может усложнить состояние.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Суран ҫине стерильлӗ ҫыхӑ хумалла.

На рану положить стерильную повязку.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Наркӑмӑш пӗтӗм организмӗпе сарӑласран сиенленнӗ урине е аллине ҫӳлерех хумалла.

Чтобы яд не распространился по всему организму, необходимо раненую ногу или руку положить выше.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех