Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑрман (тĕпĕ: хуйхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яш-кӗрӗм хуйхӑрман.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав таран хыпаланман тата хуйхӑрман тӑк вӑл пуҫтарӑннӑ вӑхӑт хальхинчен чылай кӗскерех пулатчӗ.

Если бы она не так торопилась и горевала, ее сборы отняли бы значительно меньше времени, чем это произошло в действительности.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Степанида инке-ӑрӑм шутланнӑ, анчах упӑшки ҫуккишӗн хуйхӑрман пулас.

Степанида считалась вдовою, но о вдовстве своем, кажется, не печалилась.

II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Пӗтӗм ҫурчӗпе уласа йӗреҫҫӗ вӗсем: калӑн ҫав, юратнӑ йӑмӑкне ытла хӗрхенеҫҫӗ тесе; йӑмӑкӗ вара хуйхӑрман пек ҫӳрет, йӗмест те, ахлатмасть те, курман-илтмен инҫе ҫула тухса кайма хатӗрленет.

Подняли плач по всему дому: вишь, больно им жалко меньшой сестры, любимой; а меньшая сестра и виду печального не кажет, не плачет, не охает и в дальний путь неведомый собирается.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Вӑл йӗмен те, хуйхӑрман та, ҫавӑн пекех, нимӗн ҫинчен те шухӑшламан; салхуллӑн шурса кайнӑскер, вӑл куҫхаршисене шӑмарса, ҫак шӑплӑха, хӑйӗнчи мӗнпур пек туйӑмлӑха тӗртсе кӑларнӑ, чӗрене пушатса хӑварнӑ, пуҫ мимине хӗскӗч пек хӗстерсе илнӗ шӑплӑха тинкерсе итленӗ.

Он не плакал, не тосковал и не думал ни о чем; угрюмый, бледный, нахмурив брови, он сосредоточенно вслушивался в эту тишину, которая вытеснила из него все чувства, опустошила его сердце и, как тисками, сжала мозг.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗр Тӗве кӑна хуйхӑрман — вӑл юр айӗнчен курӑк чавса кӑларса ҫисе пурӑннӑ, самӑрӑлнӑҫем самӑрӑлса пынӑ.

Один верблюд не унывал — доставал из-под снега траву и жирел все больше.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

Чухӑн тарҫӑра ӗҫленӗ, нимӗн те хуйхӑрман: хӑй те тутӑ, лашине те вырнаҫтарнӑ.

Бедняк работал в батраках и не унывал: сам сыт и за коня спокоен.

Витӗр куракан // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 33–39 с.

— Эпӗ, чӑнах та, таврӑнма та хатӗр те, — терӗ ман юлташ, ҫӗр ҫинчи ҫынсенчен чи ҫӑмӑл, ним пирки те хуйхӑрман ҫын, — анчах та эпир унта выҫӑ вилетпӗр вӗт.

— Я бы и готов, право, воротиться, — отвечал товарищ, беззаботнейший из смертных, — да ведь с голоду там умрем.

Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.

Ҫакнашкал ӗҫсемпе хӑтланнӑшӑн пӗчӗк Ибрагима ашшӗ-амӑшӗсенчен пӗрре кӑна мар лекнӗ, анчах вӑт пӗрре те хуйхӑрман, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ вӑйӑсем шутласа кӑларнӑ…

Маленькому Ибрагиму не раз доставалось от родителей за подобные дела, но он не унывал, придумывал все новые и новые затеи…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Луиза ӗнтӗ ытла шутсӑрах хуйхӑрман — унӑн чӗринчи хуйӑха ӗмӗт хӗлхемӗсем ҫутата-ҫутата илнӗ.

Луиза уже не испытывала отчаяния — печаль ее сердца озарялась искрами надежды.

LIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл ҫак нихӑҫан хуйхӑрман, яланах савӑнӑҫлӑ ҫӳрекен, вӗресе тӑракан энергиллӗ, анчах ҫамрӑклах сывлӑхне ҫухатнӑ ҫамрӑк большевика тем пекех юратса пӑрахнӑччӗ.

Он полюбил этого молодого большевика, никогда не унывающего, жизнерадостного, с такой кипучей энергией и так рано потерявшего здоровье.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче тем тӗрлӗ хӑрушӑ япаласем пула-пула иртнӗ: пӗр чирлӗ ҫыншӑн, пӗтӗм ҫемье тӑра-тӑра юлнӑ; ҫывӑх юлташсем парша ҫинелле кайнӑ, пур ҫӗртен те йӗнӗ, уланӑ, ятлаҫнӑ сасӑсем илтӗннӗ, анчах никам та ҫын хуйхӑрни ҫине пӑхса хуйхӑрман.

На глазах у всех происходили страшные сцены, когда из-за больного оставалась целая семья, а товарищи их уходили на баржу; слышались стоны, вопли, ругательства, но никто на них не обращал внимания, никто не отзывался.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Ҫапах та Санькӑн хуйхӑрман самантсем те пулкалаҫҫӗ.

Были, однако, минуты, когда печаль как будто оставляла Саньку.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл нихҫан та хуйхӑрман, ҫӗрри те унӑн асне сайра-хутра ҫеҫ килкеленӗ, вӑл та пулин шӑнкарнӑ чух кӑна (Палан Тӑван, паллах ӗнтӗ, ахаль ҫын пулнӑ, сӑмса тутӑрӗсӗр те аптӑраман).

Но он никогда не унывал и редко вспоминал о перстне, разве только когда нос утирал, потому что человек он был простой и обходился без платков.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

39. Давид патша Авессалома йӗрлес темен: ӗнтӗ вӑл лӑпланнӑ, Амнон вилӗмӗшӗн текех хуйхӑрман.

39. И не стал царь Давид преследовать Авессалома; ибо утешился о смерти Амнона.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех