Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаклаҫҫӗ (тĕпĕ: хакла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сирӗн юбилей — пӗтӗм карап ӑстисен уявӗ. Сирӗн наукӑри пысӑк ӗҫӗре, уйрӑмах карапсем тӑвас ӗҫе хутшӑнса хывнӑ тӳпене, Сирӗн вӗренекенӗрсем тата Тӑван ҫӗршыв пысӑка хурса хаклаҫҫӗ».

«Ваш юбилей — это праздник советского судостроения. За все, что Вы сделали для науки вообще и для судостроения в частности, приносим Вам нашу глубокую признательность учеников».

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Республикӑри «Социс» общество организацийӗн социологӗсем ирттернӗ тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх — Чӑваш Ен гражданӗсем коррупци шайне вӑтам тесе хаклаҫҫӗ.

— По итогам исследования социологами республиканской общественной организации "Социс" — граждане Чувашии коррупцию оценивают на среднем уровне.

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Ытти республикӑра тӑван чӗлхене те, чӗлхеҫӗсене те ытларах хаклаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Унӑн пултарулӑхне чӑвашсем кӑна мар, ытти халӑх ҫыннисем те пысӑка хурса хакланӑ, хаклаҫҫӗ, хаклӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10

Чӑваш Енри тавар туса илекенсен экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан продукцие Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи рыноксенче пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.

Экологически чистая продукция ценится на российском и зарубежных рынках.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Пирӗн предприятисен ҫитӗнӗвӗсене чикӗ леш енчи компанисем пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.

Достижения наших предприятий высоко оцениваются зарубежными компаниями.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Штанаш ял тӑрӑхӗнчен хурав кӗтнӗ май ытти ҫынсенчен те ыйтса пӗлес терӗм: вырӑсла кӑна ҫырнине вӗсем мӗнле хаклаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Ӑна Каҫал тӑрӑхӗнче хисеплеҫҫӗ, хаклаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Регионсен илӗртӳлӗхне 12 критерие тӗпе хурса хаклаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен те - малтисен йышӗнче // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Специалист ҫакна пурнӑҫлама май тупсан, пултарулӑхне самана таппине кура аталантарса пырсан тата чирлӗ ҫынна сыватассишӗн ҫине тӑрсан кӑна ӑна чӑн-чӑн профессионал тесе хаклаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ватӑсем те, ҫамрӑксем те тасалӑха, ырлӑха ытларах хаклаҫҫӗ.

И старые, и молодые предпочитают чистоту, доброту.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Асӑннӑ сыватмӑшӑн специалисчӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне ачасен сывлӑх тӑрӑмӗ вӑтам шая ҫывӑх тесе хаклаҫҫӗ.

Специалисты данной лечебницы оценивают состояние здоровья детей на 20-ое июня ближе к удовлетворительному.

Вар-хырӑм пӑсӑлнӑран... // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫӗршыври библиотека ӗҫ-хӗлне тишкернӗ чухне пирӗн вулавӑшсен ӗҫ опытне пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫынсене вӗсен хитре сӑмахӗсемпе янравлӑ йыхравӗсем тӑрӑх мар, ӗҫ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх хаклаҫҫӗ.

Людей ценят не за красивые речи и громкие призывы, их оценивают по результатам работы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Час-часах пирӗн критиксем произведенисене литературӑн пӗтӗм процесӗсенчен уйӑрса илсе, уйрӑм хаклаҫҫӗ, ӑна пӗтӗм литература аталанӑвӗпе ҫыхӑнтарма пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Ӗҫтешӗсем ӑна пултаруллӑ та анлӑ тавра курӑмлӑ журналист тесе хаклаҫҫӗ.

Коллеги его расценивают как способного журналиста с широким кругозором.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх — республикӑра медиксен ҫамрӑк ӑрӑвне хатӗрлессине тата вӗсене халӑха юрӑхлӑ воспитани парассине тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ҫакна курса ҫитӗннӗ ачисем - Алексей ывӑлӗпе Татьяна тата Марина хӗрӗсем амӑшӗпе ашшӗн сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫне тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ, вӗсенчен тӗслӗх илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Сӑмах май, ҫакна ҫӗршыв шайӗнчи пуҫлӑхсем те тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хӑнасемпе, туянакансемпе пӗрлех унӑн хитре япалисене ҫывӑх ҫыннисем те хаклаҫҫӗ, сӑмахран, мӑшӑрӗ «маттур Ивановна» тет, ывӑлӗсем вара урӑх ҫын ҫыхнӑ япаласене тӑхӑнасшӑн та мар.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех