Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хавхалантарчӗ (тĕпĕ: хавхалантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яков Лукич пырса кӗрсен, Тимофей шӑпӑртах пулчӗ, анчах ашшӗ ӑна: — Ку хамӑр ҫын, Тимоша. Унтан ан хӑра эсӗ, — тесе хавхалантарчӗ.

Яков Лукич вошел, и Тимофей умолк, но отец одобрил его: — Это наш человек, Тимоша. Ты его не пужайся.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Район хаҫачӗн тӗп редакторӗ З.Павлова литература премийӗн лауреачӗсене дипломсемпе, чечек ҫыххисемпе тата укҫа парса хавхалантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Анчах ку Петяна пушшех хавхалантарчӗ.

Но это еще больше раззадорило Петю.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫакӑн пек ӗмӗт ӑна тӳрех салху шухӑшсенчен пӑрса ячӗ, унӑн кӑмӑлне хӑпартрӗ, ытларах тӑрӑшма хавхалантарчӗ.

Это сразу отвлекло его от тусклых мыслей, подняло в нем дух, настроило на деловой лад.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫавӑн пекех вӑл шкул ачисемпе Театр ҫулталӑкне халалланӑ ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ, чи пултаруллисене парнесемпе хавхалантарчӗ.

Точно так же она провела со школьниками мастер-класс посвященный году Театра, самых способных поощрила подарками.

Сӑввисенче ытарайми тӗнче сӑнланнӑ // Н. КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2019/04/05/%d1%81a%d0% ... bd%d0%bda/

Петровсен ҫемье ансамблӗ те куракансене хавхалантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Чи лайӑххисен йышӗнче тупӑшма тивни пушшех те хавхалантарчӗ, вӑй хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пысӑк концерта «Вӑрманти юмах» лагерь тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хӗрлӗ тӳреме халӑх йышлӑ тухни тата та хавхалантарчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Чӑваш халӑхӗн тараватлӑхӗ, ырӑ кӑмӑлӗ хӑнасене пирӗн патра килти пек туйма, атлетсене пысӑк ҫитӗнӳсем тума хавхалантарчӗ пулӗ тетӗп.

Думаю, что гостеприимство чувашского народа, добродушие наверно позволило гостям чувствовать себя как дома, вдохновило атлетов на большие успехи.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗнче республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ район-хулара пурӑнакан пултаруллӑ ҫемьесене, пӗр-пӗр професси тӗлӗшпе ырӑ йӑлана ӑруран ӑрӑва куҫарса пыракансене, Тав ҫырӑвӗ пачӗ, асӑнмалӑх парнепе - алла ҫыхмалли сехетпе - хавхалантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

- Мӗн ҫамрӑкран тытӑнсах хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнса пурнӑҫлакан ертӳҫӗсемпе ӗҫлеме тӳр килни тата вӗсен шанӑҫӗ хавхалантарчӗ, ӗҫе юратса пурнӑҫлама хистесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

«Пирӗн строительсем валли 10 ҫула ӗҫ пур, — залра ларакан ертӳҫӗсене хавхалантарчӗ вӑл. — Хальхи вӑхӑтра территорисенче — 2 пине яхӑн гектар лаптӑк ҫинче — 7 млн тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑн тӑвас тӗлӗшпе 56 проект пурнӑҫланать».

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Заводсем пӗлтӗрхи тухӑҫран кашни килограма 450-500 тенкӗлле туянни хӑмлаҫӑсене кӑштах хавхалантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех