Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хавасланчӗ (тĕпĕ: хаваслан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Журналистпа калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫапах та чунра ҫӑмӑл пулса кайрӗ, хулпуҫҫи ҫинчен тем йывӑр япала татӑлса аннӑнах туйӑнать: кӑмӑл хавасланчӗ, уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Питех кӑмӑллӑ марскер — хӗр пирӗн ҫумран тӗксӗммӗн утса иртрӗ, темӗн шырать, анчах ӑна куҫ кӗски пырса парсан хавасланчӗ те ҫырлахрӗ.

Не очень довольная, она хмуро прошла мимо нас, что-то ища, но когда ей поднесли зеркало, развеселилась и примирилась.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пурте шӑпланчӗҫ, хыҫалтисем кӑна ихӗлтеткелеҫҫӗ, Том вара, кӑштах аптӑранӑскер, ҫавӑнтах хавасланчӗ те мӗн пулса иртнине каласа кӑтартрӗ.

Все умолкли, задние прыскали, а Том, смутясь было, но тотчас развеселясь, рассказал, какая была история.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл ман ҫине пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр, тутине тӑсса пӑхса ларчӗ, кӑштахран хавасланчӗ те каллех уни-куни сӳпӗлтетме тытӑнчӗ.

Некоторое время он молча и надувшись смотрел на меня, потом развеселился и продолжал свою болтовню.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл кӑштах хавасланчӗ.

Он как будто повеселел.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

— Чӑнах! — хавасланчӗ Линза.

— Правда! — повеселел Линза.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Тимӗр шапа утӑмӗпе мар конечно Ваҫли Кантрачӑ та вӗҫтерчӗ ялсоветне, Капитонов та хавасланчӗ алӑ ҫапсах.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

Пегги тин кӑштах хавасланчӗ, анчах ҫак самантран унӑн шухӑшӗсене хура пӑнчӑ кӗрсе вырнаҫрӗ.

Тогда Пегги повеселела, но с этого момента в ее мыслях села черная точка.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Чинчарӑн тунсӑхлӑ куҫӗ те ҫемҫелчӗ, тӑрӑхлавлӑ янахӗ хавасланчӗ; кастарнӑ вӑкӑрла сумлӑ Рениор сапӑрланчӗ, хӑйне юратакан ҫирӗп-сӗлкӗш Эстамп ҫур пуслӑх, анчах ачалла, кулкалать; Битт-Боя пурте юратаҫҫӗ.

Повеселел даже грустный глаз Чинчара, повеселела его ехидная челюсть; размяк солидно-воловий Рениор, и жесткий, самолюбивый Эстамп улыбнулся на грош, но по-детски, Битт-Бой был общим любимцем.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Телегин хамӑр ҫынах иккенни, ӑна хурахсем патне ӗҫпе яни ҫинчен каласа кӑтартмалла-и? — хавасланчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чӑнах та! — хавасланчӗ Валет та.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Матви ӑна-кӑна пуҫ тавра ҫавӑрттаркаларӗ те пӑртак хавасланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Питӗ аван, питӗ аван, — хавасланчӗ тухтӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыттисемпе пӗрле Тамара та хавасланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Мана валли юлташ пулать, — хавасланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Апачӗ тутлӑ пултӑр, Усков господин, — хавасланчӗ Тоня та.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Александр Яковлевича палланӑ хыҫҫӑн, командарм кӑштах хавасланчӗ.

Узнав Александра Яковлевича, командарм немного повеселел.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ҫук, — хавасланчӗ Ленька.

— Нет, — повеселел Ленька.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анчах Василий Григорьевич Митяйкӑна инҫетри разведкӑна илсе кайма килӗшрӗ те — ача каллех хавасланчӗ.

Но Василий Григорьевич пообещал взять Митяйку в дальнюю разведку, и мальчуган снова повеселел.

XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Унӑн пит-куҫӗ, кӑмӑллӑ калаҫни, палламан ҫынсем пирки тӑрӑшни, хыпӑнсах кӑмака чӗртни — ҫаксем пурте этемлӗхӗн ҫав тери ырӑ та таса кӑмӑлне уҫса кӑтартрӗҫ; ҫаксене курса, ывӑннӑ хӗрарӑм та хавасланчӗ.

От его лица, от ласковых слов, от заботливого отношения к незнакомым людям, от того, как старательно раздувал он огонь, веяло такой добротой, таким задушевным человеческим теплом, что и женщина как-то повеселела.

XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех