Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ушкӑн (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пысӑк тата вӑтам автобуссемпе (пӗрремӗш ушкӑн) кашни «шӑтӑка» ярса илмелле пулнӑ, пӗчӗккисене вара (иккӗмӗш ушкӑн) — «комфорт» шайне хӑпартса.

В большие и средние автобусы (первая группа) надо было впускать во все "дырки", а маленькие (вторая группа) - подняв уровень "комфорта".

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Малалла сцена ҫине «Виҫтӳпе ҫӑлтӑрӗсем» ачасен кӑтартуллӑ ташӑ ушкӑнӗ (Пишпӳлек районӗ, Пӑслӑк ялӗ), «Ҫеҫпӗл» чӑваш халӑх ансамблӗ (Чекмагуш районӗ, Юмаш), «Илемпи» ансамбль (Октябрьск хули), «Сувар» чӑваш халӑх ансамблӗ (Мияки районӗ, Ҫӗнӗ Хурамал), «Элем» ушкӑн (Ӗпхӳ хули), «Илем» чӑваш халӑх ансамблӗ (Пелепей хули), Ҫтерлӗри «Мерчен» продюсер центрӗ (Антонпа Марина Ивановсем) тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

11. Анчах ушкӑнӑмӑр йышлӑ, вӑхӑчӗ те хӗллехи вӑхӑт, эпир уҫӑ ҫӗрте тӑма пултараймастпӑр, ӗҫӗ вара пӗр-ик кун хушшинчех тумалли ӗҫ мар, мӗншӗн тесессӗн эпир ку ӗҫре ытла та ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр; 12. ҫавӑнпа та ушкӑн пуҫлӑхӗсене лартса тухмалла, вара пирӗн ялсенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта 13. ҫав ялсен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр — ӗнтӗ ҫак ӗҫе пула хыпса илнӗ Турӑ ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ, тенӗ.

11. Но сонм многочислен и время зимнее, и мы не в силах стоять под открытым небом, а дело это для нас не одного дня и не двух дней, ибо весьма много мы согрешили в этом: 12. посему пусть поставлены будут начальники над сонмом, и все те, которые из селений наших имеют иноплеменных жен, пусть в свое время приходят к ним 13. со старейшинами и судьями каждого места, доколе не отвратится от нас гнев Божий за это дело.

2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ Иудея пуҫлӑхӗсене хӳме ҫине илсе кайрӑм, Турра мухтавласа пымашкӑн икӗ пысӑк ушкӑн йӗркелерӗм, пӗр ушкӑнӗ хӳме тӑрӑх сылтӑмалла, Тислӗк хапхи еннелле, кайрӗ.

31. Тогда я повел начальствующих в Иудее на стену и поставил два больших хора для шествия, и один из них шел по правой стороне стены к Навозным воротам.

Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Каланӑ Самсон: ашак янахӗпе эпӗ — пӗр ушкӑн, икӗ ушкӑн, ашак янахӗпе эпӗ пин ҫынна вӗлертӗм, тенӗ.

16. И сказал Самсон: челюстью ослиною толпу, две толпы, челюстью ослиною убил я тысячу человек.

Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ушкӑн хыҫҫӑн кайса усал ан ту, тавлӑ ӗҫе татса панӑ чухне ушкӑн хыҫҫӑн кайса чӑнлӑхран ан пӑрӑн; 3. ҫынни чухӑн пулнишӗнех ун хутне ан кӗр.

2. Не следуй за большинством на зло, и не решай тяжбы, отступая по большинству от правды; 3. и бедному не потворствуй в тяжбе его.

Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Республикӑн вӑта ҫӗрӗнче тата анӑҫ енче тымар янӑ икӗ ушкӑн уйрӑмах йышлӑ.

Куҫарса пулӑш

Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, ку ушкӑн XVI — XVII ӗмӗрсенче ⎼ чӑвашсем ҫӗн ҫӗрсене йышлӑн куҫа-куҫа кайнипе ⎼ йӗркеленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ку — 7 ача пахчи тата пилӗк тӗп шкулти йӗркеленӗ 9 шкул умӗнхи ушкӑн.

Это — 7 детских садов и 9 дошкольных групп в пяти основных школах.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче А ярӑмра «Сиенӑпа» матч ирттернӗ чухне Астори ушкӑн йышӗнче пӗрремӗш хут выляма тухнӑ.

14 сентября Астори дебютировал в составе команды в матче Серии А с «Сиеной».

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Тепӗр ҫулта Давидене С1-А ярӑмри «Кремонезе» клуб тара илнӗ, унӑн йышӗнче вӑл плей-оффа (унта ку ушкӑн «Читтаделлӑна» выляса янӑ) ҫитнӗ.

На следующий год Давиде был арендован клубом Серии С1-А «Кремонезе», в составе которого дошёл до плей-офф, где его команда уступила «Читтаделле».

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Муркаш муниципалитет округне пӗлтерӗшлӗ асӑннӑ мероприятие ирттерме Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Александр Степанов ертсе пыракан ушкӑн килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем хӑтлӑрах пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... -t-r-shacc

Уява пухӑннисем ушкӑн ертӳҫине Вероника Ивановӑна ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, кулленхи ӗҫре ҫитӗнӳ сунса чӗрӗ чечек ҫыххи парса саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Уяв сценине Мӑкӑрти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑн та илем кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Ушкӑн ертӳҫи Вероника Иванова ялти хисеплӗ ҫынна ял-йышран илемлӗ пысӑк картина тата чӗрӗ чечек парнелерӗ, ӑшӑ сӑмахсем каласа кӑмӑлне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/c%d0%b8%d1 ... %87%d0%b5/

Администраци ҫуртӗнче округ пуҫлӑхӗпе Сергей Михайловпа информаци кунӗнчи тӗп темӑсене сӳт-се явнӑ хыҫҫӑн ушкӑн ертӳҫисем ҫула тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bfe%d0 ... %d0%bda-2/

Юбилярсене ылтӑн туй ячӗпе ҫак ушкӑн юрӑҫисем, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура, библиотека ӗҫченӗсем, йышлӑ тӑванӗсем илемлӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, парнесемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Асӑннӑ ушкӑн тӑрӑшнипе 1931 ҫулхи майӑн 17-мӗшӗнче ирттернӗ пухура ял хуҫалӑх артелӗ тума йышӑну кӑлараҫҫӗ, унӑн уставне ҫирӗплетеҫҫӗ, «Красный Октябрь» ят параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ялти активистсем Давыд Акчурин, унӑн шӑллӗ Корнилий, ял ҫамрӑкӗсем Яков Петров, Герасим Сильвестров, Демьян Михайлов, Акулина Козлова, Семен Смирнов, Тимофей Щетинкин, Егор Чернов, Константин Макаров, Андрей Иванов, Василий Тарасов колхоз йӗркелеме ятарлӑ ушкӑн туса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Тӑкӑрлӑк леш енчен стройпа тепӗр ушкӑн ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех