Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ушкӑн (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫлӗ ушкӑн Ҫӗрпӳ, Канаш, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Красноармейски, Шупашкар округӗсенчи хуҫалӑхсене ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

Беларуҫрен те ӗҫлӗ ушкӑн килсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир кунӗ иртнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%83%d0%b ... %bd%d3%97/

Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат ертсе пынипе «Сас» ушкӑн илемлӗ чӑваш юррисене шӑрантарчӗ, пурин кӑмӑл-туйӑмне те ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Литература пикникӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... knik-irtr/

Енчен те «вӑйлӑ» ҫын «вӑйсӑррине» тапӑнсан «вӑйлине» пӗтӗм ушкӑн хирӗҫ тӑма пултарать - тӗрӗслӗхе эпир ӑшпа туятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Паян пӗр ушкӑн ҫамрӑк — Хӗветли, Ольга, Манехви, Таня, Нина тата райкомолран килнӗ тепӗр хӗр кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Инҫех те мар темиҫе пуслӑх шӑнкӑрчӑ — пӗр ушкӑн — хура ана ҫинчен хура тӗтӗм капламӗ пек вӗҫсе ҫӗкленчӗ те, ҫаврӑнса-пӗтӗрӗнсе, пӗрре чӑмӑртаннӑ май — ҫӑралса, тепре саланнӑ май — шӗвелсе аякра ирӗлсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗве хӳринчен, кӑшт тӑварахран, пӗр ушкӑн кӑвакал, пуҫӗсене лачакана чиксе, апатне кӑмӑллӑн ырласа калаҫа-калаҫа, техӗмлӗн лӑчӑр-лӑчӑр туса анать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тепӗр ушкӑн хӗрарӑм вӑкӑрсемпе кӗлте турттарать.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗр ушкӑн хӗрарӑм сӗлӗ вырать.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ушкӑн хӗр ҫинче Укахви те юрлать…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл, хӑйне курма пырса тулнӑ ушкӑн варринче тӑрса, йывӑррӑн сывларӗ, катӑлса каяслах шӑлӗсене ҫыртрӗ…

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Мӗтри ушкӑн варрине кӗрсе тӑчӗ те, ҫынсем ӑна унтан-кунтан тӗрткелесех урам леш енне каҫарса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

- Мобильлӗ ятарлӑ ушкӑн тӗрӗслеве тухсан пысӑк организацисене, магазинсене асра тытмалли тата сӗнӳсене палӑртнӑ хутсем валеҫет.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Ҫав самантра пӳрте тепӗр ушкӑн ҫын ҫӗмӗрӗлсе кӗчӗ те, вара Кирил Иванч хӑй те шӑпланчӗ, ыттисем те ни апла, ни капла калама ӗлкӗреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ушкӑн умӗнче Турунов такамӑн калама ҫук пысӑк кӗлеткине йӑтса пырать, пуҫне асаплӑн пӑркала-пӑркала, сасси тухнӑ таран кӑшкӑрса калаҫать:

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

19 ушкӑн, кашнийӗнче вара 4-шар ҫын, виҫӗ тапхӑрпа кам малта пулнине палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Сӑмах май, ҫывӑх вӑхӑтра, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, тата тепӗр ушкӑн Шупашкара килӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх хатӗрленӳ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=WZXTszjIfb8

Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ ушкӑн округ центрӗнче Канашская урамри лаптӑка тирпей-илем, хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлекенсемпе те тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Информаци кунне хутшӑнакан ушкӑн Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче футболла вылямалли лаптӑка искусствӑлла курӑкпа витес ӗҫ мӗнле пынипе те паллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

РФ Социаллӑ фончӗн пирӗн округра ушкӑн правипе ӗҫлекен клиент службин ертӳҫи Н.В. Юманова пенси ыйтӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех