Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑмран (тĕпĕ: утӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хушшӑмӑрсем виҫӗ утӑмран ытла марччӗ, костылӗмсемпе ӑна тӳрех пуҫӗнчен яра панӑ пулсан минрететтӗмччӗ ӑна эпӗ.

Между нами было не больше трёх шагов, и, если удачно бросить костыль, возможно, я мог бы оглушить его.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иксӗмӗртен кашниех ҫав площадкӑн чи хӗррине пырса тӑрӗ; чи ҫӑмӑл суран та вилӗмлӗ пулать вара: ку сирӗн шухӑшӑрпа килӗшет пулмалла, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑрах ултӑ утӑмран пемелле тӑвасшӑн пултӑр.

Каждый из нас станет на самом краю площадки; таким образом, даже легкая рана будет смертельна: это должно быть согласно с вашим желанием, потому что вы сами назначили шесть шагов.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ултӑ утӑмран тивертеймесӗр пеме йывӑр.

Впрочем, на шести шагах промахнуться трудно.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пирӗн калаҫусем самаях вӑрӑма пычӗҫ; юлашкинчен вара эпир ӗҫе ҫапла тума шутларӑмӑр: кунтан пӗр пилӗк ҫухрӑмра улах ту хушши пур; вӗсем унта ыран ирпе тӑватӑ сехетре каяҫҫӗ, эпир вӗсем хыҫҫӑн ҫур сехет кайран тухатпӑр; ултӑ утӑмран перетӗр — Грушницкий хӑй ҫапла тума ыйтрӗ.

Переговоры наши продолжались довольно долго; наконец мы решили дело вот как: верстах в пяти отсюда есть глухое ущелье; они туда поедут завтра в четыре часа утра, а мы выедем полчаса после них; стреляться будете на шести шагах — этого требовал Грушницкий.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ сире халех каласа паратӑп, Печорин хӑраса ӳкет — ултӑ утӑмран тӑратӑп вӗсене, тепӗр тесен, килӗшетӗр-и эсир?

Уж я вам отвечаю, что Печорин струсит — на шести шагах их поставлю, черт возьми, согласны ли, господа?

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— О, апла пулсан, — терӗм эпӗ, — заклад хурсах та тавлашма пулать: эсӗр халӗ карта ҫирӗм утӑмран та тивертес ҫук, мӗншӗн тесен пистолетран кулленех пемелле.

— О, — заметил я, — в таком случае бьюсь об заклад, что ваше сиятельство не попадете в карту и в двадцати шагах: пистолет требует ежедневного упражнения.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Эсӗ, тусӑм, вӑтӑр утӑмран карта тивертейӗн-и? — терӗ вӑл упӑшкине.

— А ты, мой друг, попадешь ли в карту на тридцати шагах?

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Вӑтӑр утӑмран карта тивертетӗп.

— В тридцати шагах промаху в карту не дам.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Тӑват-пилӗк утӑмран вӗсем ҫӑлкуҫӗ патне пырса тухрӗҫ, Том вара хӑйӗн пӗтӗм ҫанҫурӑмӗ сӑрӑлтатса кайнине туйса илчӗ.

Несколько шагов — и они были у источника, Том почувствовал, как его с ног до головы охватила дрожь.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ҫакна та астуса илчӗ: ҫӑл патне ҫитме ҫӗр аллӑ утӑмран ытла мар, ҫапах Джим нихҫан та пӗр-ик сехет иртмесӗр шыв йӑтса таврӑнни пулман, кунсӑр пуҫне, ялан тенӗ пекех, ӑна камӑн та пулсан кайса чӗнме тивнӗ.

И еще он припомнил, что, хотя колодец был от них всего шагов за полтораста, Джим никогда не возвращался домой раньше чем через час, да и то приходилось кого-нибудь посылать за ним.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапах та шалти асӑрханулӑх туйӑмӗ ӑна ҫак хӑрушӑ утӑмран тытса чарчӗ.

Все же внутренняя настороженность, чутье остановило ее от этого ужасного шага.

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Эпӗ хӑйсене телейлӗ туякан ҫак ҫынсен ушкӑнӗнчен пӗр ҫирӗм-вӑтӑр утӑмран иртсе пыраттӑм.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех