Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑма (тĕпĕ: утӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е пур пек яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ та ҫемьеленсе тымар яма васкамасть: яланхи ӗҫ вырӑнӗсӗр кунашкал яваплӑ утӑма тума тӑхтать.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пуҫланӑ утӑма вӗҫне ҫити пӗрле — юратса, хисеплесе, пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗпе хавхаланса — тумалла пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

6. Ман сӑмахӑмсене куллен тӳнтерлетсе калаҫҫӗ; мана усал тӑвасшӑн анчах шухӑшлаҫҫӗ: 7. манӑн чунӑма пӗтересшӗн пуҫтарӑнаҫҫӗ, пытанса лараҫҫӗ, манӑн кашни утӑма сӑнаҫҫӗ.

6. Всякий день извращают слова мои; все помышления их обо мне - на зло: 7. собираются, притаиваются, наблюдают за моими пятами, чтобы уловить душу мою.

Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ҫав хута эпӗ хулпуҫҫи ҫине хурса ҫӳрӗттӗм, ӑна пуҫкӑшӑль вырӑнне тӑхӑнӑттӑм; 37. Турра кашни утӑма пӗлтерсе тӑрӑттӑм, Ун патне пуҫлӑх пек ҫывӑхарӑттӑм.

36. Я носил бы ее на плечах моих и возлагал бы ее, как венец; 37. объявил бы ему число шагов моих, сблизился бы с ним, как с князем.

Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Эсӗ чӗнӗттӗн те, эпӗ Сана хурав панӑ пулӑттӑм, Эсӗ вара Хӑвӑн аллу пултарнӑскере кӑмӑл курӑттӑн: 16. халӗ Эсӗ манӑн утӑма шутласа тӑратӑн, ун чухне ҫылӑхӑмсене сыхлама пӑрахӑттӑн; 17. манӑн ҫылӑхсене хутаҫа чиксе ҫиеле пичет хунӑ пулӑттӑн, манӑн айӑпа Эсӗ ҫапла хупнӑ пулӑттӑн.

15. Воззвал бы Ты, и я дал бы Тебе ответ, и Ты явил бы благоволение творению рук Твоих; 16. ибо тогда Ты исчислял бы шаги мои и не подстерегал бы греха моего; 17. в свитке было бы запечатано беззаконие мое, и Ты закрыл бы вину мою.

Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Апла вӗсене ку утӑма тумашкӑн мӗн чӑрмантарать?

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫак утӑма тума ӑна ял хуҫалӑх предприятийӗнче практикӑра пулни те хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех