Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урса (тĕпĕ: ур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ытла та урса кайрӗҫ».

— Взбесились как собаки!

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ урса кайрам, ҫут тӗнчене курми пултӑм.

Я ушам своим не поверила, свет вольный перед глазами помутился.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйне хӑй урса каяс пекех астарса ҫитернӗ Паҫа ҫак самантра Савтепи куҫне йӗкепе чиксе шӑтарма та, ун ури умне ӳксе унтан пулӑшу ыйтма та хатӗр.

Эта красота и околдовывает, и бесит Пазю; она готова, кажется, выколоть веретеном глаза счастливице, в то же время не прочь пасть ей в ноги и молить, молить о помощи.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл урса кайса сиксе тӑрсан мӗн пулассине пӗр пӳлӗхҫӗ кӑна пӗлме пултарать.

Когда же он, разъярившись, вскочит, тут уж одному пюлеху известно, что сотворится на земле.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Салхуллӑ кун Ишутӑн пулчӗ, Ҫӳрерӗ кашкӑр пек урса.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫӑн ӑшӗнче кашларӗ Ҫил-тӑвӑл кашкӑр пек урса

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ятман ку хушӑра куҫне хупрӗ те асар-писеррӗн урса тӑракан вӑрҫӑ хирне, хӑй пулнӑ юлашки ҫапӑҫӑва аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑйлӑ хӗсет нимӗҫ, урса кайсах тапӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак ҫулсенче йӑлт урса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем те каласа хӑртса тӑкрӗ вӑл, зиндик тесе намӑслантарса пӗтерчӗ, урса кайнӑскер, темиҫе хутчен питрен пыра-пыра сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урса кайнӑ вут юнашарах алхасрӗ ӗнтӗ, вите тӑрри лӑштӑр-р ишӗлсе анчӗ, тӗтӗмпе чыхӑнма пуҫланӑ мӑрса вара ҫунакан вӗрлӗксем урлӑ сике-сике каҫса урамалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫта Нухрат? — урса кайса хӑй мӗн тунине пӗлмесӗр Урасмета саламатпа ҫунтарма пикенчӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимӗрҫӗ хӑйӗн тусӗсем пирки кун пек ҫӑмӑллӑн калаҫса татӑлассине кӗтменччӗ, вӑл Тукай мӑрса таркӑнсем ҫинчен илтсенех урса кайса ӑна тӳрех хупса лартать пулӗ тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ кун иртен пуҫласа каҫчен алхасрӗ урса кайнӑ хаким Сарри мӑрса килӗнче.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эдей-нойон урса кайнӑ пек сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсене пин ҫухрӑмран сисетӗп, урса кайнӑ йытӑсем пек ним айӑпсӑр ҫынсене тулласа ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унтан «урса кайнисен» пуҫлӑхӗ каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑрӑм Аспара ухӑпа персе хулпуҫҫинчен амантрӗ, ун ҫине виҫҫӗн-тӑваттӑн «урса кайнисем» утланса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тумен пуҫлӑхӗ Хӑрӑмран ыйтса пӗлсен хускатрӗ хӑйӗн хыҫӗнчен «урса кайнисене».

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл вӗҫтерсе ҫитнӗ ҫӗре «урса кайнисен» туменӗ лашисем ҫинче ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех