Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урса (тĕпĕ: ур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урса, тулхӑрса кайнӑ ашшӗ крыльца алӑкне хупнӑ-хупманах чышкине ҫӗклесе ун ҫине ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ йӗкӗт пушшех урса кайрӗ, хӗрӗн хыҫалтан ҫыхнӑ саппун кантӑрине шӑлӗпе туртса салтрӗ…

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темиҫе минут ҫеҫ хӑйне урса кайнӑ арӑслан пек тытнӑ ҫын тӑруках мӗскӗн кушак ҫури пек чупкалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур вашт! ҫеҫ ҫаврӑнчӗ, ҫӑмӑллӑн, урса кайнӑ арӑслан пек, вырӑнӗ ҫине сиксе хӑпарчӗ, пӗр самантрах стена ҫинчи хӗҫне ярса илсе, сывлӑша шӑхӑртса, икӗ хутчен пуҫӗ тавра ҫавӑрса яшт! ҫеҫ сиксе анчӗ, хӗҫне хулпуҫҫи урлӑ тытса, Петӗр умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урса, алхасса, ахӑрса кайнӑ пушар мечӗт патне сарӑлса ҫывхарнӑ майӑн вутпуҫҫисем ҫине-ҫинех вӗҫсе килме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урса кайнӑ ҫил пушар енчен шӑпах ун килӗ еннелле вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫи: бах! бах! тесе, аллисене ун еннелле тӑсрӗ, анчах урса кайнӑ янавар ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урса кайнӑ тискер чӗрчун ҫав-ҫавах парӑнасшӑн пулмарӗ-ха, хаяррӑн ӳлесе, Сахар еннеллех талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗншӗн урса кайнӑ вӗсем?

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫуйӑхаҫҫӗ кӑна та мар-ха, тулашаҫҫӗ, хартлатаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе урса кайнӑ пек ҫапӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗри унталла, тепри кунталла чупаҫҫӗ, урса кайнӑ такаран хӑранӑскерсем, ним тума пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Микуль Ваҫка йӑлисене лайӑх пӗлет, пӗр урса кайсан, унран ыррине кӗтме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт ҫакна чунтан туять, юнӗ вӗреме пуҫланине те сисет, анчах ҫак хӑрушӑ вӑхӑтра, ҫутҫанталӑкӑн чи вӑйлӑ виҫӗ хӑватӗнчен пӗри ҫын сехрине хӑптармалла урса кайнӑ чухне, мӗн тума пултартӑр-ха вӑл?..

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак ҫакӑнта ҫунасем ҫинчен анса хӗҫ тытса ҫапӑҫмалла пулсан урса кайса ҫапӑҫать ҫав кӳштекпе, анчах чӗррӗн парӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эй, йӑлт урса кайрӗҫ ку пӑлхавҫӑсем.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Старик урса кайнӑ тейӗн, хӗҫҫипе хӑлаҫланса чупкаласа кӑна ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пек кала-ха, пуҫлӑх тӳрех урса каять, вӗсене кӑптӑр-каптӑр хӑваласа кӑларать, тепринче элчӗсене йышӑнмасть те.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урса кайса ҫапӑҫатӑп вӗсемпе!

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавна урама чӗнсе тухса кӑшт калаҫса тӑнӑшӑн урса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Выльӑх-чӗрлӗх ниҫта кайса кӗме пӗлмест, тискер кайӑксем урса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех