Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урса (тĕпĕ: ур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗтре-чӗтре Пӑкачава уринчен чуптума хӑтланакан Ахпӑлатпа пуп ҫине ҫавӑнтах урса кайнӑ ҫынсем сиксе ӳкрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Анчах урса кайсан сурӑхсем те унран хӑрамаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа килтешсем урса кайнӑ пекех тыткалаҫҫӗ хӑйсене, — ӳпкелешсе калаҫма тытӑнчӗ пуп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна курса, пуян пушшех те урса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тискер патша ҫарӗсем пӗтӗм чӑваш ялӗсем тӑрӑх выҫ кашкӑр пек урса ҫӳрерӗҫ, Аванкая тытасшӑн пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку утне таҫтан вӑрласа килнӗ! — урса кайсах ҫухӑрма тытӑнчӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку вӑл Савантер урса каясса пелтерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ урса кайнӑ автан пек, пӗр-пӗрне куҫран пӑхса, мӑшлатса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем пырса кӗрсессӗнех Анаткасра кашнин картишӗнченех йытӑсем урса кайса вӗрме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр самантра туй карти, Хура арӑм ун варри, Кӗрӗслетсе ҫавӑрнать, Урса кайса пӑтранать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ачи-пӑчи, ҫӗр ҫӑтмӑш, Урса кайнӑ темелле: Хуҫкаланса сикнӗ чух Лара-лара ташлаҫҫӗ, Пушӑ вырӑн пулнӑ чух Ӳпне выртса шӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тулта шӑпӑр янӑрат, Арҫури пек ахӑрать, Урса кайса туя сикет, Ватти-вӗтти ехӗрет…

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урхапала урса кайса вӑрҫас чух, Йӗри таври ялти ҫынна пухас чух, — Шӑла йӗрсе хӗрӗпеле пуплесе Ирттернӗ, тет, эсӗ юратӑва тимлесе!..»

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урса кайнӑ Еркиней Тути-ҫӑварӗ пӑрӑннӑ, Чӗри хӑвӑрт сикнипе Пырӗ шалтах тӑвӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑмӑртаҫҫӗ юлансем, Урса кайнӑ темелле: Шӑй-шай!

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унтах шӑпӑрӑҫ — ӳпнер куҫлӑ Мулентей, Урха ӗҫки урса шавлама тапратсан, Шӑпӑрне кӑларать, ӳлесе ахӑрать, Вӑрманти арҫури пек ҫуйӑхса шӑхӑрать.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сводка пӗлтернӗ тӑрӑх, нимӗҫ фашисчӗсемпе шурӑ финсем ҫак станцие илесшӗн эрне хушши урса кайса ҫапӑҫаҫҫӗ, анчах илеймеҫҫӗ, мӗншӗн тесен пирӗнннисен урӑх пӗр утӑм та чакма юрамасть: хыҫра — Ленин хули.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Сӗтел хушшинчен урӑм-сурӑм тухрӗ те, арена ҫинчи сӗкме хатӗр каррида вӑкӑрӗ пек «урса кайса», сӑмсине шӑхӑрттарса сывласа, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне хӗреслесе тытрӗ, пӳлӗмре шевро аттине чӑрик-чӑрик чӗриклеттерсе, нӑтӑр-нӑтӑр нӑтӑртаттарса, калла-малла виҫӗ хут та ҫурӑ хутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Вун икӗ ҫулхи Иван ҫак тискерлӗхе сирес, ашшӗне ӗрете кӗртес тесе, малтанах ашшӗпе амӑшӗ хушшине кӗрсе тӑнӑ, унтан ашшӗн амӑшӗ ҫине тум-хаяррӑн урса ывтӑнтарнӑ «тимӗр» чышкӑллӑ аллине ярса тытнӑ та пур-ҫук вӑйӗпе хыҫалалла пӑрса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Татах малалла вӑйкӑнтӑмӑр ҫеҫ — фашистсем урса кайса пеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех