Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкин (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрле те ыйхӑ килмерӗ упӑшкин.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Упӑшкин кӑмӑлӗ улшӑнма пуҫлани Тоньӑна хӑпартлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Аня упӑшкин аллисене хырӑмӗ ҫине хучӗ.

Аня положила руки мужу на свой живот.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Унтан вӑл хӑйшӗн те каҫару ыйтрӗ, унтан упӑшки паян ирпе вилни ҫинчен каласа пачӗ те, вӑл вара хуҫа тарҫисемпе хӑйӗн упӑшкин ӳтне хӑш вырӑна пытарсан авантарах пуласси ҫинчен чылай канашласа ларчӗ.

Потом она извинилась и за себя, сказав, что муж умер утром и она долго совещалась со слугами относительно того, где бы удобнее положить его тело.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Амӑшӗ упӑшкин сӗнӗвӗпе килӗшрӗ, мӗншӗн тесен кашни кунах пӗр крона ӗҫлесе илейместӗн вӗт-ха.

Мама решила, что предложение это стоящее, ведь не каждый день удаётся заработать целую крону.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӗрачасем тумалли физкультура упражненийӗсем ҫеҫ кӑшт ҫӑмӑлтарах, тата вӗсем вӗренмелли наукӑсен курсӗ ытла пысӑках мар, анчах ун вырӑнне вӗсене кил хуҫалӑхне тытма вӗрентеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Лилипутире аслӑ классенче те арӑмӗ упӑшкин ӑслӑ та савнӑ юлташӗ пулма тивӗҫлӗ, тесе шутлаҫҫӗ.

Только физические упражнения для девочек более легкие да курс наук у них не так обширен, но зато их обучают домоводству. Ибо в Лилипутии считают, что и в высших классах жена должна быть разумной и милой подругой мужа.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах ӑна упӑшкин карапӗ килменни канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Гранит хӳмеллӗ гаване Нина упӑшкин карапӗ (вӑл ҫав карап ҫинче ҫар службине ирттерет) каллех таврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Тӑван ҫӗрӗнче Макҫӑмӑн пурӑнӑҫӗ тутлах пулман: мӑшӑрлӑх ӑна хӑйӗнчен икӗ хут аслӑ инке-арӑм илсе панӑ; унӑн сасси те илемсӗр — хытӑ, чышкисем те вырӑнсӑрах ҫирӗп пулнӑ, упӑшкин йӑваш чӗрине хака хума пӗлеймен вӑл.

А на родной стороне Максимке жилось не сладко: в жены ему досталась баба вдвое старше его, с зычным голосом и крепкими кулаками, совсем не умевшая ценить в своем муже доброго сердца.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

«Дунька упӑшкин» — Медников юратакан лӑпкӑ, чее, пӑшӑлтка ҫын сӑмахӗсенче чӑнах та тӗрӗсси пурччӗ.

В словах Дунькина Мужа, кроткого, хитрого наушника, любимого Медниковым, — была правда.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

— «… Хӑйӗн упӑшкин тупӑкӗ ҫинче вилекен» — хӗпӗртесе сӑмаха вӗҫлерӗ доктор.

— «…умирающая на гробе своего мужа», — радостно подхватил доктор.

III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑл Люся тытӑнчӑклӑрах каланӑ сӑмахӗсене — упӑшкин ҫуралнӑ кунӗ ҫинчен, ӑна хисеплесе чечексем илсе килни ҫинчен… упӑшкине курасси ҫинчен каланисене аран тӗшмӗртсе юлчӗ.

Он еле дослушал отрывистые Люсины слова — о дне рождения мужа, о том, что она принесла цветы, поздравить… и просит свидания.

XXXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Темиҫе пӑхӑр укҫашӑн хӗрарӑм «ӑмӑрткайӑка» кирлӗ мар ҫӗтӗк-ҫурӑка ҫеҫ те мар, час-часах упӑшкин кӗпине те, хӑйӗн йӑрӑм-йӑрӑм юбкине те парса ярать.

За несколько медных грошей баба отдает «орлу» не только всякую ненужную тряпицу, но часто даже мужнину рубаху и собственную паневу.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Вӑл упӑшкин сӑмахне нихҫан та итлемен.

Никогда не слушалась мужа.

Харкашакан арӑм ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫакна илтет те упӑшкин тусӗ ӑна лӑплантарма пырать.

Услышал про это приятель мужа и пришел ее утешать.

Арӑмӗ упӑшкине юратни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Халӗ вӑл ӗненчӗ, анчах упӑшкин ҫак ӗҫне пӗтӗмӗшпех хирӗҫ пулчӗ.

Теперь она уже поверила, но все ее существо восставало против этого решения.

XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ыран уяв тенӗ каҫ Лю Гуй-лань занятирен таврӑнса Чжаона апат-ҫимӗҫсем пӗҫернӗ ҫӗрте пулӑшма ҫеҫ тытӑннӑччӗ, пӗр кӗтмен ҫӗртенех ун упӑшкин амӑшӗ, Ду карчӑк, килсе кӗчӗ.

Вечером, накануне праздника, когда Лю Гуй-лань только что вернулась после занятий и помогала вдове Чжао готовить начинку для новогодних пельменей, неожиданно явилась старуха Ду, мать ее жениха.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Упӑшкин ӑслӑ сӑмахӗсемшӗн Дасаоцза ҫав тери хӗпӗртерӗ, мӑнкӑмӑлланчӗ.

Дасаоцза была преисполнена гордости.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах Чжао Юй-линь арӑмӗ пӳрнисемпе тупӑк хӗрринчен ярса тытнӑ та, куҫӗсене сиктермесӗр упӑшкин хура сухалпа витӗннӗ пичӗ ҫине пӑхать.

Но жена Чжао Юй-линя судорожно вцепилась пальцами в край гроба и не мигая смотрела на восковое лицо мужа, обрамленное черной бородкой.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах арӑмӗ хӑйӗн паҫӑрхи сӑмахне упӑшкин пичӗ патӗнчех тепӗр хут каланӑ:

Но прямо в лицо его жена повторила:

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех