Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкин (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Юратнӑ арӑмӗ йӗрӗнмесӗр упӑшкин урине ҫунӑ шывне ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хусана ҫитсен Павӑл пиччӗшӗ патне каяс умӗн Зина сулахай аллине упӑшкин аппӑшӗ парнеленӗ сулла тӑхӑнчӗ, сылтӑм алӑри ятсӑр пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗпе илемлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Еврейсен те ҫавах, вунӑ ҫул хушши пӗрле пурӑнсан та ача ҫуратмасан, упӑшкин арӑмне уйӑрса яма тивӗҫ пур, — Эльгеев шухӑшӗпе килӗшрӗ Данилов.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Упӑшкин ҫырӑвне кӑтартсан тин ҫар комиссарӗ ӑна валли литер ҫырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Богданов тухса кайсан, Соня упӑшкин ҫырӑвне тепӗр хут вуласа пӑхрӗ, ҫырман сӑмахсене те ӑнланма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темӗнле йывӑр пулнӑ пулсан та, вӑл упӑшкин тӑванӗсем ҫинчен шухӑшламан, вӗсем патне ҫыру та ҫырман.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӑртак тӑрсан, упӑшкин йӑмӑкӗ Анна Ивановна васкаса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Миша большевиксем майлӑ пулса ҫапӑҫнине Соня пӗлнӗ, ҫавӑнпа куккӑшне персе вӗлерни упӑшкин айӑпӗ пек те туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Упӑшкин еркӗнӗпе, эппин, сирӗн шутпа, арӑмӗ те туслӑ пулмалла?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗчченех ҫавӑн чул пӗтертӗн-им, тӗпсӗр катка! — упӑшкин пӑртманетне тӗрӗслесе туллашрӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Детрейӑн чикӗллӗ шалӑвӗпе тата хӑйӗн укҫине вӑрттӑн хушса, — чӑн та, ҫакна вӑл питӗ лайӑх суйса упӑшкин укҫиех тесе «саккунлатать», — Джесси пӳртне питех те чаплӑ хӑтлӑха ҫавӑрчӗ, хӑйӗн маттурлӑхӗнчен хӑй те чӑнласах тӗлӗнет.

Из ограниченного жалованья Детрея, с прибавкой хорошо продуманной лжи в виде тайно потраченных своих денег, Джесси создала комфорт и была искренне поражена своим искусством.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Вӑл ытларах та тӑваять, Анне Сульфид пирки вара апла калаймӑн, вӑл упӑшкин мӗн пур шалӑвне выляса ярать.

— Она сделает больше, чего нельзя сказать об Анне Сульфид, которая проигрывает все жалованье своего мужа.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Упӑшкин кунашкал хӑтланкаларӑшне курма хӑнӑхнӑ та Илемпи, ҫакна ытлашши чӗре патне илмест те ӗнтӗ халӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Юлашки вӑхӑтра упӑшкин хӑтланкаларӑшне пӑхас килмест унӑн: йӗрӗнтерет тата, тӳррипе калаҫан, самаях шиклентерет те.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Одолеев, — ихӗрчӗ алӑк хыҫӗнче упӑшкин сасси, унтан каллех шӑнкӑрава ҫине-ҫинех хыттӑн пусрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

«Арӑмне ним вырӑнне хуман, ӗҫекен упӑшкин патакӗнчен тарса пӗчӗк ачисемпе пӗрле Лиза аппа пиҫнӗ яшкине те тепӗр чухне ҫиеймен. Ачисене лӑплантарса е кӳршӗри Миките Анна аппасем патӗнче е Улитта аппасем патӗнче ҫӗр каҫнӑ. Мӗнле кӑна чӑтса, тӳссе тӑватӑ ачине ӳстерсе, ҫитӗнтерсе ҫын ҫине кӑларчӗ-тӗр?» — тесе аса илеҫҫӗ ял ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Хӗрарӑм сӑн-пичӗ кунсерен тӗксӗмленнӗҫемӗн тӗксӗмленет, мӗншӗн тесен упӑшкин фабрикисем пӗрин хыҫҫӑн тепри хупӑнаҫҫӗ, машинӑсем кӗрленӗ ҫӗрте эрешмен картисем шӑршлӑ йӑва ҫавӑраҫҫӗ.

И с каждым днем тускнело лицо женщины, потому что умолкали, одна за другой, фабрики ее мужа, и паутина свивала затхлое гнездо там, где громыхали машины.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Блюм калинккерен сывлӑшран та ҫӑмӑлраххӑн перӗнчӗ, кӑштах уҫӑлнӑ хушӑка ӗҫе юриех тӑсуҫӑн мӑранлӑхӗпе пысӑклатать, — еркӗнӗ патне арҫын унӑн упӑшкин ҫывӑрмӑшӗ урлӑ ҫапла иртет ахӑр; Блюм кӗҫех малтанхи евӗрлех ерипен ҫӗр ҫине ярса пусрӗ.

Блюм прикоснулся к ней легче воздуха, увеличивая приоткрытую щель с медленностью волокиты, проникающего к любовнице через спальню ее мужа, и так же медленно, осторожно ступил на землю.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

— Жиль, Жиль! — кӑшкӑрса ячӗ Ассоль упӑшкин шурса кайнӑ питне хӑй еннелле ҫавӑрма хӑтланса; Жиль унӑн пӗчӗк аллисене пачах туймасть ахӑр.

— Жиль, Жиль! — кричала Ассоль, поворачивая к себе белое лицо мужа нечувствуемыми им маленькими руками.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Апла пулин те, — пӑрахса хӑварнӑ упӑшкин кабинетӗнче, сӗтел ҫинче, ҫыпӑҫтарнӑ конверт выртать, ҫиелтех — телефон цифрисем.

Впрочем, на столе в кабинете брошенного мужа лежал запечатанный конверт с цифрой телефона на нем.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех