Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкин (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем утса пынӑ вӑхӑтра Стомадорпа калаҫнинчен Консуэлӑшӑн упӑшкин чӗри кӑнттаммӑн та нӗрсӗррӗн — туллин — уҫӑлчӗ, пӑхсан чечекленекен, анчах юхан-ҫӑпанпа талккӑшпех витӗннӗ ӳтри чирлӗ ӑш-чик тухса тӑчӗ тейӗн.

За то время, что они шли, из разговора со Стомадором стало ей вполне грубо и мерзко ясно сердце ее мужа, как будто открылись больные внутренности цветущего на вид тела, полные язв.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑма туй хыҫҫӑнхи пӗрремӗш уйӑх та пулин телей кӳреймерӗ, — вӑл вара хӑйӗн упӑшкине хӗрӳллӗн юратать, ҫавӑнпах-тӑр упӑшкин уйрӑлӑва хатӗрлекен, шухӑшласа тӑвакан ӗҫӗсене те асӑрхамасть.

Даже первый месяц брака не дал счастья молодой женщине, так горячо любившей своего мужа, что она не замечала его обдуманных действий, подготовляющих разрыв.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ах-ах-ах! — пулас упӑшкин тытӑнкӑллӑ сӑмахӗсенчен йӗкӗлтешсе ӳпкевлӗн кӑшкӑрчӗ Консуэло…

Ах-ах-ах! — укоризненно воскликнула Консуэло, передразнивая сдержанный тон жениха.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кулянтаратӑн, — Джесси пуҫне шӳтлӗн силлекеленӗ май ӑнланчӗ — Брентгана калаҫу пуҫарма ҫӑмӑлах мар, ҫавӑнпа мӑшӑрӗ аллине упӑшкин ҫамки ҫине хучӗ.

Печально, — Джесси шутливо покачала головой и, видя, что Брентган затрудняется говорить, положила на его рукав свою руку.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Кирлӗ кӗнекине тупсан Джесси упӑшкин хул пуҫҫинчен сӗвенсе урайне анчӗ.

Взяв нужную книгу, Джесси спустилась, опираясь рукой о плечо мужа.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Джесси упӑшкин шӑнкӑравне кӗтнӗ ахӑр, мӗншӗн тесен Брентган унӑн сассине тӳрех илтрӗ.

По-видимому, Джесси ждала звонка мужа, так как Брентган сразу услышал ее голос:

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Вӑл классиксен вӑрӑмах мар, анчах вӑйлӑ япалисене янӑратать: Мендельсонпа Бетховенӑн, Шопенпа Годарӑн, Григӑн, Рубинштейнпа Моцартӑн никама хӗрхенми, тӗлӗнмелле музыки Трумова вӑйлах кисретрӗ, ҫак кӗвӗсене Ольга Васильевнӑн упӑшкин сӗрме купӑсӗ кӑларнӑран Трумов туйӑмӗсем сисӗнмеллех аманчӗҫ.

Он играл небольшие, но сильные вещи классиков: Мендельсона, Бетховена, Шопена, Годара, Грига, Рубинштейна, Моцарта. Беспощадное очарование музыки потрясло Трумова, впечатлительность его была к тому же сильно обострена появлением мужа Ольги Васильевны.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Алиса Эсборнпа унӑн упӑшкин сӑнӗ пурин кӑмӑлне те палӑртать: икӗ мӑшӑр савӑк куҫра вӗсен шалти тӗнчин тытса чарайми кулли ҫиҫет.

Выражение лица Алисы Эсборн и ее мужа определило настроение всех — это были две пары блаженных глаз с неудержимой улыбкой своего внутреннего мира.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

— Ҫапла, ҫапла… — ҫирӗппӗнех мар, анчах хаваслӑ кулӑпа хуравларӗ Джен, унтан упӑшкин шлепке айӗнчен тухса арпашнӑ ҫӳҫне тирпейлерӗ те хушса хучӗ.

— Да, так, — ответила Джен не очень уверенно, хотя с веселой улыбкой, и, поправив мужу выбившиеся из-под шляпы волосы, прибавила:

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

— Ах, тӗлӗнтерекен япаласенчен пуринчен те хӑратӑп, — апат ҫиме ларнӑскер — вӑл Геннисон хумханнӑран тӑрса ун патне пычӗ, аллине упӑшкин хул пуҫҫи ҫине хучӗ.

— Ох, я боюсь всего потрясающего, — сказала она, приступая было к еде, но, видя, что муж взволнован, встала и подошла к нему, положив на его плечо руку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Анни аллипе упӑшкин хул пуҫҫинчен тӗршӗнчӗ, ун ҫине ҫав тери ӑшшӑн, тап-тасан пӑхать; унтан куҫӗсене хӑна ҫине куҫарчӗ, ӑна та ҫав пӗлтерӗшпех тӗсерӗ.

Анни положила руку на плечо мужа и взглянула на него самый большим, самым теплым и чистым взглядом своим, затем перевела взгляд на гостя, не изменив выражения.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Упӑшкин вилӗмӗ куҫа-куҫӑн пынӑ кӗрешӳре килни, ҫавӑнпа Веняшӑн ӑна пӗртте айӑпламанни ҫинчен те, хӑй ӑна вунҫиччӗрех, вӑйӑра пӗрремӗш хут ташлама чӗнсе кӑларнӑ хыҫҫӑнах савса пӑрахса, унтанпа самантлӑха та юратма чарӑнманни ҫинчен те, ывӑлӗ, Хӗлимун-кӗҫӗнни, килте чухне унпа чуна пусарса пурӑннӑ пулсан, вӑл вӗренме кайнӑ хыҫҫӑн пӗччен юлсан, халь ӗнтӗ Крапивин ҫинчен шухӑшламан, ӑна аса илмен ҫӗр те сайра пулнӑ тата ытти, тата ытти ҫинчен те пӗтӗмпех каласа пама шут тытрӗ вӑл, майлӑ самант тупӑнтӑрччӗ ҫех, вара чуна уҫса паратӑпах тесе шанса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ах, Антун! — терӗ вӑл, пуҫне упӑшкин кӑкӑрӗ ҫине усса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нина валли упӑшкин пурнӑҫӗнче вырӑн ҫуккине, телей пуянлӑхра маррине каласа ӑнлантарас килчӗ ун.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Ну, ҫитӗ ларса, каяр-ха эпир Нинӑпа, пире ачасем те кӗтсе ывӑнчӗҫ пулӗ, — упӑшкин сасси ыйхӑран вӑратрӗ Нинӑна.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Миша илсе тултарнӑ ниме тӑман хаклӑ япаласене парса упӑшкин юратӑвне, ӑшӑ кӑмӑлне тавӑрӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Упӑшкин юлташӗсем вӗсене туххӑмрах ҫисе ярӗҫ, эрех ӗҫсе анкӑ-минкӗленнӗскерсем апат тутине те туймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Упӑшкин ҫуралнӑ кунне чи ҫывӑх ҫыннисемпе уявласшӑн вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Эпӗ вара сан мӑшӑру мар-им? — упӑшкин сивӗ сӑмахӗсемшӗн кӳренчӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Каларӑм вӗт сана икӗ сехет валли хатӗрлен тесе! — шартах сиктерчӗ ҫав самантра Нинӑна упӑшкин сасси.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех