Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкин (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упӑшкин ординарецне курнӑ Ҫинккапа тепӗр хут калаҫасси килет ун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавна часрах вилӗм ҫиттӗрччӗ! — упӑшкин сӑмахӗнчен тухмарӗ Хвекла.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑш чухне Марье упӑшкин юлашки ҫырӑвӗсене вӗсемпе пӗрле ларса вулать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юрӗ, эппин, Раман, авланичченхине каҫарӑп, анчах халь ан ухмахланса ҫӳре, никама та килӗшмест вӑл унашкал хӑтланни, — тесе упӑшкин ҫӑра ҫӳҫне Тӑрмаларӗ Анюта.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анютӑн тути чӗтресе илчӗ, хӑмӑр куҫӗ шывланчӗ, ӑшӗ пӳлӗнсе килчӗ пулас, тарӑннӑн-тарӑннӑн сывларӗ те пуҫне упӑшкин кӑкӑрӗ ҫине ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак тапхӑрта вӑл упӑшкин тупӑшне кӑтартакан суя справкӑсем тӑратнӑ.

В течение этого времени она представляла ложные справки о доходе своего мужа.

Суя справка тӑратса 3 ҫул ача-пӑча пособийӗ илсе тӑнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36778.html

Нумаях пулмасть упӑшкин, Макарӑн «вилнӗ хутне» илнӗ хыҫҫӑн вӑл пилӗк ачипе тӑлӑха юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле амӑшӗ сурӑх ҫӑмӗ хуратчӗ минтере, унпа упӑшкин — ГУЛАГра нушапа чирлесе таврӑннӑ Хӗветӗрӗн, ревматизмне сыватма, сыпӑсемпе мышцӑсене тамӑкла ыратнинчен хӑтарма усӑ куратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗтрекен аллисемпе салтак арӑмӗ адресне упӑшкин почеркӗпе ҫырнӑ виҫкӗтеслӗхе уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ ӑна хутран юратнӑ ҫыннин, упӑшкин ытарайми шӑрши килнӗ пек туйӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн арӑмӗ Натали каласа панӑ тӑрӑх, упӑшкин суранӗсенчен юн сӑрхӑнма пӑрахнӑ, ыратнисем чакма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн, Ванюш, вӑрҫӑ пуҫланма пултарать-и мӗн? — сасартӑк канӑҫсӑррӑн ыйтрӗ арӑмӗ, упӑшкин ҫар вӗрентӗвне кайиччен шакла хыртарса янӑ пуҫне сӑтӑркаланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Упӑшкин кӑмӑлӗ — ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех тӗксӗм.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшкин пӗтӗм тӳрккеслӗхӗ, ытлашши чеченлӗхӗ, сиенлӗхӗ нимрен те мар, ҫав минтертен килнӗ пек туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшкин кӗпе ҫаннийӗсем те, шӑлаварӗ те йӗп-йӗпе пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Часрах алшӑлли йӗпетсе упӑшкин пит-куҫне сӑтӑркаларӗ, пуҫӗ ҫине нӳрӗ тутӑр хучӗ, чӗрене лӑплантармалли эмел ӗҫтерчӗ, анчах лешӗ йӳҫӗ пирки Макар Кузьмич ӑна ҫавӑнтах сурса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Иккӗ мар ӗнтӗ, пӗр виҫҫӗ-тӑваттӑ пултӑр, — тӳрлетнӗ арӑмӗ упӑшкин шухӑшне.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Упӑшкин чее планне ӑнланма пуҫланӑ Варвара Федоровна сӑн-сӑпачӗ ҫутӑлнӑҫемӗн ҫутӑлма тытӑннӑ, вӑл Макар Кузьмича шӑкӑр-шӑкӑр тепӗр ҫур стакан эрех ярса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Акӑ, пӗр хӗрарӑм упӑшкин вилнӗ хутне илнӗ…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫийӗнче — упӑшкин кивӗ пиншакӗ, уринче — кӗли чалӑшса кайнӑ кирза атӑ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех