Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкана (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир манӑн упӑшкана вӗлертӗр.

Мужа моего вы убили.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫи-пуҫа, аялти кӗпе-тума, шлепкене т. ыт. те упӑшкана е ҫывӑх тӑвансене ҫех парнелеме юрать.

Предметы туалета, такие как белье, носки, рубашки, шляпу и т. д. (галстук считается украшением) дарят только мужу или близким родственникам.

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Врач патне каймалла, анчах эпӗ упӑшкана пӗччен хӑварма та хӑратӑп.

Надо было пойти за врачом, но я боялась оставить мужа одного.

Xуйxӑ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ман упӑшкана вӗлерчӗҫ, хама персе пӑрахрӗҫ.

Мужа моего убили, меня расстреляли.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Манӑн упӑшкана вӗлерчӗҫ.

Вот теперь мужа моего убили.

Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Манӑн упӑшкана «прокурор юлташӗ» теҫҫӗ.

Мой муж — товарищ прокурора.

XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Эпӗ, ӗҫсӗр аптраса, хамӑн пӗтӗм телейсӗрлӗхе пӗр ҫӗре пухса хаклама тытӑнтӑм: акӑ — эпӗ хам юратнӑ аттепе хирӗҫсе кайнӑ, мана гимназирен хӑваласа ячӗҫ те кӳрентерчӗҫ, унтан тӗрме, мана хампа ҫывӑх пулнӑ юлташ тытса парать, упӑшкана тытса каяҫҫӗ, унтан каллех тӗрме те ссылка, упӑшка вилет.

Я складывала все мои несчастия и взвешивала их от нечего делать: вот — поссорилась с отцом, которого любила, прогнали из гимназии и оскорбили, тюрьма, предательство товарища, который был близок мне, арест мужа, опять тюрьма и ссылка, смерть мужа.

III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Тӑхтӑр акӑ, паян упӑшкана каласа паратӑп эпӗ, килсессӗнех каласа паратӑп, — юнаса илчӗ вӑл.

— Подождите, сегодня я скажу мужу, как только придет, скажу, — пригрозила она.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Эпӗ килте ларӑп, хамӑн мӗскӗн те пӗччене юлнӑ упӑшкана пулӑшӑп, ӑна валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлӗп, тесе шутланӑччӗ…

— А я-то, думала, что буду сидеть дома, стряпать обед и вообще помогать моему бедному, заброшенному мужу…

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хама ӗҫре шеллемен-и эпӗ, упӑшкана юратман-и эпӗ, уншӑн хамӑн пӗтӗм юна пӗр тумлам юлмиччен панӑ пулӑттӑм.

В работе ли я себя не жалею, мужа ли я любила — до кровинки бы всю свою кровь за него отдала.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

«Хамӑн упӑшкана манпа пурӑнтар, тет. Вӑл — ирсӗр ҫын, ӗҫме юратаканскер, хыткукар, тет, манран уйрӑлса кайрӗ. Ӑна каялла пыртар!» — тет.

«Заставь, — говорит, — моего мужа со мной жить. Он, — говорит, — мерзавец, пьяница и сквалыжник, ушел от меня. Заставь, — говорит, — его воротиться!»

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тепӗр тесен, хамӑн пулас упӑшкана мӗнле сӑнас мар-ха!

Да и как же не изучать своего жениха!

XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Упӑшкана Лондонра ӑнӑҫлӑ ӗҫ туса килессе шанӑпӑр, — терӗ Элен, — унсӑрӑн чӑнах та ку ачасен пурӑнӑҫӗ начар.

— Будем надеяться, что мужу удастся добиться успеха в Лондоне, — ответила Элен, — иначе положение этих двух детей будет действительно отчаянным!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Эпӗ халех упӑшкана чӗнсе тухатӑп, — терӗ нимӗҫ хӗрарӑмӗ хыттӑн, унтан пӗр пӳлӗме кӗчӗ, темиҫе минутран Пирогов ӗнерхи ӗҫкӗ мухмӑрне пула тин куҫне уҫнӑ Шиллера курчӗ.

— Я сейчас позову моего мужа, — вскрикнула немка и ушла, и чрез несколько минут Пирогов увидел Шиллера, выходившего с заспанными глазами, едва очнувшегося от вчерашнего похмелья.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

— Шатра питлӗ, илемсӗр пулмасан упӑшкана ҫапла кӳрентерттерместӗмччӗ.

— Если бы не рябое и некрасивое лицо не обидела бы мужа до такой степени.

Ман сан ҫине кунӗпе пӑхмалла // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... e-pkhmalla

Дуняшка тек ыйтса хӑтланма аван мар пек шутларӗ; тепӗр тесен хӗрарӑм ӗҫӗ мар-ҫке-ха вӑл — упӑшкана вӗрентесси.

Дуняшка сочла неудобным продолжать расспросы: в конце концов не бабье это дело — учить мужа.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах тӑван упӑшкана пӑрахса кайма ҫӑмӑл мар, кирлӗ те мар тата.

Только уйтить от родного мужа нелегко, да и не к чему.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Нуша мар-и-ха, — сӑмахӗсене тӑсарах калаҫма тытӑнчӗ хӗрарӑм, — упӑшкана тупаймастӑн ав.

— Да вот беда, — протяжно заговорила баба, — мужа не найду.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— …мӗнлерех эсӗ манӑн упӑшкана, Петр Пантелеевича, вӗлертӗн?

— …как ты мужа моего, Петра Пантелеевича, убивал-казнил?

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Каласа кӑтарт-ха, эппин, тӑван кумӑм, мӗнле эсӗ хӑвӑн кумна… манӑн упӑшкана… —

— Расскажи-ка, родненький куманек, как ты кумя своего… моего мужа… —

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех