Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ман сан ҫине кунӗпе пӑхмалла

Автор: Евгений Турхан

Ҫӑлкуҫ: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... e-pkhmalla

Ҫул: 2019; Хушнӑ: 2020.05.10 00:03

Пуплевӗш: 19; Сӑмах: 178

Текст тӗсӗ: Анегдот

Вырӑсла Тема: Кулӑш

Кукша Кӗркури​ арӑмӗпе хирӗҫсе кайса иртерех ҫывӑрма выртать. Арӑмӗ вӑл ҫывӑрса кайнӑ пулӗ тесе шутлать: пысӑк чашӑк ҫине шыв ярса хӑйӗн мӗлки ҫине пӑхать:

— Шатра питлӗ, илемсӗр пулмасан упӑшкана ҫапла кӳрентерттерместӗмччӗ. Юрать атте пуян пулни пулӑшрӗ, унсӑрӑн​ мана нихӑҫан та качча илместчӗ те вӑл. Эх, мӗншӗн чипер пулса ҫуралман-ха эпӗ, — тесе шӑппӑн йӗрсе ярать вӑл. ​ Кӗркури, ҫакна итлесе выртаканскер, хӑй те йӗрсе ярать.

— Мӗн пулчӗ тата сана, Кӗркури, ҫывӑрнӑ ҫӗртех йӗрсе ятӑн? — кӑсӑкланать арӑмӗ.

— Телейсӗр шӑпашӑн хурланнипе куҫҫуль тухрӗ. Эсӗ акӑ хӑвӑн мӗлкӳ​ ҫине пӗрре пӑхса илтӗн те йӗрсе ятӑн. Эпӗ сан ҫине кунӗпе пӑхатӑп, ҫак инкек хӑҫан вӗҫленесси те паллӑ мар. Макӑрмасӑр епле чӑтайӑн? ​ — ӗсӗкленӗ май хуравларӗ тет Кукша.
* * *

Чӑнкӑ Мирун 30 ҫул каялла​ пӗрле вӗреннӗ тусӗпе — килсӗр Макҫӑмпа​ тӗл пулать.

— Салам, ялан выҫӑ ҫӳрекен ҫын! — тесе саламлать​ Мирун.

— Тӗрӗс мар калатӑн, эпӗ выҫӑ мар пулса тухатӑп, — тет​ килсӗрри. — Акӑ, тин ҫеҫ​ фестивальте пултӑм — унта «йӗркеллӗ»​ ҫынсене тӳлевсӗр​ апат ҫиме чӗнчӗҫ — хӗсеҫҫӗ, вӑрҫаҫҫӗ, ОМОН килсе ҫитрӗ. Килсӗррисене тӳлевсӗр апат валеҫнӗ вӑхӑтра ун пек йӗркесӗрлӗхе нихӑҫан та курман. Апла пулсан килсӗррисем​ ялан выҫӑ ҫӳреҫҫӗ тени тӗрӗсех те мар ахӑр?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех