Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем ерипентерех улшӑнаҫҫӗ, ҫынсен ӑс-тӑнӗ пурнӑҫ улшӑннипе ӗлкӗрсе пыраймасть…
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫул ҫинче реорганизациленӗ ҫар, Новочеркасскран пынӑ офицерсемпе йышлӑланнӑскер, чӑн-чӑн ҫар майлах пулса тӑрать; станицӑсен сахал йышлӑ дружинисем пӗр-пӗринпе пӗрлешеҫҫӗ; регулярнӑй полксене каллех ӗлӗкхи пек йӗркелеҫҫӗ, вӗсем, унчченхи майлах, Германи вӑрҫинчен юлнӑ составран тӑракан пулаҫҫӗ; полксем дивизисене пӗрлешеҫҫӗ; штабсенче хорунжисен вырӑнӗсене ҫар ӗҫне лайӑх пӗлекен паллӑ большевиксем йышӑнаҫҫӗ; майӗпенех начальниксем те улшӑнаҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Комендатура алӑкӗсем патӗнчи часовойсем ҫине-ҫинех улшӑнаҫҫӗ.
XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кӗркунне йывӑҫсем тӗрлӗрен улшӑнаҫҫӗ.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ҫынсем улшӑнаҫҫӗ, Вера Павловна.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун патне эпӗ те ҫыратӑп, анчах, кам пӗлет — ман ҫырусем ун патне те ҫитеҫҫӗ, те ҫитмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир пӗрмай маршра, ҫул ҫинче, эпир тӑракан вырӑнсем текех улшӑнаҫҫӗ, тенӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Раҫҫей Правительствин ҫӗнӗ йышӗ йӗркеленнӗ, регионсемпе федераци центрӗ хушшинчи хутшӑнусен йӗркисем улшӑнаҫҫӗ, федераци субъекчӗсенчи влаҫ органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне хакламалли виҫесем лайӑхланса пыраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Тоталитаризм йӗрки, импери тытӑмӗ, политика стройӗ, парти арканса кайнӑ чухне социаллӑ институтсем улшӑнаҫҫӗ, наци проблематики те ҫӗнӗ шая куҫать.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
2016 ҫулта пӗрре ҫеҫ — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — улшӑнаҫҫӗ.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№