Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ пӗлетӗп сире: мана улталаса хӑварасшӑн калатӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Государствӑна улталаса выртрӗҫ, йытӑсем.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Эпӗ ӗненми пултӑм, мана Гагенбек улталаса пӗчӗк слон мар, ултӑ уйӑхри слона сутрӗ пулӗ тесе шухӑшлама пуҫларӑм.
«Карлик» // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Тӑшмана улталаса хамӑр йӗртен ҫӗтерсе хӑварас шутпа кукӑр-макӑр ҫавӑрӑнкаласа ҫӳренӗ ҫулсене шута илес пулсан, нимӗҫсен вӑйлӑ гарнизонӗсем тӗлӗнчен аякпа пӑрӑнса иртес шутпа е тӑшман пире пачах та кӗтмен вырӑна пырса тухас шутпа тӗп маршрутсенчен пӑрӑнса ҫӳренисене веҫех шута илес пулсан, эпир сталинла рейда тухнӑранпа сахалран та ултӑ пин километр тунӑ.
Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Анчах гладиаторсене ыран куҫармалла тенӗ чухне пиратсем, — римлянсем тавӑрасран хӑраса пуль, — ҫӗрле Темезӑран вӑрттӑн тухса кайнӑ; ҫапла, пиратсем Спартака улталаса хӑварнӑ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Эп улталаса тӑрас ҫук сана.
6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
— Мӗн тума улталамалла ҫынсене? — терӗ кукамай хӑй халь тин ҫеҫ мана юри лӑсканӑ пек пулса, кукаҫее улталаса.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах ҫав мая курман пулсан та, хӑйне те, хӑйӗн юлташӗсене те улталаса, ҫынсене тилмӗрчӗ, вӗсене чӗтревлӗ сасӑпа каласа хавхалантарчӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсем хӑйсене те юраттарасшӑн, хӑйсене хӑйсем улталаса та пулин хӑйсене юратнине хапӑл тусах ӗненеҫҫӗ, хӑйсене юратаҫҫӗ пулсан вара — вӗсем телейлӗ; хӑйсене юратмаҫҫӗ пулсан та, хӑйсем савакан чуна пурпӗр юратаҫҫӗ, савакан чуна телей сунаҫҫӗ ҫеҫ те мар, ӑс-хакӑлпа та, пурлӑхпа та, — хӑйсем усӑ курма пултаракан мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк майсемпе, — ӑна телейлӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунта юлса, хамӑр хыҫран нимӗҫсене кашни кунах хӑвалаттарасшӑн-и эсӗ, е вӗсене улталаса, урӑх вырӑна каясшӑн-и?
9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсем тӑшман патне йӑпшӑна-йӑпшӑна пыраҫҫӗ тата ӑна тытмалли вырӑна улталаса кӗртеҫҫӗ, хире-хирӗҫ ҫапӑҫса ҫӗнтереҫҫӗ.Они подкрадывались к врагу, заманивали его в ловушку, опрокидывали в прямом бою.
Пограничниксемпе тӗл пулни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл чемпионсем улталаса кӗрешнӗ пекех тӗрӗс мар, Ривэрӑна сывлама чӑрмантарас тесе вӑл унӑн ҫӑварне час-часах перчаткӑпа хупланӑ, чееленсе тем те пӗр туса хӑтланнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
— Эсӗ чухласа ил-ха, — васкамасӑр, витӗмлӗн ӑнлантарать хӑрах куҫ, — мӗншӗн вӑл санӑн чӗрӳ ҫапла, сехет чӗлхи евӗр, пурне те, тата сана хӑвна та улталаса, унталла та кунталла сулланать?
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тепӗр кунне Столыгин статски советникран вӑрӑм ҫыру илнӗ; вӑл Михайло Степанович чее сӑмахсемпе улталаса унӑн хӗрне пӗтермелле туса хуни, унӑн хӑйӗн юлашки шанчӑкне, юлашки ӗмӗтне пӗтерни ҫинчен калакан хыпар ӑна, старике, чӗреренех пырса тивни ҫинчен пӗлтернӗ; эсир илӗртнӗ жертва пурнӑҫӗ пирки иккӗленмелле ӗнтӗ, тенӗ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Пире улталаса кӗртрӗҫ! — тесе пурте Сервантес ҫине пусса килнӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Кулаксем чееленсе, улталаса, усламсем туса, урӑх ҫын вӑйӗпе усӑ курса пуйнӑ.Кулаки богатели неправдами, спекуляцией, чужим трудом богатели.
Ялсемпе хуласем тӑрӑх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Анчах Ильич апла шухӑшламан, вӑл хӑйне хӑй илемлӗ суя шухӑшпа улталаса пынӑ.Но Ильич так не думал, он заблуждался, и приятно заблуждался.
VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Пӗрне улталаса, тепринпе шӳтлесе, виҫҫӗмӗшне пӳлсе те пулин вӑл райком секретарӗн кабинетне кӗрсе тӑнӑ, хулари хӑйӗн паллӑ хушаматне каланӑ та хӑй нумай чӗлхе пӗлнине пӗлтерсен, мӗнле те пулин пысӑк ӗҫ пама ыйтнӑ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Лелюков та вӗт хӑй чӗнмен мана, урӑх ҫӗртен, урӑх телефон тӑрӑх улталаса чӗнтернӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Анчах вӑрман касаканпа унӑн арӑмӗ, хӑйсен ачисене аташтарса ҫухатас тесе, вӑрмана улталаса илсе кайни ҫинчен вуланӑ чух Серёжа пурпӗрех хумханмасӑр лараймасть.
Кам-ха вӑл Сережа тата ӑҫта пурӑнаканскер // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.