Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Айӑпсӑр алӑлли, таса чӗрелли, [ҫывӑх ҫыннине] хӑйӗн чунӗпе кӑлӑхах тупа туманни, улталаса чунлашманни — 5. ҫавӑ Ҫӳлхуҫаран пиллӗх илӗ, Турӑран, хӑйне Ҫӑлаканран, ырӑлӑх курӗ.
Пс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пурте пӗр-пӗрне улталаса калаҫаҫҫӗ; чӗринче урӑх шухӑш тытса, чӗлхи-ҫӑварӗпе йӑпӑлтатаҫҫӗ.3. Ложь говорит каждый своему ближнему; уста льстивы, говорят от сердца притворного.
Пс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нумайӑшӗ, пысӑк влаҫлисем, хӑйсене шанакан тусӗсен ӗҫӗсене туса пырас вырӑнне, тӑтӑшах вӗсене усал канаш парса-ӗнентерсе, айӑпсӑр юн тӑкакан тӑваҫҫӗ, патшалӑха тытса пыракансене — таса та ырӑ шухӑшлӑ ҫынсене — чеен улталаса пырса кайран юсама май ҫук инкек-синкек тума хӗтӗртеҫҫӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Халӗ ӗнтӗ Езекия сире улталаса ан йӑпаттӑр; ан ӗненӗр ӑна: нихӑш халӑхпа нихӑш патшалӑхӑн турри те хӑй халӑхне ман аллӑмран, манӑн аттемсен аллинчен ҫӑлса хӑварма вӑй тупайман пулсан, сирӗн Туррӑр та сире ман аллӑмран хӑтараймӗ, тенӗ Сеннахирим.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Арӑмӗ хӑйӗн упӑшкине улталаса ирсӗрленсессӗн, кӗвӗҫӳ тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун ҫакӑ пулать ӗнтӗ, 30. е тата упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, вӑл арӑмне кӗвӗҫе пуҫласассӑн, упӑшки арӑмне Ҫӳлхуҫа умне тӑраттӑр, священник вара арӑм тӗлӗшӗнчен пӗтӗмпе ҫак саккун хушнӑ пек тӑвӗ, 31. ҫапла упӑшки ҫылӑхран тасалӗ, арӑмӗ хӑйӗн ҫылӑхне хӑй ҫине илӗ, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара священник арӑма тупалӗ те калӗ ӑна: санпа никам та ҫывӑрман пулсассӑн, эсӗ ирсӗрленмен, хӑвӑн упӑшкуна улталаман пулсассӑн, ҫакӑ ылхан кӳрекен йӳҫӗ шывран сиен курмӑн; 20. анчах эсӗ хӑвӑн упӑшкуна улталаса ирсӗрленнӗ пулсассӑн, хӑвӑн упӑшкусӑр пуҫне санпа кам та пулин ҫывӑрнӑ пулсассӑн, тетӗр те священник 21. арӑма ылхан тупи каласа тупалатӑр, священник арӑма ҫапла калатӑр: Ҫӳлхуҫа сана ылханлӑ тутӑр, ху халӑхун ылханӗ айне хӑвартӑр, Ҫӳлхуҫа санӑн варна типӗтсе ларттӑр, хырӑмна шыҫӑнтарса ятӑр; 22. [санӑн] хырӑмна шыҫӑнтарса яма, [санӑн] варна типӗтсе лартма ҫакӑ ылхан кӳрекен шыв санӑн ӑшна-чиккӳне кӗрсе кайтӑр, тейӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иаков Рахильпе Лийӑна хире, хӑйӗн вак выльӑхӗсен кӗтӗвӗ патне, чӗнтерсе илнӗ те 5. вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн аҫӑр сӑнне куратӑп та, вӑл маншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар; анчах ман аттемӗн Турри манпа пӗрле пулчӗ; 6. эпӗ сирӗн аҫӑршӑн мӗнпур вӑйӑмпа ӗҫлесе тӑнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, 7. сирӗн аҫӑр вара мана улталаса пурӑнчӗ, мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӗ; анчах Турӑ ӑна мана усал тума памарӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.