Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улталаса (тĕпĕ: ултала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑй ӗмӗрӗнче никама та улталаса курман, усал туман.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Итлӗр эппин: ку таранччен эпӗ сире, чиркӳре кӗлӗсем каласа, суйса улталаса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун аслӑ хӗрне, улталаса та илӗртсе илсе тухса кайса, Али-Акрама парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах хӑйӗн ҫыннисем урлӑ пирӗн государь Иван Васильевнч Ямгурчее ҫапла асӑрхаттарса хучӗ: эсӗ унти хан вырӑнне, Измаил вырӑнне, пире улталаса вӑйпа туртса илтӗн терӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ма улталаса илсе килчӗ тӗкӗрҫӗсене мӑрса?

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паҫӑр пӗри: ун пек ан кала, аслӑ воевода, эпир хамӑр ирӗкпе пӗрлешнӗренпе вырӑссене улталаса курман тесе хирӗҫлеме хӑват ҫитерчӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хамӑр ирӗкпе пӗрлешнӗренпе эпир сире пӗрре те улталаса курман, аслӑ воевода, — мӗн пулать-мӗн килет, анчах ку ытлашши сӑмаха тӳсме май ҫук тенӗ пек каласа хучӗ малта ларакансенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхана темле улталаса та, суйса та пулин кӗрсе тухатех вӑл Сӗве хӗрринчи ҫав яла.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан ҫыннисем пире нумай-нумай ҫул хушши улталаса пурӑнчӗҫ, халӗ те улталама пӑрахмаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Улталаса хулана кӗрсе ан кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп пурӑннӑ ҫӗрте те ҫапла улталаса йышӑнтарасшӑн пулчӗҫ мӑхамет тӗнне, анчах халӑх яхӑнне те ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсӗ пирӗнтен укҫа, ҫӑмарта, пир улталаса илтӗн.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эпӗ ҫылӑхлӑ пулма сан пек ҫынсене улталаса ҫӳреместӗп.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗксӗмрех сӑнлӑ хӗрарӑмӑн паллисем вара - Куславккара мучине улталаса хӑварнӑскерӗнни пекех.

Куҫарса пулӑш

«Ылтӑнпа» тӳлетпӗр... // Ольга АНДРИЯНОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 12 с.

Судйисене ҫеҫ улталаса калани татахчӗ-ха.

Может быть, чтобы запутать судей?

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах ун мӑшӑрӗ те, ӑна улталаса кайнӑ пуян каччи те, — халь ӗнтӗ вӑл та авланнӑ ҫын, — йӑлтах урӑхла шухӑшланӑ-мӗн.

Однако ни супруга, ни ее совратитель (сейчас он уже женатый человек), оказалось, не забывали друг друга:

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулай ӑна кӗтмен ҫӗртен улталаса хӑварнӑ пек.

восприняла это так, будто он ее обманул.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыттисене ӗҫлеттерсе, улталаса, чееленсе, сӗмсӗрленсе, суту-илӳ туса, ҫӑткӑнланса…

Можно заставить работать на себя других; можно разбогатеть путем обмана, хитрости, наглости, нечестной купли-продажи, алчности.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара, ватӑ хӗр, улталаса (пӗр чӑлха пуҫ ылтӑн пур тесе) Янтулсемпе юнашар пурӑнакан мӑн ҫӑмарталлӑ Калюка качча пынӑ, кил пуҫӗ пулса тӑнӑ.

Потом злая старая дева обманула жившего по соседству с Утласом килястого Калюка — посулила, что у нее имеется целый чулок золота, — вышла за него, стала хозяйкой в доме.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрӗ кама хывнине лайӑх пӗлет пулин те, хӑйне хӑй улталаса та пулсан вӑл ҫав сӑмахсенех пӑшӑлтатать: «Кама хывнӑ-ши вӑл Савтепи?» — тет.

В кого уродилась Савдеби? Напрасно, тщетно Касьян пытается обмануть себя этим вопросом.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех