Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улталанӑ (тĕпĕ: ултала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ, путсӗр, тивӗҫлӗхне ҫухатнӑ хӗрарӑм, амӑш, пӗр черкке эрехшӗнех сана сахал мар улталанӑ, хама ют арҫынсене сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Хӑвӑн ача пуррине пытарса пире улталанӑ эсӗ! — ҫӗнтерӳҫӗ евӗр пуҫне каҫӑртса, Тамара ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ Сима.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

«Акӑ мӗншӗн пӗркунне «Детский мир» магазинта нумайччен пӗчӗк ача кӗписем ҫине пӑхса тӑчӗ, — салхуллӑн шухӑшласа илчӗ Сима, — вӑл мана улталанӑ, эпӗ вара ӑна ӗненнӗ, шаннӑ, чи ҫывӑх юлташ вырӑнне хунӑ».

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

«Епле мана улталанӑ!

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Ан тив, сана паян улталанӑ пултӑр, хӑвӑн юлташусем урама тухса ҫӳрекен хапхана санӑн ӑсу пулӑшнипе питӗрсе хучӗҫ, тейӗпӗр.

Пусть сегодня тебя обманули и с помощью твоей же изобретательной головы закрыли выход твоим товарищам на улицу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ сире улталанӑ иккен!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ сире хам мула парса улталанӑ иккен?!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫитет, халь те нумай улталанӑ пире! — илтӗне пуҫларӗҫ хирӗҫле сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эй, кин… хӑҫан улталанӑ эп сана?

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Стерлӗкпе улталанӑ пек улталамӑн-и? — куҫ айӗн пӑхса ыйтрӗ Али-Акрам.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нухратпа Чураппа ӑна мӑрсасем валли кучченеҫ парса ярасшӑнччӗ, анчах Ахтупай илмерӗ, каяймасан улталанӑ пек пулать терӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫилӗ хӗвел-анӑҫӗнчен ҫурҫӗре куҫса вӗсене «улталанӑ», киле мар, вӑрмана, тата шаларах илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Эпӗ ӑна улталанӑ пек пултӑм ӗнтӗ тупаймарӑм санитарсене, каҫартӑр вӑл мана.

А я, получается, обманул его, не нашел санитаров. Прости меня, брат…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эсӗр пире, хир енчи чӑвашсене улталанӑ пек, удела кӗртесшӗн.

Наверняка хотят загнать нас, как и степных чувашей, в уезды,

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Салакайӑка хывӑхпа улталанӑ пек улталарӗҫ!

Вот уж истинно воробья на мякине провели!

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Васкаса мӑкӑртатни, юрланӑ пек кӗл туни, вӗсене юри-мари хӑтланнӑ пек, улталанӑ пек туйӑнать.)

Торопливое бормотание, пение молитвы им кажется чем-то ненастоящим.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗчӗк ачана улталанӑ пекех улталарӗҫ ӑна!

Они ж его провели как мальчишку!

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Улталанӑ вӑл сана, пӗр иккӗленмелли те ҫук, улталанӑ, — терӗ Липпа, аллинчи вире сӑтӑркаласа.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫырса яраҫҫӗ — ку нимле герой та пулман иккен, юри улталанӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унччен эсир пӗрмай улталанӑ тӑк халӗ пӗр кун та пулин тӗрӗссине каламалла.

А вот если вы всегда врете, то наконец, хотя бы один день следует говорить правду.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех