Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улталакан (тĕпĕ: ултала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан пӗр кӗтмен ҫӗртен ман ума пырса тӑчӗ, плавки ҫумне хӗстернӗ кусар пек пысӑк ҫӗҫҫине сасартӑк туртса кӑларчӗ те янахӑм патне тытса: — Тинех эп сана, Ющенко, тӗл пултӑм! Сутӑнчӑк, украинсене улталакан! Эп сана тахҫанах тӗл пулса тӑн кӗртесшӗнччӗ, — кӑшкӑрать ку.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

— Егоровна улталакан марччӗ-ха та вӑл, — терӗ Маюк, хӑйӗн калаҫса тӑма вӑхӑт ҫуккипе васкаса.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Анчах та ку улталакан шанчӑк.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Хӑш ялтан пултӑн-ха, мана улталакан мыскараҫӑ? — ыйтрӗ тет юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирхине вӑрансан вӑл хӑй ӗнер мӗн ӑсласа кӑларнине аса илсе хаваслӑ кӗвӗ ӗнӗрлеме пуҫларӗ, хӑйне улталакан арӑмне янахӗнчен тытса пӑхрӗ.

Проснувшись утром и вспомнивши свою выдумку, он весело замурлыкал и даже потрогал неверную жену за подбородочек.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Кунта ҫынна улталакан купсасем те, ултавҫӑ ремесленниксем те, хӑйсене мӑнкӑмӑллӑ тыткалакансем те, чапа тухма тӑрӑшакансем те ҫук.

Не было обманщиков-купцов и плутов-ремесленников. Не было чванства и тщеславия.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, «Купцапа унӑн тусӗ ҫинчен», «Пысӑк ӑслӑ ҫын, бадшах тата сутӑҫӑ ҫинчен» юмахсенче хӑйсен тусӗсене улталакан купцасен сӑнарӗсем курӑнаҫҫӗ.

В сказках «О купце и его приятеле» и «О мудреце, бадшахе и продавце благовоний» фигурируют купцы, обманувшие доверие своих друзей.

Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Магазинра вӑл пурне те — ӗмӗтсӗр те хыткукар хуҫине те, ҫынсене улталакан унӑн тарҫӑ-приказчикӗсене те курайман.

Ему всё было ненавистно в магазине: и жадный хозяин, и плутоватые холопы-приказчики.

Чапаев ҫинчен // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Мӗн пирки хӑвна улталакан суя тусна ытларах ӗненетӗн, сана хӑйӗнчен те ытларах юратакан хӗрарӑма ӗненместӗн?

Почему веришь вероломному другу, который тебе изменяет, а не женщине, которая любит тебя больше себя самой?

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унта, сылтӑм енче вара, юри илӗртсе улталакан ушкӑн ҫеҫ каҫнӑ.

А там, на правом, действовала лишь отвлекающая группа.

7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Чочой ним чухлӗ те иккӗленмест, эпӗ халь Аляскӑра, Америка ҫӗршывӗнче тесе шутлать вӑл, Гоомо кукка каласа панӑ тӗлӗнмелле ҫӗршыв таҫта инҫетре, халӗ ман куҫа улталакан мираж хыҫӗнче ӗнтӗ, тет.

Чочой был убежден, что он по-прежнему находится на Аляске, на американской земле, а чудесная земля, о которой рассказывал дядя Гоомо, остается где-то далеко, за обманчивыми видениями миража.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Сирӗн библире, сирӗн кӗлӗ кӗнекисенче, сирӗн икӗпитленсе суйса улталакан мӗнпур турӑ кӗнекисенче тӗрлӗ майсем сахал-и-мӗн?

Неужели в ваших требниках, во всех ваших лицемерных богословских книгах мало указаний на такие случаи?

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӗсене улталакан жрецсем, пусмӑрлакан пуянсем ҫук вӗсен.

У них нет жрецов, которые их обманывают, богатых, которые их притесняют.

Ульсонпа калаҫни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Нури ялан: хӑйне улталакан ҫын пӗр кун та пурӑнма пултараймасть, тетчӗ пулсан та, мана пула вӑл ӑна та улталанӑ…

— Ради меня он обманул Нури, хотя тот всегда говорил, что человек, который его обманет, дня не проживет…

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Амӑшӗ унӑн сӑмахӗсене итлеме юратать, ку сӑмахсене вӑл хӑйне май ӑнланса ҫапла шухӑшлать: халӑхӑн чи хаяр та ӑна час-часах улталакан тӑшманӗсем вӗсем — пӗчӗк ҫеҫ мӑн хырӑмлӑ, хӗрлӗ ӳтлӗ, намӑссӑр та ҫӑткӑн, чее те хытӑ чӗреллӗ ҫынсем пулаҫҫӗ-мӗн.

Мать любила слушать его речи, и она вынесла из них странное впечатление — самыми хитрыми врагами народа, которые наиболее жестоко и часто обманывали его, были маленькие, пузатые, краснорожие человечки, бессовестные и жадные, хитрые и жестокие.

XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Коммунарсем пӗр сасӑпах: уйрӑм харпӑрлӑха пӑрахӑҫа кӑларнӑ закона пӑсса, юлташсене улталакан коммуна членне коммунӑран кӑларса пӑрахмалла, тесе йышӑнчӗҫ.

Коммунары единодушно решили: член коммуны, нарушивший закон об отмене собственности и обманувший доверие товарищей, исключается из коммуны.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пире командирсене улталакан салтаксем мӗншӗн кирлӗ?

Зачем нам такие бойцы, которые обманывают командиров?

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Ҫав ҫитменлӗхрен, шухӑш-кӑмӑл тивӗҫлӗхӗ енчен илсен, икӗ майпа ҫеҫ хӑтӑлма пулать: ҫын Али-Паша Янинский, Джеззар-Паша Сирийский, Мегемет-Али Египетский евӗр калама ҫук путсӗр, чӑтма ҫук ултавҫӑ пулсан — вӗсем Европа дипломачӗсене тата Аслӑ Наполеона (Джеззар) хӑйне те пӗчӗк ачасене улталанӑ пек улталанӑ, улталаса ҫав тери вӑйланса кайнӑ, вӑл вӑйланса кайнине пула ҫыннӑн пӗр лайӑх мар шухӑш-кӑмӑлне те: каппайлӑхне те, хӑйне хисеплеттерме юратнине те, хӑй пуҫ пулса тӑрассине юратнине те, хӑйне хӑй юратнине те, нимӗне те хускатма ҫук; анчах ҫакӑн пек улталакан геройсем питӗ сахал, Европа ҫӗршывӗсенче вӗсем ҫукпа пӗрех, ҫак ҫӗр-шывсенче ҫав тери ӑста путсӗрлӗхе ҫыннӑн нумай лайӑх мар шухӑш-кӑмӑлӗсем пӑсса тӑраҫҫӗ.

От него есть избавленье только в двух крайних сортах нравственного достоинства: или в том, когда человек уже трансцендентальный негодяй, восьмое чудо света плутовской виртуозности, вроде Али-паши Янинского, Джеззар-паши Сирийского, Мегемет-Али Египетского, которые проводили европейских дипломатов и (Джеззар) самого Наполеона Великого так легко, как детей, когда мошенничество наросло на человеке такою абсолютно прочною бронею, сквозь которую нельзя пробраться ни до какой человеческой слабости: ни до амбиции, ни до честолюбия, ни до властолюбия, ни до самолюбия, ни до чего; но таких героев мошенничества чрезвычайно мало, почти что не попадается в европейских землях, где виртуозность негодяйства уже портится многими человеческими слабостями.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Бригада умне ҫакӑн пек ыйту лартатӑп; колхоза тата совет влаҫне улталакан, — виҫӗ вершук ҫурӑ тарӑнӑш сухалас вырӑнне ҫӗре пӑсса хӑварса вершук ҫурӑ тарӑнӑш ҫеҫ сухалакан суя колхозникпе мӗнле пулмалла-ши пирӗн?

— Ставлю перед бригадой вопрос: как быть с тем ложным колхозником, который обманывает колхоз и Советскую власть, — вместо трех с половиной вершков пахоты портит землю, пашет полтора вершка?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Автор суда чӗннӗ пек, хавшак та аскӑн вельможӑна та, ӑна улталакан пӗр ушкӑн взяточниксене те сӑнарланӑ; аскӑн хӗрарӑмсен пӗтӗм йышне… француз, нимӗҫ хӗрарӑмӗсене, чухонкӑсене тата ыттисене те… тӗлӗнмелле, кӑмӑла хумхантармалла тӗрӗс ҫырнӑ…

Сюда, как на суд, созваны автором и слабый, но порочный вельможа, и целый рой обманывающих его взяточников; и все разряды падших женщин разобраны… француженки, немки, чухонки, и всё, всё… с поразительной, животрепещущей верностью…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех