Шырав
Шырав ĕçĕ:
Суран ҫав тери ыратать, упа вара сурана сивӗ шывпа ирттерсе яма шутлать, анчах тӑварлӑ шыв сурана тата та хытӑрах ыраттарать, упа вара хаяррӑн уласа каялла пӑр ҫине сиксе тухать.
Арктика «хуҫи» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Моторсем халех уласа ярса ӗҫлеме тытӑнмалла, винтсем хытӑ ҫаврӑннипе пулакан сывлӑш юхӑмӗ халех начар чӗркенӗ, лотерея билечӗсене пӗтӗм хир тӑрӑх сапаласа тӑкӗ.
Ҫур миллион ҫухатрӑмӑр // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӑл уласа вӗрнӗ, сарай ҫийӗн хӗррисене тавӑрнӑ.
22. Хатӗрленеҫҫӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Вӑйланнӑ ҫил уласа вӗрнӗ, вӑл тӑхлан евӗрлӗ йывӑр пӗлӗтсене таткаланӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Пирвайхи тупӑпа кӗрслеттерме ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех, ҫеҫенхир ҫийӗпе пӗрремӗш снаряд уласа иртме ӗлкӗрчӗ-и, ҫук-и, шӑп ҫав самантра, сылтӑмран та, сулахай флангран та, тылран та, фронтран та — пур енчен те партизансем хыттӑн кӑшкӑрса, шӑхӑра-шӑхӑра яла ҫӗмӗрсе пырса кӗчӗҫ.
XXX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Виҫҫӗмӗш снаряд сарай ҫийӗпе уласа иртрӗ те Клембовскин ҫуртне пырса лекрӗ.Третий снаряд пролетел над сараем и ударил в клембовскую крышу.
XXX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Пуҫсем ҫийӗнче ҫил уласа тӑрать, вӑл хумсем ҫийӗнчи супӑнь кӑпӑкӗ евӗрлӗ шап-шур кӑпӑксене палуба ҫине иле-иле пӑрахать.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫӳлӗ хум уласа вышкӑна пырса ҫапӑнчӗ те ачасене ҫумӑр хыҫҫӑнхи пек йӗпетсе хӑварчӗ.Высокая волна с ревом ударилась о вышку и обдала ребят, как дождем.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Хумсем ҫӗкленсе килеҫҫӗ, ҫил уласа вӗрет, ҫыран хӗрринче пӗртен-пӗр чул сӑрт ларать…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Таҫта ҫӳлте куҫа курӑнман чан сасси уласа тӑнӑ пек туйӑнать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тимӗртен каркаласа тунӑ вышка витӗр ҫил хытӑ уласа иртрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫӳлтен вӗҫӗмсӗр бомба тӑкӑнать, «юнкерссем», пулемётсенчен шатӑртаттарса, пуҫ тӑрринченех уласа иртсе каяҫҫӗ.А сверху сыплются бомбы, пулеметы строчат, «Юнкерсы» ревут над самой головой, проносятся на бреющем.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫав хушӑра трубопровода ҫаплах шыв тултараҫҫӗ: насуссем пӗр вӗҫӗмсӗр уласа тӑраҫҫӗ.В трубопровод тем временем продолжают нагнетать воду: насосы гонят и гонят ее без конца.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсене уласа кӗрлекен ҫил ҫавӑрса илчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӑр, ҫапла хаяррӑн кӑшкӑрнипе ҫӗмӗрӗлнӗ пекех, малта хыттӑн шатӑртатса ҫурӑлчӗ, вара трактор, уласа, гусеницисемпе пӑр катӑкӗсене шӑйӑркаласа, тинӗс авӑрне путрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑрманта шавлӑн кӗрлесе тӑракан пӑр часах тӑкӑнса пӗтрӗ, анчах ун вырӑнне чӗреслетсе ҫумӑр ҫума тытӑнчӗ, вӑл йывӑҫ ҫулҫисене миллионшар йывӑр тумламсемпе пере-пере лӑскарӗ, тӗттӗмлӗхре хаяррӑн уласа тӑчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑлхана ҫуракан сирена уласа ячӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӑл пӗрмаях пӗшкӗне-пӗшкӗне илнӗ, ҫул ҫинчен пӑрӑна-пӑрӑна тухнӑ, пӗр вӗҫӗмренех уласа тӑракан бомбӑсем тӳрех хӑй ҫине килнӗ пек туйӑннӑ ӑна.
21 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
«Мӗне кура манпа пӗрле пырать-ха вӑл, — шухӑшласа илчӗ ҫак хушӑра Михайлов та, — пӗрре кӑна мар асӑрханӑ эп ӑна, вӑл пур чух кирек хӑҫан та инкек пулакан; ав тата тепри, тӳрех кунталла уласа килет, пулас».
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Инҫетри тӗксӗм горизонтра ҫиҫӗм йӑлтлатса илет, бастионри салтак: «тупӑ!» тесе кӑшкӑрать те, етре вара, рота ҫийӗпе уласа иртет те, ҫӗре алтса, чулсене ҫӳлелле вӑркӑнтарать.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.