Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫана (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
42 ҫулти хӗрарӑм патне утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче мессенджерсенчен пӗринче укҫана хывса пайта курма май пурри ҫинчен пӗлтерӳ ҫитсе выртнӑ.

К 42-летней женщине в конце июля в одном из мессенджеров пришло объявление о возможности заработать деньги их вложением.

Ача сачӗн ӗҫченӗ улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35796.html

Пур укҫана тупӑшлӑ ӗҫе хывсан лайӑхрах.

Деньги, которые у вас сейчас есть, лучше всего вложить в выгодное дело.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫийӗнчен муниципалитетсен ертӳлӗхне асӑрхаттарчӗ: «Ӑҫта тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ — укҫана унта ярӑпӑр. Хӑш-пӗр округ ҫак ӗҫе кирлӗ пек йӗркелеймест тӗк — вӗсене укҫа пани те усӑсӑр».

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Укҫана тавӑрас тесен кампа ҫыхӑнмалла-ши тесе кӑсӑкланнӑ маршруткӑра улталаннӑ ҫын.

Человек, обсчитанный на маршрутке, интересовался, с кем нужно связаться для возврата денег.

Маршруткӑра улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35542.html

— Кандидатсем укҫана кӗреҫепе хыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Никам курман чухне пуҫтарнӑ укҫана, чупнӑ тет тепӗр сутуҫӑ патне халапне каласа пама.

Собрал монеты, пока никто не видит, и пошел к другому торговцу рассказывать свою историю.

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

Малтан эпир хамӑр укҫана пухрӑмӑр, унтан папӑпа мама ӑна пирӗнтен кивҫен ыйтрӗҫ.

Сначала мы копили наши деньги, а потом мама с папой попросили их у нас в долг.

Мама, Ксюша тата Настя дневникӗнчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/642

Укҫана вара вӗсем ҫывӑх ҫыннисене куҫарса пама пултараҫҫӗ е укҫа тӳрех мӑшӑрӗ, ашшӗ-амӑшӗ ҫине куҫма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/per-yijtu-ta-timl ... yulme.html

Ҫав укҫана Ҫтаппан хӑйӗн кӗнеки ҫине куҫарасшӑн, анчах Елюк ни куҫаратӑп, ни куҫармастӑп темест, кун хыҫҫӑн кун ирттерсе, Ҫтаппан ӑш-чиккине вӑркаттарать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл Елюк кӑларса хунӑ укҫана илсе хӑвӑрт шутларӗ те пуҫне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Ухмах эсӗ, ку меслете санӑн хӑвӑнах, пуҫлӑху каламасӑрах шутласа кӑлармалла пулнӑ. Тӑмсай кӑна ӗнтӗ мӗнпур укҫана кайса парать. Ӑсли ытларах пайне хӑйне хӑварать!» — ҫапларах пӑсӑрлантарнӑччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

— Вӑт, тӑванӑм, — ӑнлантарать Степан Семенч, — санӑн мӗнпур ӗҫӗ те укҫана хӑвӑн кӗсйӳне чикесси пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Лавккара тавӑрса панӑ укҫана кӗсъене чикнипе пӗрех мар.

Не то же самое, что оставить себе сдачу.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Ку кив укҫа, ун ҫинче виҫӗ ноль ытларах, ҫак укҫана недавно улӑштарнӑччӗ.

Это старые деньги с тремя лишними нулями, их недавно поменяли.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патшалӑх программипе пурнӑҫланакан проектсенчен перекетленнӗ укҫана та ӗҫе кӗртмелле пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

Пухӑннӑ укҫана тӑкакласси те лайӑх пурнӑҫланать.

Куҫарса пулӑш

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

Анчах укҫана пӗлсе тӑкаклӑр, иртӗхмелле мар.

Но будьте разумны в тратах, не стоит шиковать.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Янтӑ укҫана хапсӑннӑ тата: пӗрне пӗр машина вутӑ майлаштарса панӑ, теприне хапха юпилӗх юман сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

- Фиргать Хайртдинов пӗлтӗр Кивӗ Сӗнтӗрте федерацин «Ӗҫ пуҫаракан фермер» программипе килӗшӳллӗн 1,1 млн тенке, ытти укҫана явӑҫтарса 250 пуҫ выльӑх усрамалӑх вите турӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Хавхалантармалли укҫана вӑхӑтлӑ парассипе Чӑваш Ен Атӑлҫире 4-мӗш вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ака вӑй илет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61061

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех