Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑхӗн (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вара «Шанчӑк» ушкӑн Ҫавалкасри ватӑсен ҫуртӗнче пулчӗ, кинемипе-кукаҫисене уяв ячӗпе саламларӗ, парне вырӑнне юрӑсем шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ку ӗҫре ҫулсерен ирттерекен экологи хӑрушлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем (ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче вӗҫленеҫҫӗ) пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Вӗсем пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче сӗте ял ҫыннисенчен 21 тенкӗпе туяннӑ пулсан тепӗр кунне шурӑ ылтӑн хакне 6 тенкӗ таран йӳнетнӗ.

Если они 5 марта закупали молоко у сельчан за 21 рубль, на следующий день снизили цену на белое золото на 6 рублей.

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ.

11 марта Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в торжественном мероприятии, посвященном тринадцатой годовщине создания органов наркоконтроля.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 81 ҫул тултарнӑ Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче пурӑнакан ӗҫчен хӗрарӑм - Анастасия Сергеевна Емельянова ҫинчен ӑшшӑн аса илсе каласа кӑтартас кӑмӑлӑм пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ӑна кашни ҫулах март уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче район центрӗнче йышлӑн пухӑнса уявлатпӑр: юрлатпӑр, ташлатпӑр, спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫ хунӑ чӑвашсене халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх (практика) конференцийӗ ирттерет.

Чувашская народная академия наук и искусств 26 марта проведет научно практическую конференцию, посвященную погибшим в Первой мировой войне чувашам.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тишкерӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11787.html

Йӑлана кӗнӗ пекех диктанта ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫырӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

1903 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫеҫ департаментӑн хушма хушӑвӗпе вӑрттӑн йӗрлессине чарса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленессипе тата ӑна уявлассипе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планӗн проектне пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитерме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 2019 ҫулта - 550 ҫул тата Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 2020 ҫулта 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленес тата ирттерсе ярас тӗлӗшпе ӗҫлекен ушкӑнӑн яланхи членӗсемпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче черетлӗ лару ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫулталӑк тӑршшӗнче ҫакнашкал форума Раҫҫейӗн ытти суб чӳк уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче пӗтӗмлетӳллӗ форумпа вӗҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре тата чаплӑрах праҫник йӗркелеме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев видеоконференци мелӗпе районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

конкурс пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн Чӑваш Ен тӗп хулинче саккӑрмӗш хут иртрӗ.

конкурс в преддверии 8 марта в столице Чувашии прошел уже восьмой раз.

Ӑслӑ, илӗртӳллӗ // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫитсе курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Игнатьевсем спектакль пăхнă // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменте йӗркеленӗ концерта чӑваш эстрада юрӑҫисем Александр Васильев, Алина Михайлова, Андрей Кузнецов, Валентина Кузнецова, Константин Рязанов, Алексей Шадриков, Алина Варна, Андрей Думилин, ҫавӑн пекех «Асанне-elektrik show», «Дуняша style», «Ҫиларман» ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пăр çинче – юрăçсем // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ку ӗҫре ҫулсерен ирттерекен Экологи хӑрушлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем /ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче вӗҫленеҫҫӗ/ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне апат-ҫимӗҫ хатӗрлекен, ертсе пыракан предприятисем сутлӑха тавар 12,7 млрд тенкӗлӗх е виҫӗмҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен 28,4% нумайрах ӑсатнӑ.

На 1 октября 2015 года ведущие предприятия пищевой промышленности отправили в торговую сеть продукцию на 12,7 миллиард рублей или 28,4% больше, чем три года назад.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӗп хулари ҫулсем ҫинче ирӗлтернӗ асфальтпа бетонпа усӑ курса 2,6 пин тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк-путӑка юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех