Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑхӗн (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне апат-ҫимӗҫ хатӗрлекен, ертсе пыракан предприятисем сутлӑха тавар 12,7 млрд тенкӗлӗх е виҫӗмҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен 28,4% нумайрах ӑсатнӑ.

На 1 октября 2015 года ведущие предприятия пищевой промышленности отправили в торговую сеть продукцию на 12,7 миллиард рублей или 28,4% больше, чем три года назад.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӗп хулари ҫулсем ҫинче ирӗлтернӗ асфальтпа бетонпа усӑ курса 2,6 пин тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк-путӑка юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html

Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта «Эх, мӗнле хӗрарӑм» конкурс йӗркелесси йӑлана кӗчӗ.

В начале марта в Чебоксарах вошло в традицию проводить конкурс "Ах, какая женщина".

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Май уйӑхӗн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлав кунӗ.

22 мая — день предварительного голосования.

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура ҫуртӗнче Шупашкар районӗн активӗ пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повеҫ» геройӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче курав хупӑнмаллаччӗ, анчах шкулсенче ӗҫлекенсем ыйтнипе тепӗр уйӑха тӑсма йышӑнтӑмӑр», - каласа кӑтартрӗ Надежда Климович сотрудник.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче юрласа та ташласа, хаваслӑ ытти мероприяти йӗркелесе хӗл ӑсатӗҫ.

6-марта в Аликовском районе с песнями и плясками, с другими развлекательными мероприятиями пройдут проводы зимы.

Кӳлнӗ лаша лайӑхрах-и е мотоблок? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11698.html

Пӗтӗм Союзри арена ҫине вӗсем 1977 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче Воронежра тухнӑ, унта вырӑнти «Буран» командӑпа тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Утӑ уйӑхӗн варринче Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласенче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑхсен спартакиадин виҫҫӗмӗш тапхӑрти ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Аса илтеретпӗр, диктант Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртмелле.

Напоминаем, что диктант должен пройти в День чувашского языка, 25 апреля.

Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттерӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11679.html

Тав Турра, пирӗн тата Америка ҫӗршывӗн ертӳҫисем юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче лару-тӑрӑва йӗркене кӗртнӗ: США администрацийӗ Совет Союзӗ вӗсене Турцири базӑсенче вырнаҫнӑ ядерлӑ ракетӑсене илсе тухма ыйтнипе килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Уйрӑмах юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ хӑрушӑ каҫ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Малалла эпӗ Григорий Лаврентьевича моряксен хушшинче чи сумлӑ награда шутланакан «За дальний поход» паллӑпа чыслама тӑратнӑ архив справкинчи йӗркесене илсе кӑтартасшӑн: «1962 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа Г. Л. Лаврентьев дизель шыв ай кимми ҫинче хӗсметре тӑнӑ. Асӑннӑ кимӗ 1962 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Куба утравӗ ҫинче ятарлӑ задани пурнӑҫланӑ».

Далее я хочу показать вам строчки из архивной справки о предоставлении на чествование самой значимой наградой среди моряков «За дальний поход» Григория Лаврентьевича: «С 28 сентября 1962 года Г.Л. Гаврентьев служил на дизельной подводной лодке. Указанная лодка с 1 октября по 7 ноября 1962 года на острове Куба выполняла специальное задание».

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1 - ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗ ҫывхарса килет.

Куҫарса пулӑш

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Патӑрьел /140 гектар/, Куславкка /138/, Комсомольски /64/, Красноармейски /103/ районӗсенче кӗрхи тулӑ уйрӑмах сиенленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

1982 ҫулхи май уйӑхӗн 9-мӗшӗнче районти ҫар комиссариатӗнчен хӗсмете илсе кайнӑ.

9 мая 1982 года его забрали на службу из районного военного комиссариата.

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ - малтанхи сасӑлав кунӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Аса илтеретпӗр, ӗҫсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Напоминаем, работы принимаются до 15 апреля.

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсне ирттерме ЧНК та хутшӑнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11659.html

Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич ертсе пынипе республикӑра ӗҫлӗ канашлусем иртнине хаҫатра пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех