Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳмине (тĕпĕ: тӳме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сана кӳренмелли сӑмах каламарӑм-ҫке, — терӗ те Нина Ивановна, Тынэт гимнастеркин кӗсйи ҫинчи тӳмелемен тӳмине хуллен ҫеҫ тӗртсе илчӗ.

Я ведь не обидное сказала тебе,— промолвила Нина Ивановна и мягко дотронулась до незастегнутой пуговицы на кармане гимнастерки Тынэта.

Тынэтӑн учитель пур // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Лешӗ, куҫхаршисене пӗрӗнтерсе хунӑ та, пуҫне ҫӑмӑллӑн ҫеҫ суллакаласа, сӑвӑ виҫине палӑртса пырать, сылтӑм алли унӑн хӳме чулӗсем ҫинче выртать, сулахай алли кофта тӳмине турткалать.

А она, сдвинув брови, отмечала меру стиха лёгкими кивками головы, её правая рука лежала на камнях стены, левая теребила пуговицу кофты.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

«Тӑхта», — терӗ те Маринка — сиссе те юлаймарӑм — ҫӳлти тӳмине хӑвӑрт вӗҫертсе ячӗ.

«Подожди», — сказала Маринка и быстро — я и не заметил как — расстегнула верхнюю пуговицу сарафана.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Автомата хулпуҫҫи ҫинчен илтӗм, ранец ҫаккине пушатрӑм, комбинезонӑн «молни» тӳмине антартӑм.

Снял автомат, ослабил ранец, распустил молнии комбинезона.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫуха тӳмине ярсан, ун кӗпи ӑшӗнчен хут татӑкӗ тухса ӳкрӗ.

Когда он расстегнул ворот рубашки, из-под нее выпал лоскуток бумаги и полетел на пол.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Вӑл ура ҫине тӑчӗ, пиншакӗн ҫӳлти тӳмине тӳмелерӗ те ҫапла ыйтрӗ:

— Он встал, застегнул верхнюю пуговицу пиджака и спросил:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Кӑвак костюм тӑхӑннӑ, кӑвак пурҫӑн кӗпин икӗ тӳмине вӗҫертсе йӳле янӑ.

Серый костюм, свежая, расстегнутая на две пуговицы, серая шелковая сорочка.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сашӑн кӗпе тӳмине лартса пачӗ, унтан ачасене вулав ҫуртне йӗркеллӗ, стройпа ертсе кайрӗ.

Пришила пуговицу к рубахе Саши и организованно, строем, повела ребят в читальню.

Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Кӗпи тӳмине вӗҫертрӗ, уҫӑ сывлӑш сывласа илчӗ.

Расстегнул ворот рубашки, глотнул свежего воздуха.

Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Илья Николаевич ҫухасӑр кӗпин тӳмине вӗҫертрӗ:

Илья Николаевич расстегнул ворот косоворотки.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Манӑн пуля питӗ тӗрӗс каять, — тенӗ Михеев, револьвер кобурин тӳмине вӗҫертсе.

Моя пуля верная, — сказал Михеев, расстегивая кобуру.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Мазин, тарӑн шухӑша кайса, вешалка ҫине пырса тайӑнчӗ, такам тӳмине ҫавӑркалама пуҫларӗ.

Прислонившись к вешалке, Мазин задумчиво вертел чью-то пуговицу.

19 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Мӗн хывать — пурне те тӗрӗслесе пырать хӑй; татӑлма пуҫланӑ тӳмине, шӑтӑк-ҫурӑка е тата урӑх мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхе тӗл пулсан, ҫавӑнтах ҫӗле-ҫӗле лартать; ҫиплӗ йӗпе ҫӑварне хыпса, тата мӗнне те пулин хывма пуҫлать.

Внимательно разглядывала по порядку все, что снимала с себя, и если находила ослабевшую пуговицу, дырочку или иной беспорядок, тут же быстро подшивала и, держа нитку с иголкой в зубах, продолжала раздеваться дальше.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вӑрманта халӗ самаях сулхӑнччӗ, анчах та вӑл пӗр кӗпе вӗҫҫӗнех тӳмине вӗҫертсе, кӑкӑрне уҫса тӑчӗ.

Было свежо, а он стоял в одной рубахе с расстегнутым воротом, глубоко обнажавшим грудь.

VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Тӳмине вӗҫертсе янӑ гимнастерка, йӑрӑм-йӑрӑм шӑлавар, калаҫнӑ чухне хӑлаҫланни — ҫаксем пурте вӑл ҫар ҫынни маррине кӑтартса параҫҫӗ.

Гимнастерка с расстегнутым воротом, брюки в полоску, манера жестикулировать при разговоре — все обличало в нем штатского.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сӑмахран, цензура «офицерсен пӗтӗм тӳмисене вӗҫертнӗ мундирӗсем» тенӗ сӑмахсене, «генерал, полковник тата майор пур тӳмисене те вӗҫертнӗ ӗнтӗ вӗсен ырӑ материнчен тунӑ подтяжкисем те курӑнаҫҫӗ, анчах офицер господасем аслисене хисеплесе виҫшер тӳмине кӑна вӗҫертнӗ» тенӗ вырӑна тата «ун пек каланӑшӑн ан ҫилленӗр те, селитер пекех вӑрӑм чӑпӑклӑ икӗ чӗлӗм пулнӑ» тенине хуратса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Тимофей револьверне аллинчен пӑрахмасӑрах ҫӳлти тӳмине тытрӗ.

Не выпуская револьвера, Тимофей нерешительно взялся за верхнюю пуговицу.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Аришка тӳмине тыткаласа тепӗр хут ҫаврӑнчӗ, унӑн сӗмсӗр куҫӗсем кулаҫҫӗ…

Нерешительно держась за пуговицу, Аришка обернулась, глаза — с ухмылкой, нахальные…

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл шлепкине диван ҫине хучӗ те тӳмине васкавлӑн вӗҫерте пуҫларӗ.

Она положила шляпу на диван и суетливо принялась раздеваться.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл ботинкисене тӑхӑннӑ вӑхӑтра амӑшӗ малти пӳлӗмрен йӗппе ҫип илсе тухрӗ, тӳмине лартрӗ те, сасартӑк хыпӑнса ӳксе, урайӗнчи витре кӗрекен сӑмавара ярса тытрӗ.

Пока он обувался, она принесла из горенки нитку с иголкой, пришила пуговицу и вдруг встрепенулась, засуетилась, подхватила с полу ведерный самовар.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех