Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗсне (тĕпĕ: тӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шултра тумламсем виҫеллӗ те тӗп-тӗрӗс тумлаҫҫӗ, пробиркӑри ирӗлчӗксем майӗпенех хӑйсен тӗсне улӑштараҫҫӗ: теприсем — кӗренленеҫҫӗ, — вара, вӗсемпе пӗрле тенӗ пекех, Алешӑн пичӗ те майӗпен ҫуталса пычӗ.

Крупные капли падали мерно и точно, и растворы в пробирках постепеннио меняли окраску: из бесцветных становились розовыми, — и, словно заодно с ними, постепенно светлело лицо Алеши.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл николаевски салтак пулнӑ пулас: вӑл тӗсне ҫухатнӑ салтак картузӗпе пулнӑ, аллине туратлӑрах патак тытнӑ.

Видимо, николаевский солдат, — в военной фуражке с полинявшим верхом и с сучковатой палкой в руке.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Вӑл урама тухрӗ те, ҫынсем тем пуласса кӗтсе калаҫнӑ сасӑсем пӑлханса кӗрленине илтсен, чӳречесенче, хапхасем умӗнче — пур ҫӗрте те унӑн ывӑлӗпе Андрей ҫине тӗлӗнсе пӑхакан ҫынсене курсан, унӑн куҫӗ умне темле тӗтреллӗ пӑнчӑ тухса тӑчӗ, ҫав пӑнчӑ тӗсне улӑштарса, пӗрре ҫутӑ симӗс, тепре пӑтранчӑк кӑвак пулса, сулкаланса тӑчӗ.

Когда она вышла на улицу и услыхала в воздухе гул людских голосов, тревожный, ожидающий, когда увидала везде в окнах домов и у ворот группы людей, провожавшие ее сына и Андрея любопытными взглядами, — в глазах у нее встало туманное пятно и заколыхалось, меняя цвета, то прозрачно-зеленое, то мутно-серое.

XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Унӑн техӗмлӗ шӑршипе тӗсне ҫурҫӗрте пӗлеймеҫҫӗ-ха.

Незнаком и чудесен на севере был его запах и цвет.

XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Тӳпе сарӑ-хӗрлӗ тӗсне ялкӑша-ялкӑша чӗтренет, асаплӑн туртӑнса хирӗнсе илет.

Небо вздрагивало, передергивалось желто-красными вспышками.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Паганель, унӑн тӗсне курсан, чӑнах та, вырӑна килекен сӑмахсенех каларӗ, анчах вӑл калани пурӑнӑҫра нимӗн те пӗлтермест.

Вид его вызвал у Паганеля замечание, безусловно не лишённое справедливости, но не имеющее никакой практической ценности.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сӑмахран, калас-тӑк, эс ӗнер тӑватӑ мороженӑй ҫисе ятӑн, йӑмӑкна вара тӗсне те кӑтартмарӑн.

Например, вчера ты съел четыре порции мороженого, а с младшей сестрой не поделился.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ун пек хуҫасем Российӑра сахал мар, анчах, кивелнӗ сюртукӑн тӗсне уйӑрса илме йывӑр пулнӑ пекех, вӗсен кӑмӑлне уйӑрса илме питӗ йывӑр.

Творенье, каких много на Руси и которых характер так же трудно определить, как цвет изношенного сертука.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Унта авалхи фамильнӑй портретсем, ҫурӑк пирлӗ темле картинӑсем, ылтӑнланӑ тӗсне ҫухатнӑ картинӑсем, пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр нумай.

Тут были старинные фамильные портреты, совершенно неизвестные изображения с прорванным холстом, рамки, лишенные позолоты, словом, всякой ветхой сор.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

«Тӑхта-ха, тен, кунта ман валли мӗн те пулин ҫук-и», терӗ те вӑл, картинӑсем, ылтӑнланӑ тӗсне ҫухатнӑ картинӑсем патне пӗшкӗнсе, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, тусанпа тата пылчӑкпа витӗннӗ никам хисеплемен картинӑсене пӑхма пуҫларӗ.

И он сказал: «А вот постой, я посмотрю, нет ли для меня чего-нибудь здесь» и, наклонившись, стал доставать с полу наваленные громоздко, истертые, запыленные старые малеванья, непользовавшиеся, как видно, никаким почетом.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Тахҫан шӑрҫа пек курӑнса ларнӑ кермен тӗсне ҫухатнӑ та ӗлӗкхинчен лутрарах пек туйӑнать.

Некогда нарядный дом потускнел и словно стал ниже.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӑрт ҫинчен тӑван ялӗ курӑнса кайрӗ — сӗвек ҫырма хӗррипе вӑрӑм урам тӑсӑлса выртать, урам тӑршшӗпе кӗрхи ылтӑн тӗсне ҫухатнӑ ҫӳлӗ тирексем лараҫҫӗ.

С холмистого увала стала видна родная деревня — длинная, тянувшаяся по пологой балке улица, охраняемая высокими, уже потерявшими осеннюю позолоту тополями.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӑна пурнӑҫ хӑех витӗмлӗн ӗнентерсе пачӗ: хӗрачан ҫырӑ тӗслӗ ҫӳҫӗ пӗтӗмпех тӑкӑнчӗ те ун вырӑнне хуп-хура кӑтра ҫӳҫ шӑтса тухрӗ, куҫӗсем те унӑн, хуралса, тӑрӑхланса пырса, малтанхи тӗсне улӑштарчӗҫ.

Доказательства являла жизнь неопровержимые: темно-русые волосы девочки вывалялись, новые росли черные и курчавые; меняли цвет и глаза, чернея, удлиняясь в разрезе.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Канаври лашан ҫӳлелле кантарса тӑракан ури чӗркуҫҫи кукринчен хуҫланнӑ, чӗрни такан пӑтисемпе кӑштах ҫуркаланнӑ, ҫапах та рак хуранӗ евӗр ҫутӑ кӑвак тӗсне ҫухатман-ха.

Нога лошади, задранная кверху, была согнута в коленном сгибе, копыто чуть растрескалось от ухналей, но раковина плотно светлела сизым глянцем.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пурте вӗсем ӑна хӑйсен тӗсне ҫухатнӑ этемсем пек туйӑнаҫҫӗ, вӗсен кӑвак, сенкер, симӗсрех тата ытти тӗслӗ куҫӗсенче лӳпперлӗхсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа вӑл чӑртмах этемсем якалса пӗтнӗ тахҫанхи пӑхӑр укҫана кӑна аса илтереҫҫӗ.

Все они казались какими-то вылинявшими, тупое застыло в серых, голубых, зеленоватых и иных глазах, и крепко напоминали хожалые, давнишнего чекана медные монеты.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен ҫӳлти сийӗсем кӗренӗн-кӑвакӑн тӗссӗрленеҫҫӗ, аялараххисем хӑйсен урӑм-сурӑм ҫутине ҫухатса пыраҫҫӗ, тӗсне ылмаштарса, тӗксӗм пӗлӗт ярӑмӗ ҫине темле ҫемҫе сирень чечекӗ пек ҫепӗҫ тӗтӗм сапса ҫутӑлтараҫҫӗ.

Вверху фиолетово чернели, чуть ниже утрачивали чудовищную свою окраску и, меняя тона, лили на тусклую ряднину неба нежно-сиреневые дымчатые отсветы.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, куҫхаршине аллаппипе картласа, куҫне хӗссе пӑхрӗ те ют ҫар мундирӗсен тӗсне те уйӑрса илчӗ: салтаксем тӗксӗм кӑвак мундирсемпе иккен.

Григорий, щуря глаза, глядел из-под ладони; он различал даже серую, чужую окраску мундиров.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӗсне ҫухатнӑ кӑвак чечеклӗ йывӑр арча патӗнче ларакан Григорий ун ҫине куҫ хыврӗ.

Григорий, сидевший возле тяжелого — в голубых слинялых цветах — сундука, глянул на нее.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйсем пӗлекен пусӑсене пӑхса, тырӑсен илемлӗ тӗсне курнипе савӑнса, ҫынсем пуҫӗсене мӑнаҫлӑн каҫӑртаҫҫӗ, вӗсен чун-чӗрисем ачашлӑ савӑнӑҫлӑхпа тулнӑран хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ пит-куҫӗсенче кулӑ палли нумайччен тытӑнса тӑрать: ҫакӑн пек самантсенче хӗвел хытӑ пӗҫертекен ҫеҫенхир вӗсене праҫник чухнехи пек туйӑнать, кайӑксен юрри, машинӑсем шавлани нумай вӑхӑтчен янӑракан илемлӗ музыка пек илтӗнет…

Глядя на свои поля и радуясь от вида прекрасных красок хлебов люди гордо поднимают свои головы, из-за того, что их душа и сердце наполнены ласковой радостью в их потемневших от загара на солнце лицах надолго задерживается улыбка: в такие моменты степь со своей сильно припекающим солнцем кажется им праздником, треть птиц, долговременный шум машин им слышится как прекрасная музыка…

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӳпе пӗлӗтлӗ те нӳрӗк, хӗвел пӑхмасть тесен те юрать, юр та пусӑрӑнса хӑйӗн шап-шурӑ тӗсне ҫухатнӑ.

Небо висело пасмурное и влажное, почти без солнечного света, и снег, тоже влажный, приосел и потерял всю прелесть своей белизны.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех