Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эпир полицмейстера вӗлертӗмӗр! — тесе пӗлтерчӗ ӑна кӑтра пуҫлӑ ҫамрӑк йӗкӗт, тем майпа питех те Вася Пчелинцев тӗслӗскер.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Кӗл тӗслӗскер Мускав номерӗпе.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Чи пысӑк ӑйӑрӗ, хӑмӑр тӗслӗскер, ҫӗр ҫине йӑванса анчӗ, хӑй кӗлеткипе ҫула картласа лартрӗ.Самый крупный из жеребцов, рыжей масти, свалился на землю, преградив своей тушей путь.
XVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Колхоз вӑкӑрӗ, план пек пысӑк та шурӑ тӗслӗскер, ҫурӑмӗпе аякӗсем ҫинче пӑч-пӑч хура тӗрӗллӗскер, тӑпрана урисемпе чавса, темӗнле хӑрушшӑн ӗнерлесе мӗкӗрет, шыва ниепле те кӗресшӗн мар, хӑй патне никама та ямасть.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Авӑ вӑл, чултан тунӑскер, сӑрӑ тӗслӗскер, — тӗллесе кӑтартрӗ Ваҫҫук.
4 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Каҫхи апатра Муций вӑрӑм мӑйлӑ ҫаврака савӑта тултарнӑ, Шираз эрехӗпе хӑналарӗ; тутлӑ шӑршӑллӑ та ҫӑраскер, симӗсрех ылтӑн тӗслӗскер, вӑл яшма чашӑксенче темле ытарлӑн ялкӑшать.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
«Ӑнсӑртран пырса ермен-и унта хӗл каҫнӑ вӑкӑр, хӑмӑр тӗслӗскер?»«Случаем, не приблудился к вам бычок-летошник, бурой масти?»
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫта лере, ҫумӑр пӗрех май пӗрӗхсе тӑнипе тӗссӗрленнӗ тӳпере, нимӗҫсем кӑкарса хунӑ аэростат, сарӑрах кӑвак тӗслӗскер, пӗр хускалми ҫакӑнса тӑрать.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чӑнах та, санитарӑн сӑнӗ, кӑвакрах тӗслӗскер, сентябрь уйӑхӗнчи хӑмӑллӑ хир пек кичем, хура халӑхран тухнӑ ытти пин-пин салтаксен сӑнӗнчен нимӗнпе те уйрӑм мар.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пушкин палӑкӗ хыҫӗнче, бульварта, йывӑҫ ешӗллӗхӗ витӗр темӗнле кӳпшек кӳлепе, кӗмӗл тӗслӗскер курӑнать, — чӑтлӑха кӗтмен ҫӗртен темӗн пысӑкӑш пулӑ килсе ҫакланнӑ тейӗн.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пурте ашшӗ кӑтартнӑ енне пӑхрӗҫ те тӗлӗнсе хытса кайрӗҫ: ҫавра ҫиҫӗм, чӑнах, хӗвел пек, сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗскер, хӑйпе хӑй ҫаврӑнса вылять…
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
3. Кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: пысӑк ӑмӑрткайӑк, пысӑк ҫунатлӑскер, вӑрӑм тӗклӗскер, мамӑклӑскер, тӗрлӗ тӗслӗскер, Ливан тӑвӗ ҫине вӗҫсе килнӗ те кедр тӑррине татса илнӗ, 4. унтан ҫамрӑк хунавсенчен чи ҫӳлтине татса илнӗ те, ӑна Ханаан ҫӗрне йӑтса кайса, сутуҫӑсен хулине хунӑ; 5. кайран ҫак ҫӗрӗн вӑрлӑхне илнӗ те ӑна вӑрлӑх ҫӗрне, хӑва хунавне лартнӑ евӗр, пысӑк шывсем хӗррине лартнӑ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2